Сентябрĕн 27-мĕшĕнче çĕршыври мĕнпур ача сачĕсен ĕçченĕсем професси уявне паллă тăваççĕ. Хăйсен воспитанникĕсенчен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен сахал мар ăшă та ырă сăмах илтĕç вĕсем. Çавна май пирĕн паянхи калаçу воспитатель ĕçĕ пирки пулĕ. «Ачасен чăн-чăн воспитателĕ пулас тесен вĕсене чĕрене парса ĕçлемелле», — тенĕ В.Сухомлинский. Çапла пулмасăр, воспитатель пĕчĕкскерсемшĕн иккĕмĕш анне пекех. Иртен пуçласа каçчен пĕрле вĕсем — ача тата воспитатель.
Кунсерен ирхине-ирех пин-пин пĕчĕк ача хăйсен ашшĕ-амăшне е аслашшĕ-асламăшне алран тытса ача саднелле васкать. Хăшĕсем савăнăçлăн кулса, шÿтлесе утаççĕ, теприсем вара кăштах кутăнланасшăн та. Акă вĕсем ача сачĕн алăкне уçса кĕреççĕ те, шăпăрлансене воспитателĕсем кĕтсе илеççĕ. Кашни ачан хăйĕн уйрăмлăхĕ, хăйĕн кăмăлĕ, пуринпе те пĕлсе калаçмалла. Макăраканнисене йăпатмалла, ашкăнса кайнисене лăплантармалла. Кун тăршшĕнче темĕн те пулать. Паллах, кулленхи ĕçсене пурнăçламалла — ачасене апатлантармалла, выляттармалла, çывăрма вырттармалла. Анчах чи пĕлтерĕшли — вĕрентÿпе воспитани процесĕ. Пĕчĕкрех чухне ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсене тĕрĕс тытма хăнăхтармалла, кăштах ÿссен ыррипе усаллине уйăрма, тăван çĕршыва, çутçанталăка юратма, çынсене хисеплеме вĕрентмелле, ăс-хакăл тата сывлăх енчен аталантармалла. Ачасем шкула каяс умĕн вĕсене сас паллисемпе, цифрăсемпе паллаштарасси те воспитатель ĕçĕ шутне кĕрет.
Вăрмар поселокĕнчи 1-мĕш номерлĕ «Березка» ача садĕнче вăй хуракан Валентина Вячеславовна Малинкова /ÿкерчĕк çинче\ пирки вăл чăн-чăн воспитатель тесе каласан пĕрре те йăнăш пулмасть. Мĕн çамрăкран пурнăçне ачасемпе ĕçлессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ вăл. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла ăçта каймалла-ши тесе нумай шухăшламан, Канашри педагогика колледжне çул тытнă. Унтан «Березка» ача садĕнче ĕçлеме пуçланă, малтанах воспитатель пулăшуçин ĕçĕсене пурнăçланă, çав вăхăтрах заочно майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Кăштахран вара воспитательте ĕçлеме пуçланă. Халĕ Валентина Вячеславовна аслă категориллĕ воспитатель. Ачасемпе те, хăй те тăтăшах тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнать вăл, пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Районта иртнĕ «Çулталăк воспитателĕ-2015» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тăрăшать Валентина Вячеславовна. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ертсе пыракан ушкăнри ачасем /4-5 çулхи 27 шăпăрлан\ садике ирсерен хаваслă кăмăлпа каяççĕ, килнĕ-килмен юратнă воспитателĕ çумнелле туртăнаççĕ. Туяççĕ ĕнтĕ вĕсен пĕчĕк чĕрисем «иккĕмĕш амăшĕн» тимлĕхне, ăнланулăхне, юратăвне. Ашшĕ-амăшĕсем те Валентина Вячеславовнăна хисеплеççĕ, унăн тăрăшулăхне туллин хаклаççĕ. Вăл хăй те виçĕ ача амăшĕ, иксĕлми чун ăшшине ушкăнри ачасене кăна мар, хăйĕн тĕпренчĕкĕсене те парнелет.
В.Малинковăпа пĕр ушкăнрах М.Порфирьева воспитательпе А.Муланова воспитатель пулăшуçи ĕçлеççĕ. Пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хураççĕ. Килти пекех хăтлă та лăпкă вĕсен ушкăнĕнче, çакă ачасемшĕн чи пахи.
И.ДАНИЛОВА.