IMG 6091IMG 6116Пинер ялĕнче пурăнакан Анастасия Валерьевнăпа Владимир Аркадьевич Филипповсен кил-çуртне кĕрсенех хăтлă та ырă, ăшă лару-тăру ытамне лекетĕн. Алăка уçсанах ачасен хаваслă та янăравлă сасси илтĕнсе каять, кухньăран тутлă апат-çимĕç шăрши сарăлса сăмсана кăтăклантарать. Йĕри-тавра чыслă, тирпейлĕ, таса, кашни япали хăйĕн вырă­нĕн­че. Чÿрече янаххисем çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем, стенасем çинче — çемье пурнă­çĕн­чи пулăмсене сăнлакан сăн ÿкерчĕксем.

IMG 6159Кунта пилĕк ача çитĕнет тесе шухăшлаймастăн та. Алăк умĕнче пĕчĕк атă-пушмак нумай тата картишĕнче ача-пăча велосипечĕ темиçе те пулнипе кăна ăнкарса илме пулать. Çапла, Филипповсем пи­лĕк ачана кун çути парнеленĕ. Асли Анжелика Пинерти пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9-мĕш, Аркадий 4-мĕш, Валерий 1-мĕш классенче вĕренеççĕ, Владимир ача-пăча садне çÿрет, çулталăк çурăри Виктория вара хальлĕхе амăшĕ çумĕнче килте.

IMG 6165Çемье пуçлăхĕ Владимир Аркадьевич Пинерти тĕп шкулта завхозра вăй хурать. Маларахри çулсенче Мускавра «Терем» строительство фирминче ĕçленĕ, анчах та ачисем ашшĕне курмасăрах ÿснине шута илсе тăван ялĕнчех ĕç тупнă. Сăмах май, вăл хăй те нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, 9 ачаран чи кĕçĕнни пулнă.

Анастасия Валерьевна вара Шупашкар хулинче çитĕннĕ. Кассир-сутуçă, товаровед, экономист дипломĕсене алла илнĕ. Хула хĕрĕ пулин те ял пурнăçĕнчен хăраса тăман. Владимир Аркадьевичпа паллашса çемье çавăрнă хыççăн Пинер ялне мăшăрĕ патне куçса килсе тĕпленнĕ.

IMG 6178Çемье йышланса пынă­çе­мĕн пÿрт çумне пристрой туса лартнă. Хăтлă пÿртре пысăк кухня, зал, çывăрмалли икĕ пÿлĕм пур. Газ кĕртнĕ, шыв кĕрет-тухать, уйрăм пÿлĕмре унитазне те лартса хунă — ачасен сивĕ каçсенче урамалла чупас çук. Малашлăхра çуртăн иккĕмĕш хутне те хута ярас тĕл­левлĕ. Владимир Аркадьевич, строительство енĕпе ăста алăллăскер, килти мĕнпур ĕçе хăйех пурнăçлать, çемье ла­йăх условисенче пурăнтăр тесе тăрăшать. Çавăн пекех вĕсем виçĕмçул çĕнĕ сарай, пĕлтĕр çĕнĕ мунча хăпартнă, кĕçех гараж туса лартас кăмăллă.

Кил карти тулли выльăх-чĕр­лĕх — сăвакан ĕнесем, тына-вăкăр — усраççĕ Филиппов­сем, чăх-чĕп тытаççĕ, çулсерен кăвакал туянаççĕ. Çапла пулмасăр, çемье тутă пултăр тесен çанă тавăрса ĕçлеме тивет. «Килте ĕне чунĕ пулмаллах. Сĕтел çинче сĕт, тăпăрчă пулсан ачасем сывă çитĕнеççĕ. Паллах, кунсерен яшка, иккĕмĕш апат пĕçеретĕп, кулленех кукăль, пицца, икерчĕ хатĕрлеме тăрăшатăп. Çăнăхран пĕçернĕ апат-çимĕçе ачасем питĕ юратаççĕ. Вĕсем хăйсем те мана кухньăра пулăшаççĕ. Уйрăмах аслă хĕрĕм пулăшать, ывăлсем те çĕр улми шуратса ăшалама пĕлеççĕ, — йăл кулса каласа парать Анастасия Валерьевна. — Эпир ачасене мĕн пĕчĕк­рен ĕçе хăнăхтарса ÿстерме тăрăшатпăр. Выльăх патне те хамăрпа пĕрлех тухаççĕ, курăмне те хатĕрлесе кĕртме пулăшаççĕ, пахчари ĕçсене те хутшăнтаратпăр».

Филипповсен ачисем ĕçре те хастар, вĕренÿре те тăрăшуллă. Кăçал тĕп шкул пĕтерекен Анжелика лайăх паллăсемпе вĕренет, хальхи вăхăтра вăл патшалăхăн тĕп экзаменĕсене /ОГЭ\ тытма хатĕрленет. Спортпа та туслă, шкулти волейбол командин членĕ. Волейбол вăййи патне вăл амăшĕн ырă тĕслĕхне кура туртăнать пулĕ, хăй вăхăтĕнче Анастасия Валерьевна та шкулти волейбол командин командирĕ пулнă. Аркадий тата Валерий те вĕренÿ енĕпе ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Унсăр пуçне вĕсем велосипедпа ярăнма кăмăллаççĕ, пулла çÿреççĕ, юратнă кушаккисене Мурккăпа Ваçука хăйсем тытнă вĕт пулăпа тăтăшах савăнтарса тăраççĕ. «Друг Тыманчи» кинофильмри кашкăр çури ячĕпе чĕнекен Аяврик ятлă йытти çумĕнчен те кайма пĕлмеççĕ. Ача-пăчан выляс шухăш ĕнтĕ, анчах та хăйсенчен кĕçĕнрех Владимирпа Викторийăна та пăхса пулăшаççĕ.

Йышлă çемьере кашни минучĕ шутра, çапах та ал ĕçĕ тума та вăхăт тупать Анастасия Валерьевна. Тĕрлеме те юратать вăл, ачисене нуски-чăлха çыхса та тăхăнтарать. Унсăр пуçне ялта та активистсен шутĕнче, обществăлла ĕçсенчен айккинче юлмасть, уншăн тăван пулса тăнă Пинер ялĕн аталанăвне хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.

«Пирĕн пилĕк ача пулать тесе шутламан эпир. Турă çакăн пек пысăк телей парнеленĕшĕн чунтан савăнатпăр. «Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ», — теççĕ. Ку вăл чăннипех те çапла. Ачасем пурте килте чухне вĕсем калла-малла тĕпĕр-тĕпĕр чупни чуна йăпатать. Хăш чухне юнашарти Куславкка округĕнче пурăнакан кукамăшĕ патне хăнана кайса яратпăр та вĕсене, вара ун чухне кил пушанса юлнăнах туйăнать, кичемлĕх пусса илет», — теççĕ Анастасия Валерьевнăпа Владимир Аркадьевич.

Пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ Филипповсем. Ачисене час-часах Вăрмар поселокне бассейна илсе çÿреççĕ, хулана та канма кайса килеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса, çемье тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхне упраса пурăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсем телейлĕ ачалăх­па киленсе ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика