Кашни çемье — уйрăм тĕнче. Кашнинчех хăйсен савăнăçĕпе кулянăвĕ, йăли-йĕркипе çитĕнĕвĕсем. Нумай ачаллă çемьере вара савăнăçĕ те, çитĕнĕвĕсемпе çĕнтерĕвĕсем те ытларах, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх вăйĕ те çирĕпрех. Çав вăхăтрах, паллах, пăшăрханмалли сăлтавĕсем те ытларах пулаççĕ. Йышлă çемьере ачасем пĕр-пĕрне пулăшмаллине, пĕриншĕн тепри кар тăмаллине пуринчен лайăхрах ăнланса çитĕнеççĕ. Ÿссе çитсен те ашшĕпе амăшĕшĕн, пĕртăванĕсемшĕн тĕрек пулаççĕ.
Ку хутĕнче эпир сире Чулкас ялĕнче тĕпленсе пурăнакан нумай ачаллă Сидоровсен çемйипе паллаштаратпăр. Татьяна Александровнăпа Константин Владимирович Сидоровсен çемйинче 7 ача çитĕнет: Кирилл /16 çул тултарать/, Даниил /14 çулта/, Юлиана /11 çулта/, Дима /9 çулта/, Саша /7 çулта/, Владислава /5 çулта\, Максим /3 çулта/. Тăваттăшĕ шкулта вĕренеççĕ, виççĕшĕ ача садне çÿреççĕ.
Ялта пурăнакан çемьешĕн ĕçлемелли яланах пур. Канмалли кунсемпе усă курса, пурте килте чухне, ĕçлемелли тупăнсах тăрать. Пахча, пысăк теплица, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк — пурин валли те ĕç тупăнать. Эпир пынă вăхăтра та урамраччĕ Сидоровсем, хăйсем пурăнакан пÿрт умне сварка тумалли аппаратпа ĕçлесе тимĕр карта тытатчĕç. Татьяна мăшăрĕ те упăшкипе пĕрлех ĕçлет. Кĕçĕннисем çумрах. Пахча çумĕнче картишĕнче хуран çакса янă, унта чăх-чĕп валли апачĕ пиçет. Картиш тулли велосипед — пурин валли те пĕрер. Шкула, садике, лавккана çÿреме кашнин çуллахи транспорчĕ çумрах.
Ача-пăча пÿрт тултарать
Пĕлтĕр Сидоровсен пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ те паллă, савăнăçлă пулăм пулса иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 18 çул тултарман çичĕ е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан ятарлă Хушăва алă пуснă пулнă. Сидоровсене çурт туса лартас тĕллевпе укçа-тенкĕ паракан сертификат панă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатмалли программăна хутшăнас тесе вĕсем черете 5-6 çул каяллах тăнă пулнă-ха Вăрмар район администрацийĕнче, пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕн çĕнĕ хушăвĕ тухнă хыççăн вĕсене черетсĕрех çĕнĕ çурт хăпартма 4,5 миллион тенкĕлĕх сертификат панă. Паллах, çамрăк çемьешĕн ку питĕ пысăк савăнăç пулнă. Çĕнĕ çурта патшалăх программипе килĕшÿллĕн подрядлă организаци тытса кăна тума юрать. Çемье пуçлăхĕ Константин Владимирович каланă тăрăх, подрядчике Шупашкартан тупса илсе килнĕ çĕнĕ çурт хăпартма. Пĕлтĕр, сертификат илсенех тенĕ пек, октябрь уйăхĕнче территорие тасатса хăйсем пурăнакан çуртпа юнашарах строительство ĕçĕсене пуçăннă. Декабрь уйăхĕччен ĕçлесе çурта хăпартса тăррине витсе лартса ĕлкĕрнĕ подрядчик, кăçал апрельтен шалти ĕçсене тума тытăннă. Икĕ хутлă илемлĕ çурта тул енчен йăлтах туса пĕтернĕ, халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. Кăçал çулла çĕнĕ çурта куçас ĕмĕтпе пурăнаççĕ халĕ Сидоровсем. Çутă пысăк пÿртре кашни пĕрер пÿлĕм йышăнма пултарать кăмăл пулсан. Çÿлти хутра спальнăсем пулĕç. Аялта — кухня, зал, туалет, ваннăй тата ытти те. Çĕнĕ çуртăн лаптăкĕ 118 тăваткал метрпа танлашать. Кунта ĕç кунĕсенче халĕ те ĕçлеççĕ подрядчиксем.
Татьянăпа Константин пĕрре курсах килĕштернĕ пĕр-пĕрне. Вĕсен паллашу историйĕ хăйне майлă интереслĕ. Телевизор пăхнă чухне СТС телеканалпа экран çинче аялта чупакан йĕркесемпе смс-çырусем ярасси питĕ анлă сарăлнăччĕ пĕр вăхăт. Шăпах та пĕр çырăвне хуравлама шутланă Константин пĕринче, унта кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравланă. Татьяна вара шÿтлес тĕллевпе пĕлтерÿре урăх ят кăтартнă пулнă. Шăнкăравласа калаçнă хыççăн нумай та шухăшласа тăман, тĕл пулма шутланă Кавал хĕрĕпе Вăрмар каччи. Татьяна ун чухне 16 çулта, Костя 18 çулта пулнă. Çамрăклăх çамрăклăхах çав. Пĕр ÿркенмесĕр кашни каç Кавала çуран çÿренĕ çамрăк каччă хĕр патне. Çапла юрату авăрне путнă çамрăксем пĕр-пĕрне юратнине туйса илсе кĕçех çемье çавăрма шутланă. Малтанах хваттерте пурăннă çамрăксем, кăштахран ялта — Чулкасра — пысăк мар çурт туянса унта тĕпленсе пурăнма пуçланă. Çемье пуçлăхĕ Константин Владимирович Чулхулари «Центр Массива» тулли мар яваплă обществăн Вăрмарти производство цехĕнче алăксем тунă çĕрте вăй хурать. Татьяна килти хуçалăхра ĕçлет.
Ачасене юратса, кашнине тимлĕх уйăрса ÿстерме тăрăшаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Килти пур ĕçе те явăçтараççĕ. 5-мĕш класс пĕтерекен Юлиана пиллĕк паллăсемпе вĕренет, отличница. Ыттисем те аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. «Торт, печени пĕçерме вĕренсе çитрĕ Юлиана. Халĕ пире пурне те пĕр çĕре пухса тутлă апат-çимĕçĕпе сăйлать. Çемьепе пĕрле пуçтарăнса шашлăк, кукăль пĕçерсе çиетпĕр», - каласа пачĕ Татьяна Александровна. Ывăлсем ытларах ашшĕне пулăшаççĕ.
Кăçал вĕсен аслă ывăлĕ Кирилл Чулкасри тĕп шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухать. Хăй шутланă специальноçпе Мускава вĕренме кайма шут тытнă вăл. Çапла Сидоровсем кăçал çулла çемйипех Мускава кайса килесшĕн, аслă ывăлне çул уçса парасшăн.
Çемьере килĕшÿ, юрату пулсан, ачасем те телейлĕ, çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулса ÿсессе шанас килет.
«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.