DSC 8437«Турă çырни хапха умнех килет», — теççĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăнлăхне эпир мăшăрăмпа хамăр тĕслĕх çинче курса ĕнентĕмĕр. Аппа туйĕнче хамăр хапха умĕнче тенĕ пекех паллашрăмăр», - пулас мăшăрĕпе Анатолий Георгиевичпа мĕнле паллашнине каласа парать Вăрнар округĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ çемйипе Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Екатерина Петровна Егорова.

20220701 204126Малалла вара пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕш­тернĕ çамрăксем хĕрпе каччă пек тĕл пулма тытăнаççĕ, туйăмсен çирĕп­лĕхне тĕрĕсленĕ хыççăн çемье çавăраççĕ, Анатолий Георгиевичăн тăван Кĕтеснер ялĕнче — унăн амăшĕпе ашшĕн килĕнче тĕпленсе пурăнма тытăнаççĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн çемье хушăнсах пырать. Çут тĕнчене пĕрремĕш ача — Дарья килет, унтан Всеволод çуралать, кăштахран çемьере виççĕмĕш ачан — Ульянăн уçă сасси те янăрама пуçлать. 2018 çулта çемье хăйсем туса лартнă икĕ хутлă çĕнĕ йывăç çурта куçать. Ăна вĕсем «Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» программăпа усă курса хăпартнă. Çĕнĕ çуртра тата тепĕр икĕ ача — Аленăпа Станислав — çуралаççĕ.

«Мăшăрăм виçĕ ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, эпĕ пилĕк ачаран кĕçĕнни пулнă. Пирĕн çемьере те виçĕ ачаран кая мар пулать тесе шутласах пĕрлешнĕ эпир. Анчах Турă ирĕкĕпе халĕ пилĕк ачапа савăнатпăр. 12 çулти Даша, 10-ри Сева, 8-ти Ульяна ялти тĕп шкулта вĕренеççĕ, 4-ри Аленăпа 3-ри Стас ача садне çÿреççĕ», — тет Екатерина Петровна.

Хăй вăл, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕскер, хальхи вăхăтра Г.Е.Его­ров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлет — математика предметне вĕрентет. Анатолий Георгиевич вара — хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, çĕр улми лартса-туса илессипе вăй хурать. Маларахри çулсенче вăл çурçĕрти регионсене ĕçлеме çÿренĕ, анчах çемьерен уйрăм пулни лайăх мар тесе тăван тăрăхрах хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă.

DSC 8822Егоровсен çемйинче пĕршухăшлăх, пĕр-пĕрне пулăшни, пĕр тĕллевпе пурăнни малти вырăнта. Амăшĕпе ашшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ, вĕсен хуш­шинчи туслăх туйăмне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Пĕтĕм çемйипех ăçта та пулин канма тухса çÿресси йăлара вĕсен. Акă, иртнĕ кунсенче Егоровсем çĕр каçмаллах Сĕве шывĕ хĕррине кайса килнĕ. Унта вĕсем вĕрсе хăпартнă кимĕпе ярăннă, пулă тытнă, кăвайт çинче тутлă апат пĕçерсе çинĕ, палаткăра çывăрнă, ирхине хĕвел тухнине кĕтсе илнĕ. Каламасăрах паллă, çак пĕчĕк çулçÿрев ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.

Пулă тытни пирки сăмаха малалла тăсас пулсан, Сева ашшĕпе пулла çÿреме питĕ юратать. Вĕсен килĕнчи пысăк аквариумра та шăпах Сева тытнă карпсем ишсе çÿреççĕ. Апат-çимĕç пĕçерессипе те кăсăкланать арçын ача — пĕр­тăванĕсене туххăмрах икерчĕ пĕçерсе çитерме пултарать. Дашăпа Ульяна вара ÿкерме, велосипедпа ярăнма кăмăллаççĕ, амăшĕпе ашшĕне кил-çуртри ĕçсене пурнăçлама, пĕчĕк Аленăпа Стаса пăхма пулăшаççĕ. Шкулта та вĕсем пурте лайăх паллăсемпе вĕренеççĕ.

Йышлă ача-пăча пăхса ÿстересси çăмăл мар, апат-çимĕç хатĕрлесе кăна мĕн чухлĕ вăхăт иртет. Екатерина Петровна час-часах чустаран тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе çитерет ачисене — пицца, кукăль, сметанник. Çавăн пекех килтех торт тăвассипе кăсăкланать, кашни уяв, çуралнă кун тĕлне торт пĕçерет. Питĕ илемлĕ, тутлă пулаççĕ торчĕсем, лавккарисем айккинче тăччăр. Лавкка чейне те тахçантанпах ĕçмеççĕ Егоров­сем. Кашни çулла тĕрлĕ курăксем пуçтарса типĕтеççĕ, çулталăкĕпех усăллă, техĕмлĕ курăк чейĕпе сăйланаççĕ.

Пилĕк ача çуратнă пулин те Екатерина Петровна хăй те хĕрача пекех яштака. «Хамăра хамăр пăхмалла, хитре курăнассишĕн кăна мар, сывлăхлă пулассишĕн те. Ачасене ÿстерме, ура çине тăратма ашшĕ-амăшне сывлăхĕ те, вăй-халĕ те кирлĕ. Çавăнпа мăшăрăмпа сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатпăр», — тет вăл. Килте те, ĕçре те ĕлкĕрсе пырать Екатерина Петровна, Вăрмар поселокне ĕçе çăмăл автомашинăпа çÿрет. Хăйĕн ĕçне юратать, вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парассишĕн чунне парса ĕçлет. Тĕр­лĕ конкурссене хутшăнма ĕлкĕрет. Сăмахран, кăçал респуб­ликăри «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса «Манăн çемье — манăн пуянлăх» номинацинче хутшăннă. Чечек çитĕнтерессипе те кăсăкланать — тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем илем кÿреççĕ вĕсен килне те, пахчине те.

Вăхăчĕ çитсе пыман чухне Егоровсене Анатолий Георгиевичăн амăшĕпе ашшĕ — Роза Федоровнăпа Георгий Васильевич яланах пулăшма хатĕр. Юратнă мăнукĕсене ача садĕн­чен те кайса илеççĕ, апатне те пĕçерсе çитереççĕ, чун ăшшине те шеллемесĕр парнелеççĕ вĕсене. Вăт çакăн пек туслă çемьере çитĕнет Егоровсен пилĕк ачи. Çемье ăшшине туйни, амăшĕпе ашшĕн ырă тĕслĕхне курни, асламăшĕпе аслашшĕн кăмăл пуянлăхĕпе савăнни вĕсене пурнăçра çул уçса пырасси иккĕлентермест. Унтан ытла мĕн кирлĕ? Çакă вăл чăн-чăн телей.

• Сăнÿкерчĕксем çемье ар­хи­вĕнчен

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика