Чулкас ялĕнче, тен, Вăрмар поселокĕпе çывăхрах пулнăран-и, çумра асфальтлă тĕп çул иртсе пынăран-и, çамрăк çемьесем чылайрах. Вĕсен шутĕнче Елена Анатольевнăпа Игорь Сергеевич Федотовсен тăватă ачаллă çемйи те. Çамрăк çемьере 13 çулти Анна, 11 çулти Ярослав, 6 çулти Рафаил, 10 уйăхри Леон юратура, телейлĕ ачалăх мĕнне туллин туйса çитĕнеççĕ.
Елена хăй Канаш районĕнчи Энтрияль ялĕнче çуралса ÿснĕ, Игорь вара — хамăр районти Энĕшпуçĕнче. Елена Анатольевна нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер кашни ачине тимлĕх, юратупа ăшăлăх парассине мала хурать. Хальлĕхе вăл Леонпа декретлă отпускра килте, çуллахи вăхăтра ытти ачисем те пĕрлех.
Мăшăрĕ Игорь Сергеевич Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă, Вăрмарта «Лидер» суту-илÿ лавккинче мĕн уçăлнăранпах ĕçлет, малтан аслă сутуçă, 2015 çултанпа вара лавкка заведующийĕ. Елена та мăшăрĕпех чылай çул çак суту-илÿ çуртĕнче кассир-операционист пулса ĕçлет. Хăй вăл Канашри педколледжран вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш тата вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнче 6-мĕш курсра заочно вĕренет.
«Малтанах эпĕ виçĕ ачаран кая мар çурататăп тесе шутланăччĕ. Ман аппан 4 ача, шăллăмпа пиччен 3-шер. Халĕ вара пирĕн те 4 ача. Пĕртăвансемпе тăтăшах тĕл пулатпăр, туслă пурăнатпăр. Йышра пурăнма килĕшет мана. Паллах, çумра шанчăклă юратакан мăшăр пулни вăй-хал хушать, вăл манăн çирĕп тыл. Малашнехи плансене пĕр-пĕринпе канашласа, кашнин шухăшне шута илсе палăртатпăр», - каласа парать Елена.
Вунă çула яхăн каялла, акă, тавлашуллă самант та пулнă Федотовсен çемийнче. Ун чухне вĕсем Вăрмар поселокĕнче тара илнĕ хваттерте пурăннă пулнă. Елена çемйипе малашне пурăнма ялта çурт туянасшăн пулнă, мăшăрĕ вара поселокра хваттер туянмалла тенĕ. «Пурпĕрех ÿкĕте кĕртрĕм ялта çурт туянма», - тет кăмăллăн Елена. Çĕнĕ икĕ хутлă, тăррине витнĕ çурт туяннă Федотовсем Чулкас ялĕнче 2013 çулта амăшĕн капиталĕпе усă курса. Шалтине вара йăлтах хăйсем тунă, пурăна киле иккĕмĕш хутне те хута янă. Паянхи кун илемлĕ те капăр, хăтлă хуларинчен кая мар çуртра пурăнаççĕ вĕсем. Пÿрт тавра хăйсен вăйĕпе тимĕр карта тытнă, картишĕнче мунча, сарай, икĕ теплица, шыва кĕмелли пысăк бассейн лартнă. Ачасем валли ватут та туянса хунă иккен, хальлĕхе ăна пуçтарса кăна ĕлкĕреймен эпир пынă вăхăт тĕлне. «Ача укçи илсе тăратпăр вĕт, ăна йăлтах ачамсем, вĕсен аталанăвĕ çине яма тăрăшатпăр», — тет Елена.
Пĕр теплици хăяр, тепри помидор валли, виççĕмĕшне те лартасшăн-ха çамрăксем ачасем валли çĕвĕпе çырла ÿстерме. Пахчара ĕçлеме килĕштерни тÿрех сисĕнет Еленăра, помидор, ытти пахчаçимĕç калчисене те килтех çитĕнтерет вăл. Планĕсем пысăк-ха вĕсен, нумай. «Çапла çĕнĕ çуртра пурăнма пуçласан çулталăка яхăн иртсессĕн Игорь мана тав турĕ хăйне ялта пурăнма ÿкĕте кĕртнĕшĕн, хăй вăхăтĕнче пÿрт туянма шутланишĕн», - пĕлтерчĕ Елена Анатольевна.
Çамрăксене кулленхи пурнăçра Игорь Сергеевичăн ашшĕпе амăшĕ Елена Васильевнăпа Сергей Павлович пулăшсах тăраççĕ.
Канаш район хĕрĕпе Энĕшпуç каччин юратăвĕ мĕнрен пуçланса кайни те кăсăклантарчĕ илĕртÿллĕ, юратуллă мăшăр çине пăхсассăн. Еленăн аппăшĕ те Энĕшпуçне качча тухнă иккен. Аппăшĕ патне хăнана килсен куç хывать те хĕр каччăна, тÿрех килĕштерет. Арçын ачасемпе туслашма юратакан хĕр ытти каччăсемпе футболла выляма çÿренĕ, çавăнта паллашнă та иккĕшĕ. 2006 çулта паллашнă, 2009 çулта — çемье çавăрнă.
Федотовсен аслă хĕрĕ Аня отличница, волейбол, ташă юратать, Чулкас шкул ячĕпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Ярослав 4 тата 5 паллăсемпе вĕренет, футболла выляма юратать, Вăрмарти футбол командин вăйăçи вăл, тĕрлĕ хуласене ăмăртусене çÿрет. Вĕсен дипломсемпе медальсем, грамотăсем чылай. Рафаил пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет, ăна кăçалтан самбо секцине те ярасшăн. Аньăпа Ярослав çавăн пекех шкулта, ялти клубра иртекен мероприятисене хутшăнма кăмăллаççĕ. Рафаил та ача садне çÿренĕ чухне активлăх кăтартнă, Вăрмарти Культура çурчĕн сцени çине пĕрре кăна мар тухнă. Çемйипех ялти культура çуртĕнче иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ, Елена Анатольевнăна час-часах ертсе пыракан пулма шанаççĕ. Чи кĕçĕнни Леон хăйĕн ÿсĕмне кура мар маттур иккен. 5 уйăхра пулнă чухне упаленме, 9 уйăхра утма пуçланă. «Ачасене тĕрлĕ çĕре илсе çÿреме тăрăшатпăр, çутçанталăкпа киленме походсем те йĕркелетпĕр. Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» халалланă мемориал комплексĕнче пулса курнă, акă нумай пулмасть Куславккари «Кайăк вĕçевĕ» сăртлă вырăнта пулса юртăсем арендăласа çĕр каçрăмăр.
Чи кирли ачасем сывă пулни, тĕрĕс-тĕкел çитĕнни, вĕсем телейлĕ, савăнăçлă пуласси пирĕнтен, ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет, çавăнпа та вĕсен малашлăхĕ ăнăçуллă та çутă пултăр тесен пирĕн тăрăшмалла», - теççĕ Игорь Сергеевичпа Елена Анатольевна.
«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.