b1Çемье — çынна шăпа парнелекен чи хаклă пуянлăх. Хăйне çур сăмахранах ăнланакан, йывăр самантра алă пама пултаракан çывăх çын çумра пулни малалла утма хистет. Паллах, ачасемсĕр пурнăç тулли мар, калчасăр уй-хир евĕрех. Ача-пăча пÿрт тултараканĕ, пурнăç илемĕ. Пÿрте ăшăтаканĕ юратупа килĕшÿ. Килĕшÿпе юрату пулсан çемье çирĕп.

b2Кивĕ Вăрмарти Алена Вячеславовнăпа Иван Николаевич Борисовсен çемйинче юратупа ăшăлăхра виçĕ ача çитĕнет. Асли Ника 11 çулта, Артем 9 çулта, Аня 4 çулта. Никăпа Артем ялти шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, Аня Вăрмарти «Родничок» ача сачĕн воспитанникĕ. Шкулта вĕренсе ача садне çÿренисĕр пуçне вĕсем пурте пысăк хавхаланупа кружоксене çÿреççĕ. Тĕрĕсрех каласан, ашшĕпе амăшĕ вĕсене кашни кунах, канмалли кунсемсĕр пуçне, Вăрмарти Спорт шкулне леçеççĕ. Ника волейбол секцине çÿрет, команда йышĕнче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Артем футбол вăййине суйласа илнĕ, пĕчĕк Аньăна ача сачĕ хыççăн аэробика занятийĕсем кĕтеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисем спортпа туслă пулнăшăн савăнаççĕ.

b3Аленăпа Иван иккĕшĕ те пĕр ялта, пĕр шкулта çитĕннĕ. Пĕр-пĕринчен аякра пурăнман. Ĕне çитерме тухмассерен çывăхланса пынă. Çапла 8-мĕш класра чухнех туслашнă вĕсем. Шкултанпах пыракан юратуран 2010 çулта Борисовсен çемйи йĕркеленет. Мăшăрлансан, аслă ачи Ника 8 уйăхра пулнă чухне, Ивана салтака ăсатаççĕ. «Мăшăр салтакра пулнă вăхăтра пĕр кун та анне патĕнче çĕр каçман, йăлтах Ваньăн ашшĕпе амăшĕн килĕнче пурăннă ун чухне», - аса илет Алена Вячеславовна. Паянхи кун вĕсем икĕ хутлă илемлĕ пысăк çуртра пурăнаççĕ, хуçалăх тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Иккĕшĕ те ял пурнăçне кăмăлланăран тăван Кивĕ Вăрмарта ялсен социаллă аталанăвĕпе çыхăннă «Ялти çамрăк специалист» патшалăх программипе усă курса вĕсем хăйсен çурт­не тума шутланă. 2015 çулта чăвашсен ĕлĕкренех пыракан йăли-йĕркине пăхăнса çĕнĕ пÿрт ĕçки туса хăйсен йăвине пурăнма куçаççĕ. Çурт строительствипе çыхăннă чылай ĕçе хăйсен, тăванĕсен вăйĕпе пурнăçланă Борисовсем.

b4Алена Вячеславовна шкул хыççăн Юдинори чукун çулпа транспорт техникумĕнчен вĕренсе тухнă, анчах та чун туртнă профессипе ĕçлес тĕл­левпе Чăваш культура институтĕнче пĕлÿ илсе библиотекарь ĕçне алла илме шутланă. Халĕ вăл Кивĕ Вăрмарти библиотека заведующийĕ, 2013 çултанпа тăрăшать çак должноçре. Кулленхи тивĕçе пурнăçланă май ял халăхĕпе, шкул ачисемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Хăй те, çемйипе те ял, район, респуб­лика шайĕнчи тĕрлĕ мероприя­тисене хутшăнаççĕ.

Алена Вячеславовнăн мăшăрĕ Иван Николаевич Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен агроном специальноçĕпе вĕренсе тухнă. Паянхи кун вăл груз турттармалли машинăпа çынсем патне тĕрлĕ строительство материалĕсем леçессипе ĕçлет.

Борисовсем туслă пурăнаççĕ, çемйипе тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнаççĕ. 2021 çулта вĕсем республика шайĕнче «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăннă. 2022 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Спорт çемйи» фестивале хутшăнса пултаруллă çемье республикăра 3-мĕш призлă вырăн йышăннă.

b5Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ Борисовсем. Кăçал акă вĕсем çемйипе Кама шывĕ хĕрне, Абхазие /хальлĕхе ачисемсĕр\ канма кайнă. Çитес çул ачисене те илсе кайса кăтартасшăн-ха илемлĕ патшалăхпа паллашма.

Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕш­терсе пурăнаççĕ Алена Вячеславовнăпа Иван Николаевич, ачисене пурнăçа, спорта, çутçанталăка, çывăх çынсене юратма, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентеççĕ.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика