photo 2023 10 18 11 52 06Кашни çыншăн пурнăçра чи хакли те чи пĕлтерĕшли — унăн çемйи. Чи малтан — вăл çуралса ÿснĕ çемье, ашшĕпе амăшĕ, пĕртă­ванĕсем. Унтан — хăй çавăрнă çемье, савнă мăшăрĕ, юратнă ачисем.

photo 2023 10 18 11 52 23«Çемьесĕр çын — çимĕç­сĕр йывăç евĕрех», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Туслă та çирĕп çемье — чăн-чăн крепость, пурнăçри йывăрлăхсенчен хÿтĕлекен, тĕрев паракан вырăн. Вăл хăтлăхпа лăпкăлăх туйăмĕ парне­лет, ăшăлăхпа çупăрлать. Çемье пулсан çынна килте яланах хăйне юратакан, ăнланакан, кирлĕ пулсан пулăшма васкакан çывăх çынни­сем кĕ­теç­çĕ.

photo 2023 10 18 11 52 29Пурте пĕлетпĕр, çемьере пĕр-пĕрне юратни малти вырăнта пулмалла. Анчах та çав вăхăтрах пĕри теприне ăнланма пĕлмелле, хисеплемелле, ку е вăл пăтăрмахра çумра пулса ĕçпе е сĕнÿ-канашпа пулăшмалла. Çемьере тăнăçлăхпа килĕшÿ пултăр тесен вăхăта та, хăвна та шеллемелле мар, çывăх çыннусене тимлĕх уйăрмалла, яваплăх туйăмĕпе пурăнмалла.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Татьяна Станиславовнăпа Сергей Николаевич Михайловсен çемйи те юратупа ăнлану çинче никĕсленнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Мăнçыр­ма ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мăн­çыр­мари вăтам шкула пĕтернĕ. Шкул хыççăн Татьяна Станиславовна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, педиатр специальноçне алла илнĕ. 2009 çулта районти тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕнче вăй хума тытăннă. Каярахпа, ятарласа вĕреннĕ хыççăн, ультрасасă диаг­ностикин врачĕнче ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун тĕлне Татьяна Станиславовна — пысăк опытлă специалист. Хăйĕн ĕçне юратать, ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Эпĕ мĕн ачаран сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех медицинăпа кăсăкланаттăм. Аннен виçĕ йăмăкĕ те хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Тен, вĕсенчен те тĕслĕх илтĕм пулĕ», — тет Татьяна Станиславовна.

Сергей Николаевич шкул пĕтерсен çĕршыв умĕнчи ти­вĕçне пурнăçланă, Сывлăш çар вăйĕсенче службăра пулнă. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра васкавлă пулăшу машинин водителĕнче ĕçлет.

Сергей Николаевич Татьяна Станиславовнăран 5 çул аслăрах. Пĕр ялта ÿснĕ май, пĕр-пĕрне ачаранах палланă ĕнтĕ, хĕрпе каччă пек вара вĕсем Татьяна шкул пĕтерсен калаçма пуçланă. «Ун чухнехи çулсенче клубра дискотекăсем ирттересси йăлараччĕ. Çавăн чухне тĕл пулма тытăнтăмăр. 2005 çулта вара туй кĕрлеттерсе çемье çавăртăмăр», — аса илеççĕ Михайловсем.

Çул хыççăн çул сисĕнмесĕр иртет. Паянхи кун тĕлне туслă çемьере 4 ача çитĕнет: 17 çулхи йĕкĕрешсем Виктори­йă­па Наталия, 12 çулхи Екатерина, 4 çулхи Николай.

«Аслă хĕрсемпе йывăр çын пулнă чухне йĕкĕрешсем пулнине пĕлсен шартах сик­рĕм, малтан ĕненес те килмерĕ. Мĕнле пăхмалла, мĕн­ле ÿстермелле тесе кулянтăм, анчах çумра шанчăк­лă мăшăр, çывăх тăвансем пулнипе чиперех çитĕнчĕç», — йăл кулса каласа парать Татьяна Станиславовна.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухнăскерсем, икĕ хĕрĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ, амăшĕ пекех медицина енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Наталия 9 класс хыççăн медицина колледжне çул тытнă, 3-мĕш курс­ра вĕренет. Виктория кăçал 11 класс хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕшĕ те ташлама юратаççĕ, маларахри çулсенче «Надеж­да» фитнес-аэробика ушкăнне çÿренĕ.

Екатерина 6-мĕш класра вĕренет, шкулти волейбол командинче вылять, гитара калама кăмăллать. Пĕчĕк Николай вара «Родничок» ача садне çÿрет.

photo 2023 10 18 11 52 30«Мăшăрăм питĕ ывăл кĕтнĕрен виçĕ хĕр хыççăн тепĕр ача çуратрăмăр. Турă ирĕкĕпе çемьене Коля килчĕ. Халĕ вăл ашшĕн чи шанчăклă та çывăх юлташĕ, уйрăлми тусĕ. Ашшĕ ăçта — ывăлĕ çа­вăнта. Атте-анне, хуняма ялта пурăнаççĕ, çавăнпа эпир пушă вăхăт пулсанах, каникулта, канмалли кунсенче яланах яла васкатпăр. Ĕçлетпĕр, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк пăхатпăр, курăмне хатĕрлетпĕр, çĕр улми лартса илетпĕр тата ытти те. Мăшăрăн хăйĕн трактор пур, вăл яланах руль умĕнче. Коля та унран юлмасть, пĕрле ларса çÿрет. Теттисем хушшинче те унăн пĕтĕмпех пĕчĕк тракторсем», — тет Татьяна Станиславовна.

Ачисемшĕн тăрăшаççĕ Михайлов­сем, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ĕçе хăнăхтараççĕ, кану пирки те манмаççĕ. Çемйипех бассейна çÿреççĕ, хулана аттракционсене кайса килеççĕ, пĕлтĕр Хура тинĕс хĕрринче те каннă.

«Ачасем телейлĕ ÿсчĕр, вĕсен пĕтĕмпех лайăх пулсан — пирĕн те ла­йăх, чунра лăпкă», — палăртаççĕ Татьяна Станиславовнăпа Сергей Николаевич. Анчах та сăмаха вĕçленĕ май çапла калас килет: çемье телейĕ ашшĕпе амăшĕн хушшинчи хутшăнусенчен пуçланать. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕш­терсе, юратса пурăнсан ачисем те телейлĕ лару-тăрура çитĕнеççĕ, пурнăçра ырă енне туртăнаççĕ.

«Çемье – хавхалану çăлкуçĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Проект авторĕ Эвелина Михайлова, кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика