Иртнĕ кунсенче Чупай ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе район шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Ăна Раççей спорт мастерне, Хăюлăх орденĕн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕркеленĕ.

photo 2024 02 20 09 44 53photo 2024 02 20 09 43 48Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ. Малтан ялти шкултан, унтан Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пултаруллă каччă мĕн шкул саккинченех спортпа питĕ туслă пулнă. Тĕрлĕ йышши спорт ăмăртăвĕсенче ăна ÿсĕмсем тума Чупайĕнчи шкулта чылай çул физкультура предметне вĕрентекен Александр Михайлович Ноздрин пулăшса пынă.Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ. Малтан ялти шкултан, унтан Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пултаруллă каччă мĕн шкул саккинченех спортпа питĕ туслă пулнă. Тĕрлĕ йышши спорт ăмăртăвĕсенче ăна ÿсĕмсем тума Чупайĕнчи шкулта чылай çул физкультура предметне вĕрентекен Александр Михайлович Ноздрин пулăшса пынă.Çирĕп вăй-халлă яш кач­чă Хусанти танк училищине вĕренме кĕнĕ. Асăннă училищĕне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулнă. Ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ. Ăна вăл алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне  Владимир Сергеева Хăюлăх орденĕпе наградăланă.Владимир Сергеев паттăра асăнса йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем ирттересси йăлана кĕчĕ. Ăна торжествăлла майпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçнă май, çакна палăртса хăварчĕ:  Владимир Сергеев паттăра асăнса ирттерекен йĕлтĕр ăмăртăвне малашне рес­публика шайĕнче ирттермелле, респуб­ликăри ытти муниципаллă округсенчен те спортăн çак тĕсне юратакансем ытларах пулмалла. «Владимир Сергеев, пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕскер, маншăн ывăл пекех çывăх, унăн тă­ван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр упранĕ, ячĕ ĕмĕр манăçми», - терĕ Василий Викторович.Йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнакансене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зо­рин ăнăçлă старт сунчĕ.«Защитники Отечества» фондăн Вăр­марти уйрăмĕн социаллă  координаторĕ Татьяна Шигильдеева  «Защитники Отечества» фондăн Шупашкарти филиалĕн пуçлăхĕн Елена Зайцеван саламлă çырăвне йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнакансене вуласа пачĕ, пурне те финиша ăнăçлă çитме сунчĕ. Çавăн пекех Хусанти танк училищин преподавателĕ Г.Парфенов, саппас­ри подполковник М.Пук­лаков, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей тата ытти официаллă представительсем те тухса калаçрĕç. IMG 4515Унтан Владимир Сергеева асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Пухăннисем шкул патне  кайса  паттăр ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем  хучĕç.Ăмăртăвăн тĕп суд­йи Александр Михайлович Ноздрин ăмăрту программипе паллаштарчĕ, йĕлтĕр ăмă­р­­тăвĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Чи малтанах старта 2016 çулта çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Вĕсен 500 метрлă дистанцие парăнтармалла пулчĕ. Пурте маттур пулчĕç. Хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна К.Егорова /Пинер/, иккĕмĕшне – К.Кадыро­ва /Чу­пай/, виççĕмĕшне – К.Сорокина /Чупай/ йышăнчĕç.  Арçын ачасенчен пĕрремĕш – А.Ефремов /Пинер/, иккĕмĕш – Я.Павлов /Чулкас/, виççĕмĕш – Р.Димитриев /Чупай/ пулчĕç. 2014-2015 çулсенчи хĕрачасенчен пĕр­ремĕш – В.Данилова /Чупай\, иккĕмĕш – Е.Пет­рова /Тăрмăш/, виççĕмĕш – П.Вавилова /Чупай/ пулчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен пĕрремĕш – А.Васильев   /Чу­пай/, иккĕмĕш – О.Краснов /Çĕрпÿ\, виççĕмĕш – П.Петров  /Чупай/ тухрĕç. 2012-2013 çул­сенчи хĕрачасенчен пĕр­ремĕш вырăна – В.Петрова /Çĕрпÿ/, иккĕмĕшне — Е.Васильева /Чулкас/, виççĕмĕшне — Э.Максимова /Чупай/ йышăнчĕç. Арçын ачасенчен пĕрре­мĕш — С.Чер­нов /Пинер/, иккĕмĕш — А.Краснов /Çĕрпÿ/, виççĕмĕш — А.Крылов /Чупай/ пулчĕç. 2010-2011 çулсенчи хĕрачасенчен пĕрремĕш — Е.Дергунова /Шупашкар/, иккĕмĕш — М.Сереброва /Чупай/, виççĕмĕш — Э.Павлова /Чулкас/ тухрĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш — Н.Петров /Тăрмăш/, иккĕмĕш — А.Нико­лаев /Чупай/, виççĕмĕш — М.Семенов /Çĕрпÿ/ тухрĕç.  2008-2009 çулсенчи хĕрсенчен пĕрремĕш — М.Федорова /Эльпуç/, иккĕмĕшне — С.Егорова /Чу­пай/, виççĕмĕш С.Иванова /Шу­пашкар/ çĕнсе илчĕç. Яшсенчен пĕрремĕш — А.Его­ров /Чупай\, иккĕмĕш — М.Васильев /Чу­пай/, виççĕмĕш — Н.Никифоров /Пысăк Енккасси/ пулчĕç. 2006-2007 çулсенчи хĕрсенчен пĕрремĕш вырăна Ю.Максимова /Эльпуç/, иккĕмĕшне — А.Егорова /Чупай/ йышăнчĕç. Яшсенчен пĕрремĕш — Д.Крылов /Чу­пай/, иккĕмĕш — С.Иванов /Вăрмар/, виççĕмĕш — И.Его­ров /Вăрмар/ пулчĕç.  18-29 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш — А.Васильев /Шупашкар/, иккĕмĕш — Н.Артемьев /Çĕнĕ Мăнтăр/, виççĕмĕш — М.Ни­колаев /Чупай/ пулчĕç. 30-39 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш вырăна — А.Топтыгин /Çĕнĕ Мăнтăр/, иккĕмĕшне — С.Елаков /Чупай/, виççĕмĕшне Е.Ушмарин /Тăрмăш/ тивĕçрĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Л.Скворцова /Патти/ тивĕçрĕ. Арçынсенчен пĕрремĕш — Э.Мясников /Кивĕ Вăрмар/, иккĕмĕш — В.Васильев /Кивĕ Вăрмар/ пулчĕç. 50-59 çулсенчи хĕрарăмсенчен С.Егорова /Кивĕ Вăрмар/ пĕрремĕш пулчĕ. Арçынсенчен пĕрремĕш — В.Федоров /Кивĕ Вăрмар/, иккĕмĕш — А.Петров /Çĕрпÿ/, виççĕмĕш А.Димитриев/Чу­пай/ тухрĕç. 60-69 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕш — В.Агусев /Канаш районĕ/, иккĕмĕш — В.Федоров /Кивĕ Вăрмар/, виççĕмĕш — А.Игнатьев /Канаш районĕ/ пулчĕç. 70 çултан аслăрах арçынсем хушшинче Р. Исаков /Кÿкеç/ çĕнтерчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Владимир Сергеевăн ашшĕпе амăшĕ çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе наг­радăларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç.  Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Енькова Вера Михайловна предприниматель вара парнесемпе тивĕçтернĕ.Палăртма кăмăллă: çÿлерех асăннă йĕлтĕр ăмăртăвне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çак кун юр çуса тăчĕ пулин те йĕлтĕр трассине тасатсах тăчĕç. Çамрăк волонтерсем те пурне те пулăшса пычĕç. Спортсменсен сывлăхне Чупайĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн медицина сестри Светлана Васильева тимлесе тăчĕ. Финиша çитнисене пурне те вĕри чейпе сăйларĕç.Юлашкинчен çакна палăртмалла: çакăн пек пысăк мероприятисем пирĕн округра «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕ шайĕнче йĕркеленсе пыраççĕ. Апла пулсан малашлăхра сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышĕ ÿссе пырса тăван çĕршывăн чăн-чăн паттăрĕсем йышланасса шансах тăратпăр.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика