Кĕркунне, пÿлме тулнă вăхăтра эпир яланах ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне пĕтĕмлететпĕр. Кăçал ăна пирĕн районта октябрĕн 19-мĕшĕнче Арапуçĕнчи культура çуртĕнче 14 сехетре ирттерме палăртнă. Çавна май редакци тĕпелне райадминистраци пуçлăхĕн заместительне — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникне Николай Михайлович НИКОЛАЕВА чĕнтĕмĕр.
- Николай Михайлович, ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал мĕнлерех ÿсĕмсем тунипе хаçат вулаканĕсене паллаштараймăр-ши?
- Тăрăшуллă та ĕçчен, тăван çĕре чунтан парăннисем çеç çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕпе кăçалхи ял хуçалăх тапхăрне тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр.
Пур категориллĕ хуçалăхсенче кăçал пĕтĕмпе 28099 гектар çĕр çинче акса-лартса пухса кĕртрĕмĕр. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакă -100,3%.
Ăнăçлă тупăш илес тĕллевпе 531 тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянтăмăр. Минераллă удобренисемпе апатлантармасăр пысăк тупăш илме май çуккине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та кăçал 1492 тонна минераллă удобрени туяннă, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3,5% ытларах.
Кăçал пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсене шута илсен 16658 гектар çинчен 36,4 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ку енĕпе пирĕн район республикипе шута илсен 6-мĕш вырăнта пырать. Чи пысăк тухăç туса илнисенчен «Свебрата» тулли мар яваплă обществăна палăртмалла, вĕсем пĕр гектар пуçне шутласан 47,2 центнер çапса тĕшĕлерĕç. «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче пĕр гектартан 44,0 центнер пуçтарса илнĕ, çавăн пекех ку енĕпе «Король Мясо» тулли мар яваплă обществăна, «Ямуков Г.Н.», «Алексеев В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ 5567 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вăл районĕпе пухса кĕртнинчен шутласан пĕрре улттăмĕш пайĕ шутланать.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улмине пĕтĕмпе 779 гектар çинче туса илнĕ. Пĕр гектар пуçне шутласан 203,1 центнер пуçтарнă. Çĕр улми туса илессипе районта «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ чи лайăх ĕçлесе пыраканни. Хуçалăхра пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 260 центнер çĕр улми тухнă. Ку енĕпе «Арманов В.К.», «Иванова О.А.», «Петров Е.Н.», «Мучукова И.Н.», «Сергеев В.М.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене палăртмалла.
Пахча-çимĕçе районта 24 гектар çĕр çинче çитĕнтернĕ, пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 253,8 центнер тухăç илнĕ.
Хăмлана районта 30 гектар йышăнакан плантацире «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество çитĕнтернĕ. Пĕр гектар пуçне 15,2 центнер татса тирпейленĕ. Пĕтĕмпе 456 центнер тухăç илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 1,3% ытларах. Хăмла плантацине те вĕсем анлăлатсах пыраççĕ. Кăçал вĕсем Раççейре ирттернĕ агропромышленноç выставкинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.
Пысăк тухăç илес тесен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. 2018 çулхи январь уйăхĕ тĕлне 6474 гектар пушă выртакан çĕр пулнă, вĕсенчен кăçал 2590 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă пулнă, çав шутран хальлĕхе 937 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе «Свебрата» тата «Король Мясо» тулли мар яваплă обществăсем, «Михайлов А.В.», «Мартынов Н.Н.», «Петров Е.Н.», «Мучуков В.П.», «Петров С.Н.», «Смирнов А.В.» тата ытти хресчен-фермер хуçалăхĕсене лайăх ĕçленине палăртмалла.
Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 5003 гектар çинче акса хăварнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 124,8%.
Ял хуçалăх отраслĕ выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе тÿреммĕнех çыхăннă. Мĕн акса-лартса илнине пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх витĕр кăларса тупăш илес тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа та вĕсен йышне çулсеренех хушăнтарсах пырас тетпĕр. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕтĕмпе 19% процент ÿснĕ, 1481 пуçа çитнĕ. Аш-какай туса илесси 102,4%, сĕт суса илесси 17,5 % ÿснĕ. Ку енĕпе «Иванов В.А.», «Иванов Н.А.», «Константинова Г.В.» «Ильина А.Н.», «Михайлов А.В.», «Петров С.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
Иртнĕ çул «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ «Хресчен-фермер хуçалăхĕнче çемье фермине 2015-2017 çулсенче аталантарас» ятарлă ведомствăлла программăна хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнине палăртма кăмăллă. Паянхи кун хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытмалли ферма тăвас ĕç пырать. Çавăн пекех Энĕшпуçĕнчи «Иванов В.О.» çамрăк хресчен-фермер хуçалăхĕ «Чăваш Республикинче фермер ĕçне пуçăнакан» ятарлă программăна хутшăнса 3 миллион тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Халĕ кунта çак суммăпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем тăвас тапхăр пырать.
Районта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илессине ÿстерес тата çынсене валли ĕç вырăнĕ туса парас енĕпе палăртнă инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Çиçтĕпери «Павлова Е.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче хăйсен укçи-тенкипе100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма хута янă. Халĕ çамрăк выльăхсем илме палăртаççĕ.
Чăрăшçырма ялĕнчи «Николаев А.В.» çамрăк фермер 25 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх вите тума тытăннă.
Мĕн ĕçлесе пысăк тупăш илни унта тăрăшакансем ĕç укçи илнинче палăрать. 2018 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕç укçи 16573 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 11,2% процент ытларах пулать. Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕр тикĕссĕн аталанса пынинче ветеринари работникĕсен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать.Тĕрлĕ чир-чĕрсене вăхăтра сирсе ярассипе тăрăшаççĕ те ĕнтĕ районти ветеринари ĕçченĕсем.
Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса кăçал хальхи йышши 53,9 миллион тенкĕлĕх хальхи йышши 28 техника единици туяннă. Кунта «Свебрата», «Вăтам Энĕш» , «АгроРесурссы» тулли мар яваплă обществăсем тата «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ тăрăшуллă ĕçленине палăртмалла.
Районти тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем те кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Акă, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество тата районти обществăлла апатлану предприятийĕ хăйсем туса кăларнă продукципе халăха тивĕçтерес енĕпе вăй хураççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 46-42 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă.
Ялсенче ĕçлесе пурăнакансене пур условисем те туса парассипе тĕрлĕ майсем шыратпăр. Ку енĕпе «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял территорийĕсене çирĕп аталантарас» федераллă программăна пурнăçлассипе нумай ĕçсем туса пыратпăр. Ытларах çамрăк специалистсене валли тата çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тесе тăрăшатпăр. Ку енĕпе 2018 çулта 2085,9 пин тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 625,221 пин тенкипе усă курнă. Обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе вырăнти пуçарулăхпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. 2018 çулта пуçаруллă бюджет программăна пирĕн районта 13 ял тăрăхĕ хутшăннă. Кунта урамсене электричество çути, килсене газ, шыв кĕртессипе нумай ĕçленĕ. Çул-йĕр тăвасси те çак программăпах пулса пырать. Ял хуçалăхĕнче пĕр ĕçне вĕçлесен тепри тупăнсах тăрать. Вăл хисеплĕ те çăмăл мар ĕç.
Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе пурне те саламласа малашлăх тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама сывлăх, телей сунатăп. Ĕçре çитĕнÿсем, çемьере тăнăçлăх пултăр. Çут шанăç малтан мала çул кăтартса пытăр.
Пурне те уява чĕнетпĕр.
А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.