Салтаксен çемйисене – тимлĕх

LВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ятарлă çар операцине хутшăнакансен çем­йи­сене пулăшассипе координаци цент­рĕ ĕçлет.

Соцработниксем çар операцине хутшăнакан салтаксен чи çывăх çыннисемпе килĕсенче тĕл пулса калаçаççĕ, федераци, регион, муниципалитет шайĕнче вĕсене пырса тивекен мĕн­лерех социаллă пулăшу мерисемпе çăмăллăхсем пурри çинчен ăнлантарса параççĕ. Акă çар операцине хутшăнакан пĕр салтакăн арăмĕпе тĕл пулса ăна консультативлă пулăшу кÿнĕ: çар ĕçĕсен ветеранĕсене паракан тÿлев­сене илесси, хытă коммуналлă каяшсемпе усă курнăшăн тÿлессине çĕнĕрен шутлаттарасси.

Çавăн пекех Шăплат ялĕнче пурăнакан салтак амăшĕпе Людмила Смирновăпа /ÿкерчĕк çинче/ тĕл пулса калаçнă, социаллă пулăшу мерисем çинчен ăнлантарнă, буклетсем панă. Унăн ывăлĕ СВО-ра.

Мобильлĕ бригадăн специалисчĕсем СВО участникĕсен çемйисен членĕсене социаллă пулăшу кÿреççĕ. Салтакăн ашшĕ ăна медицина учрежденийĕнчен киле илсе çитерме пулăшу ыйтнă. Координаци центрĕн ĕçченĕсем хăвăрт çак ыйтăва йышăннă, çынна киле илсе çитернĕ.

«Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен çемйисене уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ паянхи кун. Эпир те май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр», - теççĕ координаци цент­рĕн специалисчĕсем Надежда Скворцова тата Алина Иванова.

Инвалид ачасене — тимлĕх

PВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта çемьене тата ачасене пулăшу кÿмелли уйрăмра «Килти микрореабилитаци цент­рĕ» проект пурнăçланать. Çак проект валли «Ачасене пулăшу кÿмелли фондран» йывăр лару-тăрури ачасем валли грант пулăшăвĕ уйăрнă. Ку проект шайĕнче инвалид ачасене тата сывлăх енчен хавшак ачасене çитĕнтерекен çемьесемпе реабилитаци ĕçĕсен комплексне пурнăçлаççĕ. Проект шайĕнче килти условисенче медицина пулăшăвĕ кÿресси, социаллă, психологипе педагогика реабилитацийĕ ирттересси, консультацисем парасси. Унсăр пуçне ачасен ашшĕ-амăшне реабилитацилемелли тата аталантармалли оборудованипе усă курма, килти условисенче ачасене аталантармалли методикăна вĕрентеççĕ. Çемьесемпе реабилитаци ĕçĕсем ирттермелли занятисен шутне, вăхăтне ятарласа малтанах хатĕрлесе хураççĕ.

«Сывлăх енчен хавшак ачасем — уйрăмах тимлĕх тата пулăшу ыйтакан ачасем, вĕсемпе ытларах ĕçлемелле», — палăртать реабилитаци ĕçĕн специалисчĕ Даша Хованская.

Паянхи кун «Килти микрореабилитаци центрĕ» проект­па килĕшÿллĕн Вăрмар ок­ру­гĕн­чи сывлăх енчен хавшак ачасене, инвалид ачасене реабилитаци енĕпе ĕçлекен специалист, психолог, дефектолог, логопед, çемьепе ĕçлекен специалист, сывату физкультурин инструкторĕ ĕçлеççĕ. Ачана еплерех пулăшу кирлине кура комплекслă центрта ятарлă ушкăн йĕркелеççĕ те ун патне киле тухса çÿреççĕ. Хальхи вăхăтра Вăрмар муниципаллă округĕнчи 26 çемьери 27 ачана пулăшу кÿреççĕ социаллă пулăшу ĕçченĕсем.

Татьяна ГРИГОРЬЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр директорĕн заместителĕ 

Наркомани — хăрушă чир

Июнĕн 17-23-мĕшĕсенче наркотиклĕ япаласемпе усă курнине профилактикăламалли эрне иртет.

Наркомани — хăрушă чир. Наркотике пĕр хут тутансанах унăн авăрне лекме пулать, унран хăтăлма вара çăмăл мар.

Наркотикпе туслашнă çыннăн пурнăçĕ кулленхи хăрушлăха çаврăнать. Çын хăйĕн тивĕçĕсем, туйăмĕсем пирки манать, мĕскĕнленет, çынлăха çухатать. Самантлăх киленÿ гепатит, ВИЧ-инфекци, ытти чирсем патне илсе çитерет, сывлăх хавшасах пырать. Наркоманипе чирлĕ çыннăн организмĕ дозăна ÿстерсех пыма ыйтать. Çывăх çын наркомани чирĕн серепине лекнине мĕнле пĕлмелле, мĕнле сисмелле-ха? Наркотик тыткăнне çак­ланнă çыннăн кăмăл-туйăмĕ, сăн-сăпачĕ, тыткаларăшĕ улшăнать. Ашшĕ-амăшне сисчĕвлентермелли сăлтавсем — килтен укçа, хаклă япаласем çухални, ача час-часах уроксене сиктерни. Çамрăксене сăнасах тăмалла. Алă-ура çинче укол тунă паллăсем курсан, ачан япалисем хушшинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем курсан тăхтаса тăмасăрах нарколог патне çул тытмалла.

Наркомани чирĕнчен аякра тăрас тесен сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла, спортпа туслă пулмалла, ачасене ырă тĕслĕх кăтартмалла.

Елена ЭВЕРСКОВА, Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-нарколог кабинечĕн медицина сестри.

 

Сывлăха упрăр!

Эпир пурте питĕ лайăх ăнланатпăр: алкоголь тата çын сывлăхĕ — пĕр-пĕринпе нимĕн­ле те килĕшсе тăма пултарайман ăнлавсем. Эрех-сăра юна лексенех çын ÿсĕрĕлме пуçлать. Вар-хырăмăн лăймаки ăша янă алкоголĕн 90 процентне туртса илет. Алкоголь тĕп нерв тытăмне пĕтерет, нерв кĕлеткисен ăшне кĕрсе вĕсен ĕçне улăштарать. Эрех-сăрапа аташакан кашни иккĕмĕш çыннăн чĕрепе юн тытăмĕ пăсăлни палăрать. Усал шĕвексем хырăмай парне /поджелудочная железа\, пĕвере, вар-хырăма, апат пыр­не /пищевод\ пĕтереççĕ. Пуринчен ытла çыннăн пуç мимийĕ аптăрать. Алкоголь юнри эритроцитсене пĕр-пĕринпе çыпăçтарть, çакна пула вара тромбсем пулаççĕ. Унсăр пуçне эрех ĕçекенсен тĕрлĕ ÿт чирĕсем те аталанаççĕ, çакă организм интоксикациленнипе тата апат ирĕлтересси пăсăлнипе çыхăннă. Спиртлă шĕвексене тăтăшах ĕçсе тăни вăя, иммунитета чакарать. Этанола пула пур орган та вăйсăрланать, çакна кура чир лексен те организмшăн пысăк хăрушлăх килсе тухма пултарать. Шăнса пăсăлсан е гриппа чирлесен организма çак чирсене хирĕç кĕрешме йывăр. Тăтăшах эрех ĕçекенсене пневмони, туберкулез е урăх йывăр чир лексен вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.

Ученăйсем çирĕплетнĕ тă­рăх, 100 грамм шурă эрех /вод­ка\ пуç миминчи 8000 клеткă­на пĕтерет. Çакна кура пуç мими калăпăшĕпе пĕчĕкленсе пырать. Ÿсĕр çын йывăррăн шухăшлать, йышăнусем тума пултараймасть.

Алкоголь савăнтарать, нап­ряжение чакарать теççĕ. Чăнах та, пысăк мар дозăсем ахаль чух чĕмсĕртерех çынсен кăмăлне хăпартаççĕ. Алкоголь вар-хырăмран юна лексен чи малтаанх нерв тытăмĕн центрĕн клеткисем çине витĕм кÿрет, вĕсен параличĕ патне илсе çитерет. Çавăнпа та эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен çын хăйне хăй контроллеймест, ытлашши калаçма, хăйĕнпе хăй мухтанма пуçлать, çăмăлттайла ĕçсем тума пултарать. Эрех-сăра напряжение чакармасть, стреса вăйлатать кăна. Çакна та нау­кăпа çирĕплетнĕ.

«Кавказра сахал градуслă хĕрлĕ эрех ĕçеççĕ, çавăнпа нумай пурăнаççĕ», - çакăн пек каланине нумайăшĕ илтнĕ ĕн­тĕ. Тĕрĕссипе вара нумай çул пурăнакансене Кавказăн виçĕ вырăнĕнче кăна пуррине палăртнă: Азербайджан тăвĕ­сенче, Дагестанăн кăнтăр енче тата Абхазире. Эрех ĕçнипе нимĕнле те çыхăнса тăмасть çакă. «Апат-çимĕç нумай çи­мен, хĕрлĕ эрех пурнăç тăрш­шĕпех ĕçсе курман, вăл мĕн тути каланине те пĕл­местĕп», - çапла калать 100 çултан иртнĕ чылай абхазец.

Нумайăшĕ сăра е хĕрлĕ эрех, шурă эрехпе тата коньяк­па танлаштарсан, çав териех сиенлĕ мар тесе шутлаççĕ. Çын организмĕшĕн сăрапа шурă эрех мар, вĕсен составне кĕрекен этил спирчĕ сиенлĕ. Сăрапа хĕрлĕ эрех те шурă эрехпе тата коньякпа танах алкоголизм чирне яраççĕ.

Тухтăрсем арçынсене 20 грамран ытла мар спиртлă шĕвек ĕçме сĕнеççĕ. Ку доза 30 мл шурă эрехпе, 100 мл хĕрлĕ эрехпе, 300 мл сăрапа танлашать. Хĕрарăмсем­шĕн доза 10 грамран иртмелле мар, ку вăл 15 мл шурă эрех, 50 мл хĕрлĕ эрех е 150 мл сăра. Алкогольлĕ шĕвексене эрнере виçĕ хутчен ытла ăша яма юрамасть. Мĕн хĕтĕртет-ха çынсене эрех-сă­ра ĕçме? Тишкерÿ тăрăх «йăлтах начар» чухне. Малтанах шутласа пăхăр, тепĕр кунне ирхине мухмăр аптăратать, куç айĕ­сем шыçăнаççĕ. Кирлĕ-и çак терт? Е тата савăннипе. Ĕçмесен савăнăç сахалланать-и? Экзаменра илнĕ «пиллĕк» паллă «иккĕ» пулса лармасть вĕт е çĕнĕ хваттер шалаш пулса тăмасть. Ывăнса çитсен ĕçесси. Çакă пулăшать. Пĕрре, иккĕ, нумай-нумай хутчен. Эрехсĕр вуçех те канайми пуличченех.

Упрăр хăвăрăн сывлăха! Эрех ан ĕçĕр! Урă пулни – чи лайăх парне, хамăр валли те, ыттисемшĕн те.

Марина АФАНАСЬЕВА, Вăрмарти тĕп больницăн УЗИ кабинетĕнчи медицина сестри.

 

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика