IMG 9445Июнĕн 8-мĕшĕнче Вăрмарсем чăваш халăхĕн чи паллă наци уявĕсенчен пĕрне — Акатуй кĕрлеттерсе ирттерчĕç. Кашни çулах вăл тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ пултарулăхпа палăракан çынсене, сумлă хăнасене пĕр çĕре пуçтарать.

IMG 9212«Акатуй-2024» мероприятине Раç­çейре Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинче Экологи культурипе çутçанталăка перекетлемелли çулталăка халалланă. Ик­­кĕмĕш çул вăл Вăрмарти Культу­рăпа кану паркĕнче иртрĕ, халăх йышлă пуçтарăнчĕ пысăк уява. Ирпе ирех паркра унта та кунта уява йĕр­келесе ирттерекенсем хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Суту-илÿ па­латкисем икĕ ретпе вырнаçрĕç, вĕ­сен çумĕпе Вăрмар округĕнчи территори пайĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштаракан экспозицисем умне йыхравларĕç. Картинăсем, карçынккасем, çыхнă теттесем, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă япаласем, тĕрленĕ пит шăллисем, йывăçран тунă илемлĕ япаласем. Килте вĕретнĕ сăрапа, çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç ял тăрăхĕсен çыннисем сумлă хăнасене. Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн ĕçченĕсем ачасем валли интереслĕ мастер-классем йĕркелесе ирттерчĕç. Парка хирĕç — Ленин урамĕпе Вăрмар округĕнчи фермерсен мăнаçлă, хальхи йышши техникине курава тăратнă.

IMG 9361Паркра кăçал уяв кунне пĕрре­мĕш хутчен «Битва бензопил» конкурс ирттерчĕç. Тĕрĕссипе ăна пĕр кун маларах пуçларĕç. Конкурсантсем бензопăчкăпа кашни пĕрер кÿлепе касса кăларчĕç. Кунĕпех тăрăшрĕç виççĕнтен. Кăнтăрла иртсен каç енне вара çĕнтерÿçĕне палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăнта тăмана кÿлепине касса кăларса Кĕтеснер çынни, Чулкасри вăтам шкул директорĕ Альберт Ларионов пулчĕ. Ăна дипломпа тата сертификатпа наградăларĕç. Мероприяти Вăрмар муниципаллă округĕн Хисеплĕ гражданинĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, паллă ентешĕмĕрсем, территори пайĕ­сенче вăй хуракансем утнипе тăсăлчĕ. Округри 16 территори па­йĕн представителĕсем черетпе умлă хыçлă хире-хирĕç икĕ ретĕн тăрса тухрĕç. Уява пухăннисене уйрăмах хореографи сюитине курма кăсăк­лă пулчĕ, халăх йышлă пуçтарăнчĕ ăна пăхма. Симĕс тĕслĕ çулçăллă хурăн тураттисене тытнă, тĕрлĕ тĕс­лĕ илемлĕ тум тăхăннă хĕрарăмсен ташшийĕ, хусканăвĕсем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Ун хыççăн ачасен флешмобĕ иртрĕ. Культура ĕçченĕсем çав вăхăтра сцена çине хăпарса пĕрлештернĕ пысăк хора пухăнчĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-ту­йăмпа хавхалануллă юрăсем шă­рантарчĕç.

IMG 9645Акатуй уявĕн торжествăлла пайне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçрĕ, район çыннисемпе хăнисене кăçалхи çураки ĕçĕсене вăхăтра, ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ. Çак уяв çĕре юратакан тата хисеплекен, хăйсен ĕçĕпе çакна çулран çул çирĕп­летсе пыракан çынсен уявĕ пулнине палăртрĕ Василий Викторович. Унсăр пуçне вăл ял хуçалăхĕнче кăна мар, округри пур отрасльте вăй хуракансен уявĕ те пулнине каларĕ. Акатуй ячĕпе ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов саламларĕ, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вăрмарсен ячĕпе çырнă саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Уяв кунĕнче, паллах, çурхи ака-суха ĕçĕсенче палăрнă ĕçченсене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе наградăларĕç. Пĕрин хыççăн тепри районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем сцена çине хăпарчĕç, хăшĕсем темиçешер хутчен те. Чи малтанах Иванов Владимир Анатольевич ерт­се пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕн чи шанчăклă ĕçченĕсем — Николай Иванович Васильев тата Василий Николаевич Петров /ÿкерчĕк çинче\ механизаторсем чыслава тивĕçрĕç. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин АПК аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн вĕсене иккĕшне те ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Вĕсем хыççăнах «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Алексей Петрович Виноградов тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тата Чăваш Республикин АПК аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР Ял хуçалăх министрĕн Тавне тивĕçрĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата 80 çулхи юбилей ячĕпе шашка енĕпе СССР спорт мас­терĕ Николай Иванович Дмитриев ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Тав çырăвне илчĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Екатерина Николаевна Ивановăна Чă­ваш Республикин 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программи ша­йĕн­че ипотекăпа пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне малтанхи взносне тÿлеме ирĕк паракан сертификат пачĕç. Вăрмарсене Ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе Чăваш Республикин Патша­лăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин саламларĕç, Вăрмар округĕн çыннисене чысларĕç. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Кĕлкешри территори пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Анна Александровна Козерова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Вăрмар муниципаллă округĕн экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ерт­се пыракан специалист-экспертне Галина Юрьевна Волостновăна ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе, Чăваш Рес­публикинчи шашка спорчĕн аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тата çитĕнекен спорт­сменсене воспитани парассипе тухăçлă ĕленĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕ­пе Николай Иванович Дмит­риева чысланă. Çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн общест­вăпа политика пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн Пысăк Енккассинчи территори па­йĕнче ертсе пыракан специа­лист-эксперт пулса вăй хуракан Раиса Васильевна Иванова, Кĕлкешри территори пайĕн начальникĕ Олег Степанович Кузьмин тата Чулкасри вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Елена Петровна Федорова «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

IMG 9173Çĕр ĕçченĕсене малалла чыслама сцена çине Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата унăн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов хăпарчĕç. Пĕр пин ытла гектар çĕр çинче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерекен фермерсем хушшинче кăçалхи 5 уйăхри кăтартусемпе пĕрремĕш вырăна «Ямуков Г.Н.» хречен-фермер хуçалăхĕ йышăнчĕ. «Иванов В.А.» хресчен-фермер ху­çалăхĕ — иккĕмĕш, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество — виççĕмĕш вырăнсене. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕр пин гектартан сахалрах çĕрсемпе чи тухăçлăн усă куракан хуçалăхсем хушшинче «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн коллективĕ пĕр­ремĕш степеньлĕ Диплома илчĕ. Иккĕмĕш степеньлĕ Дип­лома «Сарабай» тулли мар яваплă общество тивĕçрĕ /руководителĕ Анатолий Витальевич Ульянов\. Виççĕмĕш степеньлĕ Диплома «Дмит­риев А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн коллективĕ йышăнчĕ. «Ака чемпионĕ — 2024» ята кăçалхи Акатуйра «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторне Василий Николаевич Петрова пама йышăннă. Ял хуçалăх культурисене 1800 гектар çинче акса хăварнă вăл. «Çĕр хатĕр­лессипе чемпион — 2024» ята пĕлтĕрхи пекех «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Николай Иванович Васильев тивĕçрĕ. Вăл 1500 гектар çĕре хатĕрленĕ. Аш-какай производствипе те, сĕт суса илессипе те Владимир Анатольевич Ивановăн хуçалăхĕ, коллективĕ пĕрремĕш степеньлĕ Дипломсене илчĕ. «Чи лайăх доярка» ята тивĕçекенĕ те çак хуçалăхрах нумай çул вăй хуракан Венера Юрьевна Максимова пулчĕ. Чыслав чылайччен тăсăлчĕ. Вăрмар ок­ругĕнчи çăмăл промышленноçри, производствăри, обществăлла апатлану тытăмĕнчи тата ытти сферăри ĕçченсем, руководительсем наг­радăллă пулчĕç. Çавăн пекех сцена çине ятарлă çар операцине хутшăнакансем те хăпарчĕç, отпуска килнĕскерсем. Вĕсем Вăрмар округĕн туслă халăхне салтаксене йывăр вăхăтра пулăшсах тăнăшăн тав турĕç. Çар операцине хутшăнакан ентешсене тылран чи активлă пулăшу кÿрекенсене те чысларĕç. Вăрмар округĕн халăхне уяв ячĕпе ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн Председателĕ Юрий Иванов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Чăвашпотребсоюзăн правлени председателĕн заместителĕ Ирина Яшмолкина, «Росгосстрах» компанин Вăрмарти уйрăмĕн руководителĕ Анатолий Васильев, «Ингосстрах» компанин Вăрмарти офисĕн директорĕ Ирина Алексеева саламларĕç. Кăçалхи Акатуйра тата тепĕр çĕнĕлĕх пулчĕ, Вăрмар округĕн пикисем хушшинче «Мисс Акатуй-2024» конкурс иртрĕ. Унта 7 хĕр хутшăнчĕ. Икĕ тĕрлĕ тупăшура конкурсантсем хăйсемпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Юрлама, ташлама, ăсран пăхмасăр калама пĕлнипе палăрчĕç. Конкурсантсене 6 тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Мăнçырма ялĕнчи илĕртÿллĕ Кристина Данилова вара çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен замес­тителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов хĕрсене пурне те саламласа парнесемпе чысларĕç. Çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсем те чечек çыххисемпе савăнтарчĕç.

IMG 9677Паллах Акатуйра чи кăсăкли, халăха пĕр çĕре йышлă пухаканни — наци кĕрешĕвĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем кĕрешрĕç. Паттăрсене йĕри-тавра хавхалантарса тăчĕç юлташĕсем, пĕлĕшĕсем. Тавлашуллă самантсем те пулчĕç, вĕсене татса пама кĕрешнине видео та ÿкерсе пычĕç. Чăнах та, çивĕч иртрĕ тупăшу. Финала иккĕнтен тухрĕç — Тикашран Дмит­рий Ильин тата Чулкасран Дмитрий Михайлов. Юлашки вăйĕсемпе кĕрешрĕç арçынсем. Çав-çавах та Дмитрий Михайлов çĕнтерчĕ, тĕп парнене – такана тивĕçрĕ. Финала тухнă икĕ паттăрне те юлташĕсем пĕрле пуçтарăнса çÿлелле çĕклерĕç. Çакă вĕсем енчен саламланине пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Каçхине вара паркра чă­ваш эстрада артисчĕсен концерчĕ иртрĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика