Ватă Çынсем валли — ятарлă пÿлĕм

proekt2Ватă çынсене пăхасси тăванĕсенчен нумай вăй-хал тата вăхăт ыйтать. Чылай чухне çакă ватă çыннăн çывăх çыннисене ывăнтарсах çитерет е депрессие те яма пултарать.

Ватăсене, инвалидсене кулленхи пурнăçра çын пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухать час-часах. Çак тĕллевпе «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Передышка» проект пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — çемьери ватă çынсене пăхакан тăванĕсене, инвалидноçа пула хăйсене хăйсем пăхайман çынсене пулăшасси. Мĕнле пулăшу çинчен сăмах пырать-ха? Яланах çын пулăшăвĕ кирлĕ ватăсене тата инвалидсене вĕсен тăванĕсем епле те пулин сăлтава пула пăхайман чухне вăхăтлăха социаллă пулăшăвăн стационар уйрăмне вырнаçтарма пулать. Тĕслĕхрен, ватă çынна пăхаканăн командировкăна каймалла е чирленĕ пулсан, е çывăх çыннисем пачах та çук пулсан. Пăхакан çынсăр пурăнайман çакăн пек категорири граждансем валли комплекслă центрăн хăтлăх условийĕсене лайăхлатнă ятарлă пÿлĕм пур. Çак пÿлĕме хăйсене хăйсем пăхайман граждансене 7 кунран пуçласа 6 уйăх таранччен йышăнма пултараççĕ.

Ку пулăшăва илме малтанах гражданинăн е унăн тă­ва­нĕн заявлени çырмалла, документсен пакечĕпе тивĕçтермелле. Хăтлăх условийĕсене лайăхлатнă пÿлĕме выр­наçтарса социаллă пулăшу кÿме хатĕрри çинчен е май килменни пирки заявленине регистрациленĕ хыççăн икĕ ĕç кунĕ хушшинче учреждени директорĕ татса парать. Заявитель учрежденине вырнаçсан унпа çак пÿлĕмре кÿрекен социаллă пулăшăва илмешкĕн килĕшÿ йĕркелеççĕ.

«Передышка» проект ша­йĕнче хăтлăх условийĕсене лайăхлатнă пÿлĕмре тÿлевлĕ майпа талăкĕпех пăхса тăраççĕ. Пÿлĕмре мĕн кирли йăлтах пур: меллĕ краватьпе çумри тумба, сĕтел, пукан, çыннăн япалисене вырнаçтармалли шкап.

Тĕплĕрех те туллирех информацие пĕлес тесессĕн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центра пырса ыйтмалла.

Жанна ДМИТРИЕВА,

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр директорĕ

Кăмăл-туйăма çĕклеме, сывлăха çирĕплетме — «Сиплĕхлĕ йога»

Аслă ÿсĕмри çынсен активлăхне упраса хăварма йога пулăшать.

proekt12021 çултанпа Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн стационар уйрăмĕнче ватă çынсемпе сусăрсем валли «Сип­лĕхлĕ йога» проект пурнăçланать.

«Йога – аслă ÿсĕмри граждансене тата сывлăх енчен хавшак çынсене кулленхи йывăрлăхсене, тепĕр майлă каласан стреса, чăтса ирттерсе пурнăçпа туллин киленсе пурăнма май паракан занятисен комплексĕ. Проекта хутшăнакансем пĕр-пĕрне лайăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ, хăйсене аванрах туйма пуçлаççĕ, çавăнпа та йога сеансĕсене хутшăнас текенсем хушăнсах пыраççĕ», - тет Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр директорĕн заместителĕ Татьяна Григорьева.

Çул хыççăн çул хушăнса пынă май çынсен активлăхĕ чакса пырать. 60-65 çул валли мышцăсен вăйĕ, авăнма пултарни, организмăн реакци хăвăртлăхĕ, çыннăн чăтăмлăх шайĕ 20-30 процент чакаççĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ чир-чĕр аталанма пуçлать: юн пусăмĕ хăпарать, артрит, артроз, ăс-тăн мăкалать тата ытти те. Вĕсем пурте çыннăн пурнăç пахалăхĕн шайне чакараканĕсем. Çавăнпа та тĕлĕнмелли çук — аслă ÿсĕмри çынсен депрессин тĕрлĕ формисем аталанма пуçлаççĕ. Телее, ватлăхпа пĕрле килекен чылай негатива чакарма пулать.

Комплекслă центрта «Сывă пурнăç йĕрки» клуб ĕçленĕ май кунта тĕрĕс апатлану, йога сеансĕсене йĕркелессипе лекцисем иртеççĕ.

proekt3Йога – физкультурăпа ăс-хакăл практикине пĕрлештерсе тăракан авалхи искусство тĕсĕ. Ушкăнпа иртекен занятисем кăмăл тăвакансем валли пуриншĕн те эрнере пĕр хутчен клуб ĕçĕн планĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Занятисене хутшăнакансен йышĕн­че урапаллă креслăпа çÿрекенсем те пур. 2021-2023 çулсенчи тапхăрта çак практикăна хутшăнакансен йышĕ 103 çынпа танлашнă, çак шутра аслă ÿсĕмри тата сывлăх енчен хавшак çынсем. Занятисене социаллă центрăн ĕçченĕсем ирттереççĕ. Хăнăхтарусене пуçăниччен малтанах пÿлĕме уçăлтараççĕ, йога тумалли пĕчĕк кавирсем сарса тухаççĕ. «Сиплĕхлĕ йога» занятисен сеансĕсене хутшăнас текенсен йышĕ нумайлансах пырать. Çак проекта хутшăнакансем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, хутшăнаççĕ, лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланаççĕ. Йога занятийĕсем чăннипех те ырă витĕм кÿнине хăйсем çинче туйса илсе çĕнĕ çынсене явăçтараççĕ. Тăтăшах сеанссене хутшăнакансем хăйсене лайăхрах туйма пуçланине, ыйхă, ăс-тăн та аванланнине палăртаççĕ.

Палăртма кăмăллă: Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр Пĕтĕм Раççейри активлă вăрăм ĕмĕрĕн чи лайăх практикисене суйласа илессипе «Сиплĕхлĕ йога» проектпа 2023 çулхи кăтартусемпе финалист дипломне тивĕçнĕ.

Специалист канашĕсем

Çын тĕрлĕ чире пула пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсене илес пулсан инсульт виççĕмĕш вырăн йышăнать. Вăл çапса хуçасран сыхланса чи малтанах пурнăçа тĕрĕс йĕркелемелле.

Инсульт — пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлни. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ юн тымарĕ татăлса кайса пуç мимин тĕртĕмне юн кайнипе çыхăннă. Иккĕмĕшĕ пуç миминчи юн тымарĕнчи юн кĕвĕлсе хытнăран пулать. Çавна май çак артери юнпа тивĕçтерсе тăнă лаптăк кислород илеймесĕр вилет. Инсульт чăтса ирттернисен 20 проценчĕ çеç малтанхи ĕçе таврăнаять, нумайăшне ыттисен пулăшăвĕ ĕмĕр тăрш­шĕпех кирлĕ. Инсульт гипертоние тата атеросклероза пула аптăратать.

Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Мĕншĕн тесен юн пусăмĕ пысăкланни инсульта аталантарас хăрушлăха ÿстерет. Çавăнпа юн пусăмне эрнере пĕр хутчен те пулин виçмелле. Вăл нормăран |140|90-ран| час-часах пысăкрах тăк тухтăр патне каймаллах. Юн пусăмне тĕрĕслесе тăни инсульт пулассине 50 процент таран чакарать. Холестерин виçине пăхмалла. Инсульт чылай чухне пуç миминчи артерисем пĕрĕннĕрен е холестерин тĕввисемпе хупланнăран пулать. Вĕсем сахалрах пулччăр тесен тĕрĕс апатланмалла. Кунсерен рациона улма-çырла, пахча çимĕç, тĕрлĕ пăтă, сĕт юр-варĕ кĕрт­мелле. Эрнере икĕ-виçĕ кун пулă çимелле. Кунне 5 грамран ытла тăвар ăша ямалла мар. Апат-çимĕçре холестерин виçи пысăк-и? Унашкаллинчен те пăрăнмалла.

Кĕлетке йывăрăшне уямалла. Тулли кĕлеткеллисене юн пусăмĕ ÿсни, сахăр диабечĕ аптăратаççĕ. Çавна май чĕрен мышцине те йывăр килет. Çавăнпа кĕлетке йывăрăшне чакарни — инсультран сыхланмалли пĕрремĕш мелсенчен пĕри. Час-часах хускалмалла. Хускану кĕлетке йывăрăшне чакарма та, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатма та, стреса ирттерме те пулăшать. Стреса чăтса ирттерме вĕренмелле. Вĕчĕрхеннĕ чухне чĕре хыттăнрах тапать, юн пусăмĕ ÿсет. Çав вăхăтрах юн тымарĕсене инсульт патне илсе çитерекен йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Паллах, пурнăç тарăхмасăр-кулянмасăр пулмасть, анчах нерва перекетлемелле, ун пек лару-тăрăва тĕрĕс йышăнса ирттерсе ямалла. Пирусран, эрех-сăраран писмелле. «Хаяр» шĕвек инсульт пулас хăрушлăха ÿстерет. Пирус туртакансен атеросклероз пулать, вăл вара юн пусăмне ÿстерет, тромба аталантарать. Тухтăр патĕнче тĕрĕсленмелле, диспансеризаци тухмалла.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри общество сывлăхĕн, медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика