photo 2024 07 02 08 39 11«Вăрмарти ĕçлĕ аннесем»

«Раççей ĕçĕ» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕн­че çавнашкал ятлă клуб уçнă.

Унăн пĕрремĕш ларăвне ĕç шыракан 9 хĕрарăм тата ĕç сĕнекен 3 ертÿçĕ хутшăннă. Клуба пынисенчен пĕри, икĕ ача амăшĕ Наталья Яковлева, калаçу хыççăн ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хуралçа вĕренме çырăннă, тепри страхлакан агент вакансийĕпе кăсăкланнă.

Пĕр хушă ĕçсĕр çÿренĕ Татьяна Миронова пĕлтĕр­хи октябрь уйăхĕнче карьера консультанчĕ пулăшнипе «Демографи» нацпроектпа килĕшÿллĕн хушма пĕлÿ илмелли программăпа экскурсовода вĕренме çырăннă, ноябрь уйăхĕнче ЧР Экономика аталанă­вĕн министерстви йĕркеленĕ аттестаци витĕр тухнă, халĕ хăйĕн бизнесне аталантарать. Татьяна ĕçсĕррисене округра йĕркеленĕ экскурси маршручĕсемпе паллаштарнă, хĕрарăмсене сувенир — брелок — парнеленĕ.

Ларура округри клуб тытăмĕн учрежденийĕн, страхлакан обществăн вакансийĕсемпе паллаштарнă.

— Хĕрарăмсемшĕн тĕлпулу усăллă иртрĕ, - пĕлтернĕ Вăрмарти культура çурчĕн директорĕ Алена Саминова. — Пирĕн те вакансисем пур, ĕçе вырнаçма сĕнтĕм. Культура çурчĕн художникĕ Ирина Данилова чăваш тĕррине эрешлеме вĕрентрĕ.

«Раççей ĕçĕн» Вăрмарти уйрăмĕ çĕнĕ специальноçсене алла илме пулăшать. Сăмахран, кăçал «Демографи» нацпроектпа килĕшÿллĕн округри 10 çын тепĕр профессие алла илме хатĕрленет.

— Ĕçпе тивĕçтерекен центр çумĕнчи кадрсен клубĕнче тĕрлĕ профессипе вĕрентнине илтрĕм, - каласа кăтартрĕ «Водоканал» обществăн юрисчĕ Ирина Молостовкина. — Карьера консультанчĕ Людмила Мишина çĕнĕ ĕç вырăнĕ шыраса тупмашкăн заявлени çырма пулăшрĕ. Эпĕ малашне бухгалтерта ĕçлесшĕн, çав профессие алла илме тĕллев тытрăм. Мана РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççейри халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академине «Бухгалтер учечĕ тата налук хурасси» специальноçа вĕренме йышăннине пĕлтерсен питĕ савăнтăм. Юрист ĕçне пурнăçланипе пĕрлех хушма пĕлÿ илĕп.

Стреспа кĕрешекен çын йĕркерен тухмасть

Пурнăç кăлтăрмач пек çаврăнать, çавна май çын ялан васкать, таçта та çитме тăрăшать. Вăхăт çитменнипе пăшăрханать, тарăхать. Кулленхи стреса пула иммун тытăмĕ хавшать, ыйхă килми пулать, пуç ыратать, тĕрлĕ чир-чĕр аталанать. Япăххине манас тесе хăшĕ-пĕри пирус туртма, эрех сыпма тытăнать. Усал йăла тыткăнне лекес мар тесен мĕн тумалла — кун пирки республикăри общество сыв­лăхĕн, медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн тух­тăрĕ Елена ЕГОРОВА каласа кăтартрĕ:

— Чун сывă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çыннăн ту­йăм ирĕклĕхĕнчен хăтăлма пĕлмелле, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхмалла, ыйтусем сиксе тухсан кулянса ÿкмелле мар. Стреспа кĕрешме пултаракан çын килте те, ĕçре те, общество вырăнĕнче те йĕркерен тухмасть.

Ăс-пуç ялан сывă пултăр тесен ĕçпе кану вăхăтне пăхăнмалла. Талăкра 7-8 сехет çывăрмалла, пĕр вăхăтра выртса тăмалла. Тĕрĕс апатланмалла: рационта улма-çырла, пахча çимĕç, юр-вар, пулă ытларах пулмалла. Çуллă, маринадланă, ăшаланă, чустаран хатĕрленĕ апата, пылак çимĕçсене, консервсене сахалрах çимелле.

Спортпа туслашни вырăнлă. Ирхи зарядка кăмăл-туйăма çĕклет, ÿт-пĕве тĕреклетет. Куллен ытларах хускану туни çан-çурăмшăн та, ăс-пуçшăн та питĕ усăллă. Спорт залне çÿрени хуйха-суйха манма пулăшать. Урамра, паркра уçăлса çÿреме вăхăт тупмалла.

Çывăх çынсемпе, юлташсемпе тĕл пулса калаçни хавхалану кÿрет. Вĕсене ăшри шухăшсене пĕлтерни лăпланма пулăшать.

Чун киленĕçĕ — музыка итлени, юрлани, ташлани, кĕнеке вулани — канăçлăх кÿрет.

Телевизорпа кăтартакан «йывăр» передачăсене ан пăхăр, социаллă сетьсенче сахалрах ларма тăрăшăр — вĕсем те чун сывлăхне сиенлетме пултараççĕ.

Пур япалана та çывăха илмелле мар. Кашнинчех лайăххине курма тăрăшмалла.

Наркомани – хăрушă чир

Наркомани — паянхи обществăн чи йывăр ыйтă­вĕсенчен пĕри шутланать. Наркотиксем çыннăн нерв тытăмне пăсса ăна пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсем пурте çыннăн пуç миминче пулса иртекен хими процесĕсене хутшăнса вĕсен ĕçне улăштараççĕ, çын ÿлĕм­рен çак психоактивлă хутăшсемсĕр пурăнайми туса хураççĕ. Наркомани — яланах черетлĕ доза ыйтакан хăрушă чир. Çак чирĕн тĕп паллисем: наркотиксене хăнăхса кайни, организм кашнинчех дозăна ÿстерме ыйтни, черетлĕ доза çук пулсан чăтайми пуличчен тертленни, вырăсла каласан «ломка». Ача организмĕ наркотиксене питĕ хăвăрт хăнăхать.Çавăнпа наркотиксемпе усă курнине вăхăтра курма тăрăшмалла, ачасемпе кирек хăçан та тимлĕ пулмалла. Çак наркăмăшпа усă куракан ачан психики, кăмăлĕ улшăнать, вăл апат начар çиет. Наркомани чирне профилактикăласси çемьерен пуçланмалла. Тĕп вырăнта — ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ. Аслисем сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Аслисем час-часах ачисене итлемесĕр, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленмесĕр пысăк йăнăш тăваççĕ. Ача йăнăш турĕ пулсан ăна ытларах чухне тÿрех айăплаççĕ, тĕрĕссипе вара чи малтанах çак йăнăша еплерех тÿрлетме май пурри çинчен ăнлантармалла ашшĕпе амăшĕн. Çапла вара çитĕнсе пынă май çула çитмен çамрăк хăйне айăп­лассинчен шикленсе йывăрлăхĕсем çинчен ашшĕ-амăшне сахалрах каласа памалла тесе пĕтĕмлетÿ тă­вать. Анчах та йывăрлăхĕсем ниçта та çухалмаççĕ вĕт ачан. Çак йывăрлăхсемпе вăл юлташĕсем патне çул тытать, юрать-ха, юлташĕсем лайăх пулсан, енчен те ун пек пулмасан вара? Çавăнпа та наркомани чирĕнчен асăрханасси — ачана хисепленинчен, унăн интересĕсемпе кăсăкланнинчен, çемьере пĕр-пĕринпе уççăн калаçнинчен пуçланать.

О.ИВАНОВА, Вăрмарти тĕп больницăн ача-пăча консультацийĕн медицина сестри

Банана кашни кун çиме тăрăшмалла

Банан — тутлă та усăллă çимĕç. Унра организмшăн паха япаласем нумай, çав шутра калий, клетчатка, С тата В6 витаминсем. Шăпах çавăнпа банан чи пахалăхлă продуктсен йышĕнче тăваттăмĕш вырăнта. Икĕ бананра 900 мг калий, 54 г углеводсем, 2 г апат-çимĕç клетчатки, 28 г сахăр, 6 г белок. Пĕтĕмпе 210 ккал.

Калий организмри пур клеткăсен ĕçне йĕркелеме кирлĕ. Вăл чĕре тапнине, юн пусăмне, юнри сахăр шайне йĕркелет. Кунне çынна 3,500-4.700 мг калий кирлĕ. Çак кăтартăва илес пулсан икĕ банан çини пĕр кунхи нормăн тăваттăмĕш пайĕ пулать.

Банан рак мăкăлĕсем пулассине чакарма пулăшать. Вĕсем канцерогенлă япаласен сиенлĕ витĕмĕн­чен сыхлакан С витаминпа пуян, унсăр пуçне бананри клетчатка апат-çимĕç ирĕлтерекен тытăмне шайлашура тытса рак чирĕ пулас хăрушлăха чакарать.

Банан чĕрешĕн те усăллă. Вăл чĕрене лайăх ĕçлеме пулăшакан натрийпе калий хушшинчи шайлашулăха тытса тăма пулăшать. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, калие çителĕклĕ чухлĕ ăша яракансем хăйсене ишеми чирĕнчен хÿтĕлеççĕ. Бананри клетчатка тата С, В6 витаминсем чĕре ритмĕн вăйне тытса тăма пулăшаççĕ.

Ку продукта пылак çиес килнĕ чухне çиме усăллă. Бананри сахăр сывлăхшăн сиенлĕ мар, вăл клетчаткăпа пĕрле пулнăран апат-çимĕç ирĕлтерес процеса вăрахлатать, çавăнпа та юнри сахăр шайĕ тăруках ÿссе каймасть.

Çавăнпа та кашни кун банан çиесси — тутлă кăна мар, организмшăн та усăллă. Çак çимĕç пире кирлĕ чухлĕ калийпе тивĕçтерет, рак чирĕ пулассине чакарать, чĕрене сывă тытма пулăшать, пылак çиес килнине пусарать.

Ф.ПРОВОРОВА,

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн санитарипе гигиена лабораторийĕн фельдшер-лаборанчĕ

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика