Тĕп тĕллев — çемьесемпе ачасене пулăшасси

poxodТуслă çемье, телейлĕ ачасем, çирĕп кил-çурт, тăнăç пурнăç — ку вăл кашни çыншăн чи пĕлтерĕшли, чи хакли. Анчах пурăнан пурнăçра темĕн те пулса иртет, кун-çул сукмакĕ яланах такăр теме çук. Хăш чухне çемьен çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкесси те пулать, вара ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те хĕн кураççĕ: е укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, е ашшĕ-амăшĕ кукăр çулпа кайса ачисем пирки манса каять, çемьере хевтесĕр ача çут тĕнчене килсен вара ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕ пачах тепĕр майлă çаврăнса ларать...

Йывăрлăхра вĕсем юнашар

Кун пек чухне çемьене те, ачасене те пулăшу, тĕрев кирлĕ. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центр çумĕнче шăпах та çак тĕл­левпе çемьепе ачасене пулăшакан уй­рăм ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ Вăрмар округĕнчи çемьесемпе ачасен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе, вĕсен социаллă пурнăçне тата пурлăх лару-тăрăвне лайăхлатассипе, психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă, çавăн пекех кунта стацио­нар ĕçне те йĕркеленĕ.

Ăнăçсăр çемьесене тупса палăртса вĕсене пулăшу кÿресси, сусăр ачасемлĕ çемьесемпе ĕçлесси, çул çитмен ачасене патриотла воспитани парасси, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси, ачасем йĕркене пăсассине тата асăрхавсăр çÿрессине, наркотиксемпе çыхланассине профилактикăласси, вĕсене ĕçе хăнăхтарасси — çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмăн ĕçченĕсен умĕнче çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ задачăсем тăраççĕ.

shÇемьепе ачасене пулăшакан уйрăмăн ĕçĕ-хĕлне Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн директорĕ Жанна Дмитриева йĕркелесе пырать. Заведующи пулса кунта Ираида Николаева вăй хурать. Унсăр пуçне уйрăм ĕçĕ-хĕлне социаллă ĕçе пурнăçлакан 2 специалист, çемьепе ĕçлекен 6 специалист, психолог, реа­билитаци ĕçне пурнăçлакан специалист, 2 социаллă работник, 2 няня, 2 повар тата рабочи тивĕçтереççĕ.

Вăрмарти çемьепе ачасене пулăшакан уйрăм çулсерен çул çитмен 2700-е яхăн ачана, 1300-е яхăн çемьене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет. 2023 çулта уйрăмăн талăкĕпех ĕçлекен ушкăнĕнче çул çитмен 129 ачана реабилитаци мероприятийĕсемпе тивĕçтернĕ, уйрăмăн кăнтăрлахи ушкăнĕнче — 80 ачана, сыв­лăха çирĕплетмелли лагерьте — 145 ачана.

Рейдсем ирттереççĕ

sportПаянхи кун тĕлне çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмра 1379 çемье учетра тăрать /вĕ­сенче 3460 ача çитĕнет/, çав шутра 44 çемье социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕскерсем /вĕсенче — 94 ача/.

2024 çулхи 1-мĕш çур çулта социаллă йывăр лару-тăрури 4 çемьене учета тăратнă /вĕсенче 8 ача çитĕнет/, 7 çемьене /вĕ­сенче 16 ача\ учетран кăлар­нă. Социаллă йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе ĕçленĕ май çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмра регулярлă патронаж ĕçне йĕркеленĕ. Уйрăм сотрудникĕсем çул çитмен ачасем асăрхавсăр çÿрессине тата право йĕркине пăсассине профилактикăлакан органсемпе, вĕрентÿ, медицина учрежденийĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. 2023 çулта рейдсем ирттерсе тата социаллă патронаж ĕçне пурнăçласа вĕсем çемьесенче 536 хутчен пулнă. 2024 çулта вара — 82 хутчен пулса 379 çемьери лару-тăрăва тĕпченĕ /вĕсенче 745 ача çитĕнет/. Патронаж вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕпе ачасене тĕрĕс воспитани парассипе консультацисем, калаçусем ирттереççĕ, информациллĕ буклетсемпе, памяткăсемпе тивĕçтереççĕ тата ытти те.

Каникул вăхăтĕнче

Каникулсем вăхăтĕнче ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Çак тапхăрта аслисем вĕсене хăш чухне асăрхаса та ĕлкĕреймеççĕ, çавăнпа çул çитмен ачасем право йĕркине ан пăсчăр, асăрхавсăр ан çÿреччĕр тесе, ачасене кирлĕ пĕлÿпе тивĕçтерес, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕллевпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă, ăнăçсăр çемьесенчи ачасен канăвне усăллă йĕркелесси мала тухать. Çавна май çемьепе ачасене пулăшакан уйрăм çумĕнче çуркунне, кĕркунне тата хĕлле сывлăха çирĕплетмелли лагерĕн кăнтăрлахи сменисем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне çулсерен çуллахи каникулта сывлăха çирĕплетмелли кăнтăрлахи лагерь хăйĕн ĕçне пурнăçлать. 2023 çулта 145 ача лагерьте канса сывлăхне çирĕплетнĕ.

trud2024 çулта та çуллахи лагерь, «Хаваслă хĕвелсем» ятлăскер, ачасене хапăл туса йышăнать. Ачасен канăвĕ усăллă та кăсăклă пултăр тесе учреждени ĕçченĕсем вĕсене валли экскурсисем, походсем йĕркелесе ирттереççĕ, бассейна, кинотеатра, библио­текăна тата интереслĕ ытти вырăнсене илсе çÿреççĕ. Шăпах çак кунсенче кунта 3-мĕш смена уçăлчĕ. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен 10 çулти Костя кашни çуллахи каникултах çемьепе ачасене пулăшакан уйрăм çумĕнчи лагерьте канса сывлăхне çирĕплетет. «Мана кунти лагерьте питĕ килĕшет. Эпир интереслĕ вырăнсенче пулса куратпăр, вылятпăр, канатпăр. Лагерьте ĕçлекенсем те пурте ырă кăмăллă», — тет вăл.

Çавăн пекех çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмра сусăр ачасене, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи, опекăри ачасене сывлăха çирĕплетмелли хула тулашĕнчи лагерьсенче канма та путевкăсемпе тивĕçтереççĕ. Кăçал 39 ачана путевка панă.

Сусăр ачасене – тимлĕх

Сусăр, хевтесĕр ачасемпе те ĕç­леççĕ çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмра, вĕсен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. «Эпир пĕрле» программа шайĕнче çемьесене тухса çÿресе ачасемпе вĕсен килĕсенче тĕл пулаççĕ, аталантаракан занятисем ирттереççĕ. 2023 çулта 27 ачапа 62 заняти ирттернĕ.

Палăртмалла, 2023 çулта Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕ йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондăн грантне тивĕçнĕ, грант укçипе /вăл 2 244 480 тенкĕпе танлашнă\ «Хĕвеллĕ ачасем» килти микрореабилитаци центрĕ» проект хатĕрлесе унăн ĕçне йĕркеленĕ. Вăл пурнăçланнă май Вăрмар округĕнче пурăнакан 26 çемьери 27 сусăр тата хевтесĕр ачана реабилитаци мероприятийĕсемпе тивĕçтереççĕ.

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика