Перлехре вай

«Пĕрлĕхре – вăй!» — тенĕ ваттисем. Питĕ тĕрĕс. Пурнăç çулĕ тăрăх утса курнă çын тĕрĕс мар сăмах калас çук. Эпир, краеведсемпе çыру ĕçĕсенче вăй хуракансем, лайăх ăнланатпăр çакна. Çавна пулах хамăр район музейĕнче тĕл пулсах тăратпăр, – ахаль калаçма мар, чылай ĕçсене пĕрле сÿтсе явмалла-çке. Пирĕнтен хăшĕ те пулин пысăк ĕç тунă хыççăн – саламласси те йăлана кĕнĕ.

Хальхинче пуян çын патĕнче пухăнтăмăр эпир. Анчах та, çак çын «мулне» хапсăнакан ан пултăр тесе, тÿрех калатăп. Пуянлахĕ унăн — перекет кассине укçа хывмалли кĕнеке çинче мар, тин çеç пичетленсе тухнă кĕнекере! Пурнăç кĕнеки темелле ăна, çакăнпа питĕ пуян вăл! Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕскер, çитĕнсе çитсе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тем тĕрлĕ пысăк вырăнсенче те хăйĕн ăсталăхне кăртса курнă. Паллаштарам-ха… Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕ Иванов Анатолий Иванович çинчен сăмах пырать кунта. Халĕ ытларах çыру ĕçĕнче вăй хураканскерне Анатолий Хум теме хăнăхнă эпир. Учитель ачи пулнипех пуль, ашшĕ йĕрĕпе кайнă вăл. Учитель ĕçĕ çапла çав. Пĕлÿпе тăрăшăвĕ унăн – хăйне валли туртмалли мар, çынна памалли! Çапла çыннăн çеç пурлăхĕ пысăк усăллă. Çухалмасть те, иксĕлмест те вăл, тепĕр çын çине куçни татах та ÿссе вăйланса пырать. Пурнăç çулĕ тăрăх тĕрĕс утакан çын ытларах çавăншăн тăрăшать-çке!!! Чунне парса ĕçлет теççĕ çапла çынсем пирки. Анатолий Иванович шăпах та çак çынсенчен пĕри! Ун кĕнекинчи хуть те хăш страницине уçса вуласан та килĕшме пулать çакăнпа. «Мана валли çырнă», «Ман çинчен кунта!» теме юрать. Ырлăх пĕрремĕш вырăнта тăрать ун пуçĕнче. Çак енпе те вăл пĕччен мар, ытти çынсем çинчен ырăпа кăтартса пыни калать çакна. Акă мĕнле çырать вăл Кĕтеснерĕн мухтавлă ывăлне халалланă йĕркесенче.

     Ан тив! Пире вăл мул памарĕ,

     Асфальт хывмарĕ ял патне.

     Пире вăл урăхла чысларĕ,

      Çĕклерĕ Кĕтеснер ятне!

Ял чысĕ илемлĕх витĕр лайăх курăнать. Кунта вара Анатолийăн мăшăрĕ, Надежда Андреевна, пĕрле пулни куç çинче. Вĕсен пÿрчĕ умĕнче – лапкăшĕпех чечек пахчи! Ун умĕнчи сеткăпа тытнă карта çук пекех туйăнать. Çавăнпа та çак чечек тĕнчи ял илемĕн шутне кĕрет. Чечексĕр вырăн тупаймăн ку хуçалăхра: кил картинче те, пÿрт хыçĕнчи пысăк пахчара та типтерлĕ вырнаçнă вĕсем. Йăрансемпе юнашар пахча вĕçне çитиех тăсăлаççĕ.

Ку енче куç умне çут çанталăк илемĕ те тухать; Улăхра Кăпшар çырми, ун урлă каçсан тÿрех вăрман пуçланать.

    « Мĕнле хитре, мĕнле пуян вăрман.

     Кун пек илемлех курайман нихăçан», — тесе çырать ун пирки пирĕн поэт. Пурин çинчен те чуна савăнтармалли сăмах пур унăн, çын курманнине те курма пĕлет тата. Илемлĕхе художниксем сăрă урлă кăтартса параççĕ пулсан, Анатолий Хум ăна ытарлă сăмахсемпе ыталать.

Творчествари çынсен пурин те хушма ят пур. Анатолий хăйне валли «Хум» ят илнине питĕ ăнланмалла. Хум ăшĕнче пурăнатпăр эпир темелле, тем тĕрли те пулать вăл, курасса – шыв хумне çеç куратпăр. Илемлĕхĕпе те, вăйĕпе те питĕ пуян. Кашни куç хупса илнĕçемĕн улшăнса тăрать — акă мĕнлерех вăл! Алăпа тытса курайман ăна, анчах та пысăк шыв çине кĕрсен унти хумсем çинче сăпкари пек ярăнма пулать. Хумăн пултарулăхĕ питĕ нумай енлĕ. Ун умĕнче нимĕнле чару та пулас çук. Анатолий Хум та çапла, çавăнпа вăл çын умĕнче çÿллĕ шайра! Калаçура чи малтан чĕлхе илемлĕхĕ туртать ун патне, вăл çырнине вулама пуçласан – пуянлăх тĕнчине чăматăн. Çапла пулнипех, шкул çуртĕнче вырнаçнă ял музейне кĕрсен те курма пулать çак хисеплĕ çын ĕçĕсене. Пĕчĕк çынпа пĕчĕк ĕç тăвать-и? Пысăк çынпа – пысăк ĕç-и? – Пурин умĕнче те хисеплĕ çын пулса тăрать вăл. «Пĕрлĕхре – вăй!» — тесе пуçланнăччĕ çак калаçу. Çакнах – пысăк пуянлăх тени те тĕрĕс пулĕ. Вĕсен çумĕнче çирĕп сывлăх пултăр çеç! Тем пулсан та анаталла анмалла ан пултăр.

Юрий ПЕТРОВ Сантус-Ара, Чăваш писателĕсен союзĕн правлени пайташĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика