IMG 3500Ял хуçалăхĕнче пилĕк авмасăр пĕр ĕç те пулмасть. Кашни килограмм тырăшăн, аш-какайшăн тата ытти ĕçсемшĕн те тар тăкмалла. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем аталанма тытăннăранпа вăхăт чылай пулчĕ. Вăй илме патшалăх пулăшса пырсан та ял хуçалăх ĕçĕнче йывăрлăхсем нумай тухса тăраççĕ. Вĕсене çĕнтерсе, ума лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе çирĕппĕн малалла каякансем кăна ĕçлесе тупăш илме пултараççĕ. Кун йышшисем пирĕн районта та чылай. Паян вĕсенчен пĕринпе «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасшăн.

Эпир Тикаш ялне çи­тнĕ çĕре хуçалăх пуçлăхĕ Н.Ива­нов, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, райадминистрацинче иртекен депутатсен ларăвне çул тытнă. Хă­йĕн ĕçне йĕркелесе пынипе пĕрлех район шайĕнче татса паракан ыйтусене сÿтсе явнă çĕре те хутшăнмалла ĕçлĕ руководителĕн. Хуçалăх ĕçĕ çирĕп те шанчăклă çынсенче тесе калас килет. Мĕншĕн тесен эпĕ вĕсен фермине çитнĕ вăхăтра Н.Ивановăн икĕ ывăлĕ - Иванпа Андрей - выльăх-чĕрлĕхе апатлантаратчĕç. Ĕç-хĕл пирки калаçса кайнă май, вĕсен хальхи тĕп тĕллевĕ витери выльăха ăнăçлă хĕл каçарасси пулни палăрчĕ. Ку енĕпе вĕсен чăрмавсем пулмалла мар, мĕншĕн тесен утă-улăмне çителĕклех хатĕр­ленĕ. Ферма çывăхĕнче темиçе вакунлă пуйăс пекех курăнса ларать пысăк тюк купи. Иван Николаевичпа Андрей Николаевич Ивановсем ял хуçалăхĕнче çĕнĕ çын­сем мар, вĕсем мĕн ачаранах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçе хăнăхса çитĕннĕскерсем. Вĕсемшĕн пĕр ĕç те ют мар, тытнă та тунă. Вĕсен тĕс­лĕх илмелли çыннисем юнашарах çÿреççĕ, ашшĕпе пĕр тăванĕсем пурте ĕçлĕхлĕ çынсем.

Хуçалăхра 650 гектар çĕр çинче акса лартса илеççĕ. Вĕсенчен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 500 гектар çинче çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ, 60 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем, 40 гектар çинче пĕр çул çитĕнекен курăксем.

Ивановсем паянхи кунпа лăп­ланса лармаççĕ, тăтăшах çĕннине пурнăçа кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Сăмахран, ывăлĕ Андрей ĕçпе вĕренĕве çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче строительство факультетĕнче заочнăй майпа пĕлÿ пухать. Ывăлĕсем ашшĕн ĕçне малалла тăсакансем тесе çирĕплетсех калама пулать. Ивановсем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ, тĕллевĕсем те анлă, хальлĕхе вĕсене вăрттăнлăхра тытаççĕ-ха, вулакансене пĕлтересшĕнех пулмарĕç.

Хресчен-фермер пуçлăхĕ Н.Ива­нов 2017 çулта «Семейная живодноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Паянхи куна хуçалăхра 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли ферма тума пуçланă. Хĕллехи сивĕ çанталăка пула кунти ĕç хальлĕхе чарăнса ларнă-ха. Çанталăк ăшăтсанах ĕç малалла кайĕ. Грантпа тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса ял хуçалăх техники, тырă авăртса выльăх апачĕ хатĕрлемелли оборудовани туяннă тата 40 пуç мăйракаллă шултра çамрăк выльăх илсе килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне хуçалăхра кăштах сурăхсем те пур. Кăçалхи 10 уйăхра 22,7 тонна аш-какай туса илсе сутма пултарнă вĕсем. Çак кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2 хут нумайрах.

Ÿркенменнисем ĕçсĕр лармаççĕ. Вĕсене нимĕнле хут ĕçĕсем те — грант, лизинг, кредит тата ытти те — хăратаймаççĕ. Пурне те çĕнтерме пултараççĕ. Апла пулсан Ивановсене ăнăçу сунмалли кăна юлать.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика