Тавралăх шап-шурă юрпа витĕннĕ, уй-хир – шăплăхра. Çак вăхăтра витесенчи выльăх-чĕрлĕх кăна сасă парса таврана хускатать. Хĕллехи кунсене еплерех чăтса ирттереççĕ-ха вĕсем? Хÿтлĕхре тăраççĕ-и, выльăх апачĕ çителĕклĕ-и текен ыйтупа кăсăкланса Кивĕ Вĕренер ялĕнчи Ю.Иванов хресчен-фермер хуçалăхне çитсе куртăм. Эпĕ вĕсен хуçалăхне çитесси пирки пĕлтерсен вăл мана кĕтме ял вĕçне тухса тăнă. Хĕллехи кунсенче çул-йĕрĕ те чаплах мар та – пĕлес те çук.
Ялти тĕп урамран тарăн çырма урлă каçсан тепĕр енче вырнаçнă А.Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен урам. Пĕчĕк кĕпер урлă каçсан вĕсен килне çитме, шел пулин те, качака сукмаккипе утма тиврĕ. Эпир пынă вăхăтра çулне тасатманччĕ. «Урам ял вĕçĕнче ларнăран пулĕ, тасатса кайсанах çил-тăманĕ вĕçтерсе лартать. Ĕнесене сусан сĕт пуçтарса çÿрекенсем патне тухма та йывăртарах çав. Çуллахи кунсенче те çак ыйтăвах пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен икĕ урама уйăракан кĕпере çуран çÿрекенсем валли кăна хывма вăй çитрĕ», - тет Юрий Геннадьевич хуçалăхĕ еннелле утнă май.
Çак ялтах çуралса ÿссе, кунтах тĕпленнĕ фермер. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Мăшăрĕ Марина Леонидовна – Кавал хĕрĕ пулнă. Юрий - Анна Васильевнăпа Геннадий Иванович Ивановсен йышлă çемйинче çитĕннĕ. Кĕçĕнни пулнă май ялтан тухса кайма нихăçан та шутламан вăл. Унăн мăшăрĕ Марина Леонидовна Кавалти Надежда Федотовнăпа Леонид Михайлович Русановсен çемйинче çитĕннĕ.
Халĕ Ивановсен хăйсен виçĕ ывăл. Асли – Станислав техникумран вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче менеджерта вăй хурать. Балтикăри Тинĕс пехотинче службăра пулнă. 2011 çулта Мускавра кашни çулах Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене хисеплесе ирттерекен парада та хутшăнма тивĕçлĕ пулнă Кивĕ Вĕренер каччи. Çакă ахальтен мар, мĕнпе те пулин палăрнă ĕнтĕ вăл. Тепĕр ывăлĕ, Владислав, çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă та халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни вара – Максим. Вăл Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта виççĕмĕш класра пĕлÿ пухать. Хăй пĕчĕк пулин те ĕç çумне çыпăçать, ÿркенмест. Яланах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. «Аслисем килте пулнă вăхăтра ĕçлеме çăмăлтарахчĕ, пулăшатчĕç. Халĕ веçех хамăра тивет», - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.
Фермер ĕçне Ивановсем 2011 çулта пуçăннă. Халĕ вĕсен хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем пĕтĕмпе 23 пуç, çав шутран сăвакан 2 ĕне, 60 пуçа яхăн сурăхсем, 30 сурăхĕ пăранлаканнисем. Выльăх апатне хĕл каçмалăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра кунне вăтамран 50 литр сĕт суса илеççĕ.1 литр сĕт хакĕ - 18 тенкĕпе танлашать. Сĕте йÿнĕ хакпа туяннишĕн хăйсем кăмăлсăррине пĕлтереççĕ. «Тар юхтарса туса илнĕ сĕтĕн пĕр витрине пĕр пачка пирус хакĕпе сутас килмест паллах», - тет Юрий Геннадьевич пăшăрханса. Сĕт хакĕ ÿссен сăвакан ĕнесен йышне те ÿстерессине палăртаççĕ вĕсем.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн канмалли кун та, уяв та çук. Çил-тăманĕ алхассан та, шалкăм çумăр çусан та выльăха тăрантармалла, тасатмалла. Йывăрлăха парăнма хăнăхман Ивановсем çитес çул сурăхсене усрамалли вите туса лартасшăн, ытти тĕллевĕсене пĕтĕмпех уçса памарĕç, вăрттăнлăхра тытаççĕ пулас.
«Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă», - текен ваттисен каларăш килĕшÿллĕн пурăнакан Ивановсем выльăх йыш çумне йыш хушса малаллах ăнтăлаççĕ.
А.НИКОЛАЕВА.