Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене те чысларĕç.
Район стипендиачĕсен шу- тĕнче вĕренекенсем кăна мар, районта ĕçлесе пурăнакан çамрăксем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри вăл Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Анатольевна Степанова пулчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин аллинчен стипендиат пулнине ĕнентерекен свидетельствăна илчĕ. Çулталăк тăршшĕпех уйăхсерен вăл 1830 тенкĕ ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Людмила Анатольевна тăван ялта хăй вĕренсе пĕтернĕ шкулта 2012 çултанпа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çамрăк педагог И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс чĕлхипе литература факультетне филолог-преподаватель специальноçпе вĕренсе пĕтернĕ. Учитель хăй вĕрентекен предмет вăрттăнлăхĕсене ачасем патне çăмăллăн та кăсăклăн, çав вăхăтрах тарăннăн илсе çитерме тăрăшать. Уроксенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курать.
Людмила Анатольевнан вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене, конференцисене, интернет-олимпиадăсене хутшăнса лайăх результатсем кăтартаççĕ. Акă «Живая классика» республикăри вулакансен конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕнче, «Ради жизни на Земле» сăвă çырмалли конкурсра призерсем пулса тăнă. Çавăн пекех «Семейная мастерская», «Вода — источник жизни», «Символ года – 2019» конкурссенче, Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркне хăтлăх кĕртмелли чи лайăх проект хатĕрлессипе палăрнă. Людмила Степанова хăй те активлă, вĕрентÿпе, обществăлла пурнăçпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Вăл «Педагогический дебют – 2018» професси ăсталăхĕн районти конкурсĕн лауреачĕ, «Литературная карта Чувашии», «Рождественские и Новогодние чудеса» республикăри конкурссене, «Всероссийские Екимовские чтения» конкурса хутшăнаканĕ.
Çавăн пекех пултаруллă учитель Вăрмар районĕнчи çамрăк педагогсен Канашĕн членĕ. Пĕлтĕр команда йышĕнче вĕсем «Çамрăксен чи лайăх канашĕ» проекта хутшăнса республикăра призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн, активлă пулнăшăн ăна Аслă Чак ял тăрăхĕн, шкул администрацийĕн, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн, РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн Тав çырăвĕсене, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.
Людмила Анатольевна пултаруллă та тăрăшуллă педагог кăна мар, илемлĕ те илĕртÿллĕ хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ, телейлĕ мăшăр та. Тăван ял каччипе Евгенийпе çемье çавăрса тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ вĕсем. Людмилан мăшăрĕ килти хушма хуçалăх тытса йĕркелсе пырать. Ывăлĕпе хĕрĕ, Ильяпа Валерия, ялти ача садне çÿреççĕ.
Степановсен килĕнче яланах çутă та ăшă, таса та хăтлă, ăнланупа килĕшÿ хуçаланаççĕ. Çавна кура ĕнтĕ Людмила Анатольевнăна шкулта та, ял-йышра та, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ, юратаççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.