Аслă Çĕнтерÿ уявĕ - Раççейре пурăнакансемшĕн чи паллă кун. Аслă Отечественнăй вăрçă çĕршыври кашни çемьене шар кăтартнă, никама та шеллемен. Кашни килтенех фронта е ашшĕ, е аслашшĕ, е пиччĕшĕ тухса кайнă, вăрçă хирĕнче çапăçнă, хăшĕсем амăннă, нумайăшĕ пуçне хунă... Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Акă, пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçăн 10 ветеранĕ кăна Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламлă сăмахсем йышăнĕ. Вĕсенчен пĕри - Спиридон Алексеевич Алексеев. 1925 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче кун çути курнă вăл. Ялти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. 1943 çулта ăна фронта чĕнсе илнĕ. Çапла тылри йывăрлăха та, вăрçă тискерлĕхне те тÿснĕ вăл. Чулхула облаçĕнчи Муром хулинче алла пăшал тытма вĕреннĕ, ун хыççăн тÿрех - вăрçă хирне. Пĕрремĕш çапăçăвне - Тула облаçĕнчи Ефремов станцине фашистсенчен ирĕке кăларнине Спиридон Алексеевич яланлăхах асра хăварнă. Орел хулинчен тăшмансене кăларса ярассишĕн пулнă çапăçу вăхăтĕнче унăн сылтăм урине амантнă. 4 уйăх госпитальте сипленнĕ, унтан каллех фронта. Белоруси, Польша çĕршывĕсен хулисемпе ялĕсене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Çĕнтерĕве Латви çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Çапла 1946 çулчченех гвардеецсен 62-мĕш стрелковăй дивизинче службăра тăнă. Тăван ялне таврăнсан колхозра та тăрăшнă, шкулта кочегар пулса та вăй хунă. Кăкăр тулли медальсемпе орденсем илме тивĕçнĕ С.Алексеев. Вĕсем хушшинче "Хăюлăхшăн" медаль, Отечественнăй вăрçă орденĕ, Жуков медалĕ, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медаль. Халĕ Спиридон Алексеевич мăшăрĕпе Анастасия Максимовнăпа Вăрмар поселокĕнче хĕрĕ патĕнче пурăнать. Вăрçă çинчен калаçма юратмасть ветеран. Вăл унăн чĕринче тÿрленми тарăн йĕр хăварнă. "Вăрçă шавĕ пирĕн çĕршывра та, тĕнчере те текех ан кĕрлетĕрччĕ", - тет вăл куççулĕсене шăлса...
И.ДАНИЛОВА.