038Педагог профессийĕ чи хисеплĕ, сумлă тата яваплă профессисенчен пĕри. Çамрăк ăрăвăн пĕлĕвĕпе тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕ, шухăшлавĕ, тавракурăмĕ, шалти паха енĕсем вĕрентекенсемпе воспитательсен парахтарлă ĕçĕнчен килнĕрен вĕсем çĕршыв пуласлăхĕн никĕсне хываканĕсем тесен те йăнăш пулмасть.

Ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре вăй хуракансем хушшинче йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсерен тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. Çакăн евĕр конкурссенче чи талантлă та ăста педагогсене тупса палăртаççĕ, унта хутшăнакансемшĕн ку вăл хăйсен пултарулăхне кăтартма, ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма, професси тĕлĕшпе кăна мар, пур енчен те ÿсме май паракан яваплă тĕрĕслев.

Акă иртнĕ ытларикун Вăрмар районĕнче «Çулталăк вĕрентеке­нĕ-2019» тата «Çулталăк воспита­телĕ-2019» конкурссен пĕтĕмле­тĕвĕ пулчĕ. Савăнăçлă мероприяти районти культура аталанă­вĕн центрĕнче иртрĕ. Лăк тулли залра капăр тумланнă, хаваслă кăмăл-туйăмлă педагогсем — районти вĕрентÿпе воспитани паракан учрежденисенче тăрăшакан вĕрентекенсемпе воспитательсем, çавăн пекех вĕсен çывăх çыннисемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç.

Пухăннисем умĕнче саламлă сăмахсемпе чи малтан Вăрмар ра­­йон пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Василь­ев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ива­новăн пулăшуçи Ю.Со­колов тухса калаçрĕç. Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсем район­та яланах масштаблă иртнине, вĕ­сем вĕрентÿпе воспитани ĕçченĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулнине, конкурссенче чи тивĕçлĕ педагогсем палăрнине каларĕç.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çам­рăксен политикин управлени­йĕн начальникĕ Н.Иванова калаçнине те куракансем тимлĕн итлесе ларчĕç. «Чи лайăх класс руководителĕ», «Чĕреме ачасене паратăп», «Çулталăк вĕрентекенĕ», «Çулталăк воспитателĕ» конкурссене ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. Унта хутшăнакан педагогсем кашни хăйне евĕрлĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслăраххисем те пур, вĕсене пĕрлештерекенни вара — хăйсен профессине чунтан парăнни», — тесе палăртрĕ вăл.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин та сăмах илчĕ, вĕрентекенсемпе воспитательсем чи хисеплĕ çынсем пулнине каларĕ, хăйсен ĕçĕнче ăнăçлă вăй хуракан район педагогĕсене Чăваш Наци Конгресĕн Хисеп хучĕсене пачĕ.

Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсене кăçал 10 воспитательпе 16 вĕрентекен хутшăннă. «Камсем-ши çĕнтерÿçĕсем?» — çак ыйту канăç памарĕ пухăннисене. Вăрттăнлăха тÿрех уçмарĕç, малтанах «Çулталăк вĕрентекенĕ», «Çулталăк вос­пи­тателĕ» конкурссене хутшăннă кашни вĕрентекенпе воспитателе сертификатсем пачĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ номинацисенче палăрнисене чысларĕç. Çав хушăрах районти пултаруллă ачасем хăйсен юрри-ташшипе те савăнтарчĕç.

Хумхануллă самант çывхарсах пычĕ, акă çĕнтерÿçĕсен ячĕсене пĕлтерчĕç. «Çулталăк воспитателĕ-2019» ята Вăрмар поселокĕнчи 5 номерлĕ «Родничок» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Антонина Анатольевна Юнатанова, «Çулталăк вĕрентекенĕ-2019» ята Арапуçĕн­чи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Александр Иванович Кузьмин тивĕçрĕç /ÿкерчĕк çинче\.

Антонина Анатольевнăпа Александр Иванович, хăйсем чăн-чăн педагогсем пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç, хумханăвне кăтартмасăр, сцена çинче хăйсене хăюллăн тытрĕç. Çак çĕнтерÿ вĕсен кăна мар, хăйсем ĕçлекен учрежденисенчи коллективăн çитĕнĕвĕ те пулнине палăртрĕç, конкурссен республикăри тапхăрĕнче те Вăрмар район чысне çÿллĕ шайра тытма сăмах пачĕç. Мĕнех, ăнăçу сунмали кăна юлать талантлă педагогсене.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика