IMG 6555XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕршывра коопераци тата артельсен промыслисем ĕçлеме тытăннă, çак хушăра кун пек промысласем Чăваш Республикинче те вăй илсе чăваш тĕррине аталантарма тытăннă. Тĕрĕре çырулăх, чăваш халăхĕн калама çук пысăк пуянлăхĕ упранать. Ламран лама куçса пынă çак çырура пирĕн несĕлсем хăйсен пурнăçне, шăпине, йăли-йĕркине сăнланă, хăйсен утса тухнă çул-йĕрне шăрçаланă.

Тĕрĕ çырăвне малалла тăсакансем паянхи кун та тăрăшаççĕ. 2018 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти чăваш тĕррисен музейĕнче «Паха тĕрĕ–95!» выставкăна торжествăлла мероприятинче уçнăччĕ. 2019 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче вара çакăн пек мероприяти пирĕн районти халăх таврапĕлÿ музейĕнче пулчĕ. Мероприятие уçма район адми­нистрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш замес­ти­те­лĕ Н.Павлов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков, ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирмăн тĕп пуçлăхĕн замес­тителĕ, Чă­ваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Павлова, маларахри çулсенче хамăр ра­йонти «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçленисем, хăнасем пуçтарăннă. Мероприятин официаллă пайĕ пуçланас умĕн «Паха тĕрĕ» фабрика çинчен «Паха тĕррĕн çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнчи ĕмĕрхи эрешĕсем» документлă фильм кăтартрĕç. Фильм тăрăх чăваш тĕрри мĕн тери хаклине, унăн пуянлăхĕ иксĕлми пулнине тата çĕршыври паллă çынсем чă­ваш тĕррипе кăсăкланни çинчен нумай пĕлме май пулчĕ.

«Чăваш тĕррине професси шайне çитерсе малалла аталантаракан фабрикăн çул-йĕрĕ мухтавлă. Фабрика ĕçченĕсем ламран лама пыракан асамлă ăсталăха çамрăксене вĕрентсе хăварас тесе нумай тăрăшаççĕ. Эрешлесе тĕрлес ĕçе пуçарса янăранпа 95 çул çитрĕ. Çак ятпа сире пурне те саламласа ырă сунатăп», - терĕ Николай Анатольевич мероприяти уçăлнине пĕлтерсе. Халăх историне туллин тивĕçтерекенсене, пурнăçа тĕрĕ витĕр сăнласа паракансене О.Кошельков та ырă сăмахсем каласа мухтарĕ. Ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирмăн тĕп пуçлăхĕн заместителĕ Маргарита Яковлевна тĕрĕ промыслин историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ: «1923-мĕш çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Автономи облаçĕн промкооператив реестрне кĕртнĕ 187-мĕш номерлĕ юлташлăх Уставĕпе килĕшÿллĕн «Промысловое кооперативное товарищество под названием «Кустар-художник» ятпа Альгеш районĕнче йĕркеленет. 1924-1925 çулсенче республикăра промышленность промысли палăрмаллах аталанса каять. 1929 çултанпа Альгешри промысласен артелĕ «Паха тĕрĕ» ятпа ĕçлеме тытăнать. 1930-1931 çулсенче Альгешре тĕрĕ тĕрлекен çĕнĕ корпус ĕçлеме пуçлать.Тĕрĕ тĕрлекенсем катанпир çине, хут çине ÿкермесĕрех, тÿрех тĕрленĕ. 1932 çулта кунта 150 çын ĕçленĕ. 1933 çулта Шупашкарта «Чувашская вышивка» экспорт бази туса хураççĕ. Çапла вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чăваш тĕрри хамăр республикăра кăна мар, таврари регионсенче те палăрма тытăнать. 1955-1957 çулсенче Бельги, Греци, Да­ни, Египет, Инди, Итали, США, Па­кис­тан таранах çитет. 1960 çулта ЧАССР Министрсен Совечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Паха тĕрĕ» промартеле çĕнĕрен йĕркелесе Альгешри «Паха тĕрĕ» фабрики туса хураççĕ. Çĕнĕ оборудованипе пуянлансах пырать фабрика. Çавна кура унăн изделийĕсем ВДНХна та çитеççĕ. Фабрика хăйĕн ĕçне анлăлатса пынине кура кĕçех Вăрмар, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Красночетайски районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта хăйĕн филиалĕсене уçать.Туса кăларакан ассортимент та пуянланса пырса çĕршывĕпех сарăлать. Пур­нăç урапи тикĕс кусмасть тенĕ пек улшăнусем те пулса иртеççĕ. Анчах та пирĕн чăвашăн çĕр пин тĕррине пĕтме памалла мар», - терĕ.

Вăрмар районĕнче çĕвĕ фабрики 1980 çулта уçăлнă, 1984 çулта Чă­ваш ÿнер промыслин «Паха тĕрĕ» пĕрлешĕвĕн филиалĕ пулса тăрать. Халĕ кунта малтанхи кунсенченех директорта ĕçленĕ С.Белоусова, çавăн пекех А.Ильина, Ю.Сереброва, А.Сарапаева, Г.Васильева, С.Иванова тĕрĕ ăстисем тата ыттисем те килнĕ. Сăмах тухса каларĕç, хăйсен ĕçĕ пирки аса илчĕç. Нумай çул культура пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, ĕç ветеранĕ Г.Петрова, халĕ кунта вăй хуракан В.Васильев пуçтарăннă халăха маларахри çулхи тата хальхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, тĕрлекенсене тав туса ырă сăмахсем каларĕç. Тĕрĕ ăстисене саламлама Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4 класра вĕренекен ачасен пултарулăх коллективĕ /руководителĕ В.Антонов\, «Еник» фольклор ансамблĕн коллективĕ, Арапуç ялĕн культура çурчĕ çумĕнчи «Гармония» ушкăн, Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕнчи культура çурчĕн «Атай» фольклор ушкăнĕ те килнĕ. Халăх юррисем те хамăр пуянлăха, тăванлăха сыхласа хăвармалли çинченех пулчĕç. Курма килнисем тĕрĕ чăваш халăхĕн пуянлăхĕ, ĕлĕкхи тата пуласлăхĕ текен шухăшпа килĕсене саланчĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика