Чулкасра, ял центрĕнче, пурнăç вĕресе кăна тăрать. Çынсем кашни хăйĕн ĕçĕпе калла-малла тек утаççĕ, кам лавккана, кам почта çыхăнăвĕн уйрăмне васкать, хăшĕсем библиотекăна, культура çуртне кĕрсе тухаççĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн алăкĕ те тăтăшах уçăлса хупăнать. Çак ретрех Вăрмар райповĕн куллен кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан лавккийĕ те вырнаçнă.
Кун пек лавккасене вырăсла «магазин самообслуживания» теççĕ, мĕншĕн тесен туянакансем мĕн кирлине сентресем çинчен хăйсемех суйласа илме пултараççĕ. Суйламалăх таварĕ чăнах та пур вара кунта. Лавккийĕ пысăках мар пулин те пĕр çаврăм утса тухса чун мĕн ыйтнине пĕтĕмпех тупма пулать: çăкăр-кулачĕ, кĕрпе-макарон, пылак сĕткенсем, лимонадсемпе минераллă шывсем, улма-çырла, пахчаçимĕç, консервланă продукци, канфет-печени, сĕт-турăх, сыр-кăлпасси, пельмень-катлет тата ытти те — ытларах хамăр районта, республикăра туса кăларнисемех, çав шутра «Общепит» тулли мар яваплă обществăн, Вăрмарти çăкăр завочĕн пурте кăмăллакан тутлă продукцийĕ те. Апат-çимĕç продукцийĕсĕр пуçне хуçалăхра кирлĕ таварсем те туянма пулать — чăлха-нускирен пуçласа чечек чÿлмекĕсем таранчченех.
Чулкасри райпо лавккинче икĕ ĕçчен вăй хурать — Полина Николаевна Илларионова заведующипе Алевтина Леонидовна Дмитриева сутуçă /сăнÿкерчĕк çинче/.
Полина Николаевна юратнă ĕçне чунтан парăнса райпо тытăмĕнче 40 çул ытла тăрăшать, çав шутра 1983 çултанпа — Чулкасри лавккара. Заведующи пулнă май яваплăхĕ те ытларах, анчах П.Илларионова йывăрлăхсенчен хăраканни мар, туянакансен кăмăлĕ тĕп вырăнта пулнине асра тытса лавкка ĕçне çирĕп алăпа йĕркелесе пырать. Унсăр пуçне Вăрмар райпо Канашĕн членĕ те вăл.
«Ĕçне кура хисепĕ» тенĕ пек наградисем те курăмлă Полина Николаевнăн — Вăрмар райповĕн, Чăвашпотребсоюзăн, Центросоюзăн Хисеп хучĕсене, потребкооперацинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Центросоюзăн паллине, «ЧР потребкоопераци ветеранĕ», «РФ потребкоопераци ветеранĕ» ятсене чăннипех те тивĕçлĕ.
Алевтина Леонидовнăн та ĕç опычĕ сахалах мар, 10 çул ытла ĕçлет вăл кунти лавккара. Паллах, çак вăхăт хушшинче сутуçă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене туллин пĕлсе çитнĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене яваплăн пурнăçлать, туянакансемпе яланах тараватлă. Тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн Вăрмар райповĕн Хисеп хучĕпе чысланă ăна.
Туслăн та пĕршухăшлăн, ĕç планне яланах тултарса ĕçлеççĕ Полина Николаевнăпа Алевтина Леонидовна. Иккĕшĕ те хастарлăхпа тата пултарулăхпа палăрса тăраççĕ, хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем. Сентресем паха таварпа яланах тулли пулччăр, лавккара тасалăхпа хăтлăх хуçаланччăр тесе тăрăшаççĕ. Кама та пулин пысăк калăпăшлă тавар /миххипех сахăр, çăнăх, цемент\ кирлĕ пулсан саккас йышăнса юлса çынсем ыйтнине кĕске вăхăтра тивĕçтереççĕ.
Туянаканĕсем Чулкасри райпо лавккинчен татăлма та пĕлмеççĕ, ку вăл вĕсем П.Илларионовăпа А.Дмитриева ĕçĕпе кăмăллă пулнине туллин çирĕплетет. Çакă вара лавкка ĕçченĕсене тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалантарать.
И.ДАНИЛОВА.