Почтальон — кашни килтех кĕтнĕ çын. Хальхи саманара, компьютер технологийĕсен ĕмĕрĕнче, почтальон профессийĕ çав-çавах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть-ха. Çынсем хаçат-журнал çырăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне çыру, телеграмма, посылка çÿретеççĕ, ватăсем почта урлă пенси укçи илеççĕ... Почтальонсен ĕçĕ пĕрре те сахал мар.
Ку çеç-и-ха? Почта ĕçченĕсем килтен тухса çÿрейменнисене кулленхи пурнăçра кирлĕ таварпа — апат-çимĕç, йăлара усă куракан хими продукцийĕпе тата ыттипе те — тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех халăх газпа, электроэнергипе, интернетпа усă курнăшăн тата ыттишĕн те почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем урлă тÿлет, тăванĕсене укçа-тенкĕ куçарса парас текенсем те почта еннеллех утаççĕ. Çÿлерех çырни яллă вырăнсенче уйрăмах актуаллă тесе калас килет.
Утас чухне те чупса çÿремесен, чĕлхипе çивĕч пулмасан ĕç малалла каймасть почтальонăн. Çакна пĕтĕмпех шута илсен ытларах чухне почтальонсем хастар та вăр-вар пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ. Вăрмарти почтамтăн Чулкасри çыхăну уйрăмĕнче шăпах çакăн пек вашават ĕçченсем вăй хураççĕ.
Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ — Ольга Геннадьевна Соколова, 2014 çултанпа ĕçлет вăл кунта. Ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ Ольга Геннадьевнăн. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ĕçне йĕркелесе пырасси калама кăна çăмăл пек, яваплăхĕ вара питĕ пысăк. Ĕçĕ тĕрлĕ хутсемпе, документсемпе, укçа-тенкĕпе çыхăннине кура питĕ тимлĕ пулмалла. Коллектива пĕр чăмăра пухса пĕр тĕллевпе ĕçлеме хавхалантармалла.
Коллективĕ вара пĕчĕк пулин те туслă та пултаруллă, пурте хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем. Галина Саволоновна Федорова Чулкасри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче 1985 çултанпа тăрăшать. Пысăк опытлă почтальон пулнă май юратнă ĕçне алăри пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Надежда Николаевна Петровăпа Татьяна Геннадьевна Алексеева та аслă ĕçтешĕнчен юлмаççĕ. Надежда Николаевна 2008 çултанпа ĕçлет, Татьяна Геннадьевна 2012 çултанпа, почтальон ĕçĕнче вăрттăнлăхĕсем çук вĕсемшĕн.
Чулкас ял тăрăхĕнче пурăнакансене корреспонденципе вăхăтра тивĕçтерес тĕллевпе почтальонсем кашни хăйĕн участокĕнче ĕçлеççĕ: Надежда Николаевна — Анаткаспа Ямпай ялĕсенче, Галина Саволоновна Кивĕ Мăнтăрта тата Чулкасри пĕр участокра, Татьяна Геннадьевна Чулкас ялĕн тепĕр участокĕнче. Пысăк сумккисене хаçат-журналпа, тĕрлĕ таварпа тултараççĕ те çул çине тухаççĕ. Çапла хĕлĕн-çĕвĕн çул çинче почтальонсем, çуран та утаççĕ, велосипедпа та чупаççĕ, килĕрен киле кĕрсе тухса хăйсен тÿрĕ тивĕçне пурнăçлаççĕ. Ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçаççĕ. Çавăнпа Чулкас ял тăрăхĕнче хисеплеççĕ вĕсене.
Çĕршывра çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă май ĕçĕ татах нумайланнă почтальонсен. Хаçат-журнал, пенси укçи валеçнĕçем кашни киле кĕрсе тухса, кашни çынпа тĕл пулса 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн тĕрлĕ пичет изданийĕсем, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçата та çырăнма сĕнеççĕ, çырăнтарупа çыхăннă тĕрлĕ акцисем пирки пĕлтереççĕ.
Хисеплĕ вулакансем! Эсир те çырăнтару тапхăрĕнче çыхăну уйрăмĕсем урлă е хаçат редакцийĕнчен альтернативлă майпа «Хĕрлĕ ялава» çырăнма васкăр. Район хыпарçине вулакан хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан информаципе вăхăтра тата туллин паллашать, саманапа тан утать.
И.ДАНИЛОВА.