Çĕр çинче темĕн тĕрлĕ уяв та пур, анчах Тăван çĕршывăмăршăн чи пĕлтерĕшли, кунта пурăнакансен чунĕсенче чи пысăк та таса туйăмсене хускатаканни вăл — Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул малаллах иртĕç — куççуль витĕр паллă тăвакан уяв хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет çĕршывĕ çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ, 2-3 уйăх хушшинче ăна тĕп тума тĕллевленĕ. Тăватă çул тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрленĕ хаяр вăрçă 26 миллион ытла совет çыннин пурнăçне татнă, 1710 хулапа поселока аркатнă, 70 пин яла çунтарса кĕллентернĕ. Пĕтĕм халăх кар тăрса тăшмана хирĕç çĕкленнĕ.
Арапуç ялĕнче пурăнакан Валентин Григорьевич Теплов вăрçă пуçланнă çул 15-ри çамрăк пулнă. Тылра тар тăкнă ытти çынсем пекех ырми-канми ĕçленĕ, акнă, сухаланă, фронтра çапăçакансемшĕн тăрăшнă. 1943 çулта, 17 тултарсан, районти çар комиссариачĕ йыхравланипе Валентин Григорьевич СССР хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне тăнă. Вăл вăхăтра Японин Квантун çарĕ Совет Союзне тапăнас хăрушлăх пысăк пулнă. В.Теплов, çĕршыв умĕнчи тивĕçне I Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче, механизациленĕ 42-мĕш уйрăм бригадăра пурнăçланăскер, 1945 çулхи август уйăхĕнче хĕрÿ хирĕç-тăру пуçлансан çапăçăва кĕнĕ. Вĕсен чаçĕсем хула хыççăн хула ирĕке кăларнă, Пхеньяна çитнĕ. Тăван çĕршыва В.Теплов 1947 çулта таврăннă, тăван кил-çурт алăкне вара 1950 çулта кăна уçса кĕнĕ.
Пурнăç майĕпен майлашăнса пынă, кĕçех Валентин Григорьевич çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Таисия Ванифатьевнăпа икĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларас тесе ĕçленĕ. Питех те шел, Таисия Ванифатьевна та, ывăлĕ Николай та çак тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Халĕ Валентин Григорьевича хĕрĕсем Нина тата Елена, ывăлĕсем Юрий тата Геннадий, 11 мăнукĕпе 13 кĕçĕн мăнукĕ чун-чĕре ăшшине парнелеççĕ.
Хисеплĕ ветеранăн кăкăрне вăрçăра паттăрлăхпа палăрнăшăн панă наградăсем — Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ орденĕ, «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль, Жуков медалĕ илем кÿреççĕ, тĕрлĕ юбилейлă медальсен те шучĕ сахал мар. 90 теçетке урлă каçнă пулин те В.Теплов пуçне усмасть, кăмăлĕпе, чун хавалĕпе çирĕп-ха вăл. Вăрçă çулĕсем çинчен калаçнă чухне çав-çавах шăрçа пек шултра куççулĕ пит тăрăх шăпăртатса анать унăн, çапăçу хирĕнчи тискер самантсем, пуçĕсене хунă юлташĕсем асне килеççĕ... Мĕнле-ха манăн вĕсене? Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхне сыхласа хăварнă харсăр ăрăвăн — вилнисен, халĕ пурăнакан ветерансен, тыл ĕçченĕсен — мухтавлă паттăрлăхĕ яланах асра юлĕç.
И.ДАНИЛОВА.