IMG 7714

Тăван çĕршывăмăр Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 74 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕ — Аслă Çĕнтерÿ кунĕ — Раççейре те, тăшмансенчен асап тÿснĕ ытти çĕршывсенче те кашни çыншăн, кашни çемьешĕн сума сăвакан манăçми уяв. Миллионшар салтаксемпе мирлĕ граждансен пурнăçне илсе кайнă юнлă вăрçă кĕрсе тухман кил-çурт çук та пулĕ. Çак датăна историнчен кăларса пăрахаймăн, вăл Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçнă харсăрсен паттăрлăхне аса илтерсе ĕмĕрлĕхех календарь çинче çырăнса юлнă.

Майăн 9-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕн центрĕнче иртенпех патрио­тизмла юрă-кĕвĕ янăрарĕ, Çĕнте­рÿçĕ-салтак тата воин-интернацио­налистсене халалланă палăксем умĕнче хисеплĕ караул тăчĕ. Уяв кунĕ Вăрмарти шкулта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă шкул ачисемпе вĕрентекенсен ячĕпе лартнă палăк умĕнчи митингран пуçланчĕ. 9 сехетре вара Вăрмар районĕнчи яваплă çынсем, руководительсем, предприятисемпе ор­га­низацисен, учрежденисен ĕçче­нĕсем, шкул ачисем, çамрăк армеецсем, районта пурăнакан ытти çынсем районти тĕп поликлиника çурчĕ умĕнче пуçтарăнчĕç. Çак вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче ра­йонта пурăнакансем — 6771 çын — фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă, вĕсенчен 4645-шĕ тăван тăрăха таврăнайман. Полик­линика стени çине çак пулăма халалласа вырнаçтарнă Асăну хăми умне яваплă çынсем чĕрери чи аслă туйăмсемпе яланхи пекех хальхинче те чечексем пырса хучĕç. Унтан пухăннисем колоннăсем йĕркелесе Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патнелле çул тытрĕç. Малта ялав­сем çĕкленĕ çамрăк армеецсемпе кадетсем, вĕсем хыççăн вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсем пычĕç, вĕсем çинче вара — çар тумĕллĕ çынсем.

Чăваш Енре 7-мĕш хут иртекен «Вилĕмсĕр полк» акци пирĕн ра­йонта та вăй илсе пыни куçкĕрет. Колоннăсенче пыракансем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен, çывăх çыннисен портречĕсене çĕклесе пычĕç. Тĕп площадь патне çитеспе, çул тăваткĕтеслĕхĕн­че, утакансем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул йĕркеленĕ колоннăпа тĕл пулчĕç. Çапла колоннăсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çитнĕ тĕле çын татах хутшăнчĕ. Çак хĕвеллĕ те ăшă кун, янкăр кăвак тÿпе айĕнче, тавралăх ешерме пуçланă чухне Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă мероприяти — колоннăсем утни — ытти чухнехинчен те мăнаçлăн курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçакан çынсем, халĕ пурăнакан ăру, аслисем, ачасем пирĕн çĕршывшăн чи паллă уявăн калама çук пысăк пĕлтерĕшне чунпа туйни вĕсен сăнĕсенченех палăрчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеп­лесе лартнă палăк умĕнче иртнĕ митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков уçрĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пурне те хĕрÿллĕн саламларĕ.

Умлă-хыçлă Раççей тата Чă­ваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç, митинга пуçтарăннă темиçе ăрăвăн чĕрисенче Тă­ван çĕршыв умĕнче пат­риотлăх туйăмĕсене вăратса мăнаçлăх çуратрĕç. Аслă Оте­чественнăй вăрçă участникĕн А.Евгеньевăн кĕçĕн мă­нукĕ Анастасия Яковлева «Мой прадедушка» сăввине каласа пачĕ. Вăрмар ра­йон пуçлăхĕ М.Пуклаков хăрушă та тискер вăрçăри çĕнтерÿ еплерех туптаннине тĕслĕхсемпе çирĕп­летсе пачĕ. «Çĕнтерÿ кунĕ патне илсе пыракан çул çав тери вăрăм та йывăр пулнă, совет халăхĕ Аслă Çĕнтерÿшĕн темĕн чухлĕ юн, куççуль юхтарнинчен туптаннă. 1418 куна пынă юнлă вăрçă вăхăтĕнче чылай тытăçусемпе çапăçусем пулса иртнĕ. Вĕсенче 27 миллион ытла совет çыннисен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Аслă Çĕнтерÿшĕн çапăçса хăйсен пурнăçĕсене вăхăтсăр татнă кашни çынна шăп­лăх минучĕпе асăнас пулсассăн пирĕн 50 çул шăплăхра тăмаллаччĕ. Вăрçă хирĕсенче паттăрла вилĕмпе вилнĕ салтаксемпе фронтшăн мĕнпур вăй-халне панă тыл ĕçченĕсем умĕнче эпир паянхи кун пуç таятпăр, вĕсене асăмра тытатпăр. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти Совет Союзĕн геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, летчик-герой Н.Зарубин. Пирĕн районтан 6 пине яхăн çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 4 пин ытла çын каялла таврăнайман. Паянхи куна Вăрмар районĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн 6 участникĕ кăна тăрса юлнă», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков.

Ун хыççăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев сăмах илчĕ: «Паянхи кун пирĕн çĕршывшăн чи паллă та пĕлтерĕшлĕ уяв. Ку вăл Аслă Çĕнтерÿшĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă салтаксене, уй-хирте, заводсемпе фабрикăсенче станок умĕнче фронта мĕнпур кирлипе тивĕçтерекен тыл ĕçченĕсене, çав шутра 1945 çулхи çĕнтерÿллĕ майăн 9-мĕшĕ хăçан пулассине пĕлмесĕрех ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунисене мухтаса асăнмалли кун. Паянхи çитĕнекен çамрăк ăрăва пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхĕпе паллаштарсах тăмалла, патриотлăха туйма вĕрентмелле». Саламлă сăмахпа çавăн пекех ЧР строи­тельствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, интернационалист-салтак В.Алек­сандров тухса калаçрĕç.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Ф.Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур Батраков кашни çулах митинга хутшăнакансем умĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа сăвă тухса калать, кăçал та вăл кунта пухăннисен чунне тыткăнлама пултарчĕ, сăвă каласа пачĕ. Çавăн пекех ветерансем умĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕл­лĕ вăтам шкулта 11-мĕш клас­ра вĕренекен пулас призывник Михаил Никоноров та тухса сăмах каларĕ. Тунсăхлă кĕвĕ янăранăçемĕн пухăннисем Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче пуçĕсене хунисене шăплăх минучĕпе асăнчĕç.

Хăрушă та тискер вăрçă кунĕсем çултан-çул хыçа юлса пыраççĕ пирĕнтен. Ку вăл пирĕн çĕршыв çине тиеннĕ чи йывăр та асаплă пулăм шутланать. Пирĕн паянхи тивĕç — вăрçăра кăтартнă паттăрлăха асра тытса паянхи ăрăва Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма вĕрентесси. Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав! Çак ятпа салют пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне гирляндăсемпе чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Юлашкинчен пурте ветерансемпе пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Торжествăлла митинг вĕçленчĕ те Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи лаптăк пушанчĕ, çамрăк армеецсен парадне курма пурте тĕп площадь еннелле васкарĕç. Пĕр енче куракансем тăрса тухрĕç, районти культура аталанăвĕн центрĕ енче — çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем. Районти шкулсенче, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — ушкăнăн-ушкăнăн çынсем умне вырнаçса тăчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе утрĕç, пĕри тепринчен хастар. Вĕсен илемлĕ тумĕсем куçа илĕрт­рĕç, çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Отрядсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, кашни отряда дипломсемпе чысларĕç, никама та уйăрса хăвармарĕç. Спорт уйрăмĕсен — велосипедистсен, каратистсен, самбистсен, çăмăл атлетсен, боксерсен, футболистсен — кăтартăвĕсем, шкул çулне çитмен ачасен флешмобĕ парада татах пуянлатрĕç.

Акă парад вĕçленчĕ те районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсемпе шкул ачисем, ача сачĕсен воспитанникĕсем хатĕрленĕ концерт пухăннисене сцена патне йыхравларĕ. Каçхине те савăнăçлă уяв концерчĕ иртрĕ, яланхиллех уяв салючĕ пулчĕ.

Э.МИХАЙЛОВА, И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика