Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче Совет Союзĕ нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче 73 çул çитрĕ. Вăрçă ахрăмĕ çул хыççăн çул хыçа юлса пырать пулин те, Аслă Çĕнтерÿ уявĕн пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмасть. Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, çавăнпа та тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă паттăрла кĕрешÿре тăшмана парăнтарнă харсăр чунлă çынсен çапăçури тата тылри паттăрлăхне чыслăн сума сăватпăр.
Майăн 9-мĕшĕнче 8 сехет те 45 минутра Вăрмарти шкулта вĕреннĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе шкул ачисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче митинг уçăлчĕ. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ, кунта пухăннă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех районти вĕрентекенсен ячĕпе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов сăмах каларĕ. Вăл çак палăкăн историйĕпе паллаштарчĕ. 1969 çулта ку вырăнта шкул директорĕ пулнă Герман Егорович Егоров пуçарăвĕпе çак палăка лартнă. Г.Егоров хăй те Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă. Палăкăн авторĕ шкулти рисованипе черчени учителĕ Иван Иванович Мишин. Вăрçă пуçланнă хыççăнах Вăрмар шкулĕн учителĕсем, выпускниксем фронта кайнă. Шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем вĕренсе тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем пулма ĕмĕтленнĕ, анчах та вĕсем хăйсен ĕмĕчĕсене татса Тăван çĕршыва хÿтĕлессине суйласа илнĕ. Вăрçă хирĕнче учительсем наградăшăн мар, Çĕнтерÿшĕн çапăçнă. Юрий Васильевич вĕсене пурне те эпир паян мирлĕ пурнăçпа пурăннăшăн, пĕлÿ илме май пурришĕн тав турĕ, ĕмĕр асра тытмаллине каларĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Павловна Федотова та сăмах каларĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.
Митинга пуçтарăннă вĕрентÿ ĕçченĕсем, шкул ачисем Аслă Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене асăнса чечексем, кăшăлсем хучĕç.
9 сехетре районти яваплă çынсем, руководительсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсем, шкул ачисем, çамрăк армеецсем, районта пурăнакан ытти çынсем районти тĕп поликлиника çурчĕ умĕнче пухăнса колоннăсем йĕркелерĕç. Шăпах çак вырăнтан ĕнтĕ районта пурăнакансем 1941 çулта вăрçа тухса кайнă. Çак пулăма халалласа поликлиника стени çинче Асăну хăми çакăнса тăрать. Яваплă çынсем ун умне чечексем пырса хучĕç. Унтан халăх Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патнелле çул тытрĕ. Вĕсен умĕнчен вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсем пычĕç. Çынсем "Вилĕмсĕр полк" акцие активлă хутшăнчĕç. Колоннăра пыракансенчен нумайăшĕ аллинче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен, çывăх çыннисен портречĕсене çĕклесе пычĕç. Тĕп площадь умĕнче вĕсем Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул йĕркеленĕ колоннăпа тĕл пулчĕç. Пурте савăнăçлă кăмăл-туйăмпа Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патне васкарĕç, ачасем чечексемпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсем йăтса пычĕç. Халăх питĕ нумай пулчĕ, колоннăсен пĕр вĕçĕнчен пăхсан тепĕр вĕçĕ курăнмасть.
Мирлĕ пурнăçшăн тавах ветерансене!
Шăпах 10 сехетре Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче Аслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнине халалласа митинг иртрĕ. Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Павлов уçрĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем янăрарĕç. Диктор малалла Вăрмар район пуçлăхне М.Пуклакова сăмах пачĕ. Михаил Анатольевич митинга пухăннисене вăрçă историйĕпе çыхăннă цифрăсемпе пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрçа Совет Союзĕн 27 миллиона яхăн çынни хутшăннă, çав шутра Вăрмар районĕнчен 6 пин ытла салтак фронта кайнă, вĕсенчен 4 пин ытла çын каялла таврăнайман. Нумайăшĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă е хыпарсăр çухалнă. Паянхи куна Вăрмар районĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 10 кăна юлнă, вĕсенчен иккĕшĕ - Спиридон Алексеевич Алексеев, Петр Степанович Степанов майăн 9-мĕшĕнче митинга хутшăнчĕç. Михаил Анатольевич мирлĕ пурнăç парнеленĕ вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене тав турĕ, пăшалтан пенине малашне тирсемпе вĕрентÿсенче кăна илтмелле пултăрччĕ терĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев кашни çулах майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерÿ кунĕ чĕресене ырă туйăмсемпе тултарни çинчен, çамрăксене халăхăн вăрçăри паттăрлăхне яланах асра тытмалли пирки, çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунисем ĕмĕрех мухтавлă пулнине каларĕ. Андрей Васильевич ветерансене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каларĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ.
Çавăн пекех уяв ячĕпе ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин саламларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Ф.Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур Батраков та Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сăвă каласа пачĕ.
Митинга пухăннисем вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса Шăплăх минучĕ ирттерчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, район ертÿлĕхĕ, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Митинга хутшăннă ветерансене те чечексем пачĕç. Митинг хыççăн пурте пĕрле Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.
Акă митинг вĕçленчĕ те çамрăк армеецсен парадне курма пурте тĕп площадь еннелле çул тытрĕç. Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентекен В.Антонов Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада çамрăк армеецсем хатĕрри çинчен район пуçлăхне М.Пуклакова рапорт пачĕ. Парада районти шкулсенче вĕренекенсем, кадет класĕсенче ăс пухакансем хутшăнчĕç. Вĕсем халăх умĕнче стройпа утса хăйсен хастарлăхĕпе пурне те тыткăнларĕç. Чăн-чăн салтаксем пек çирĕппĕн ярса пусаççĕ хăйсем, тумĕсем те кашни ушкăнăн тĕрлĕрен. Отрядсенче - чи-чи маттуррисем, шкулта лайăх вĕренекенсем, спортра палăрнисем. Çамрăк армеецсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, районти тата республикăран килнĕ яваплă çынсем кашни отряда дипломсемпе чысларĕç.
Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен хĕрсем-параппанçăсем илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç. Самбо тата каратэ секцийĕсене çÿрекен ачасем, Вăрмар шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренекенсем те тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Халăх вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ.
Çамрăк армеецсем юрăсем юрласа ретĕн-ретĕн площадьрен тухса утни парад вĕçленнине систерчĕ. Анчах çынсем саланма васкамарĕç, районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсемпе шкул ачисем хатĕрленĕ концертне курса киленчĕç. Яланхиллех уяв кунĕ ветерансем валли çар кухни те ĕçлерĕ.
Анчах çакăнпа кăна вĕçленмерĕ-ха уяв. Каçкÿлĕм поселокри тĕп площадьре "Салам" ВИА эстрада концерчĕ халăха сцена патнелле пухрĕ. Çынсем артистсемпе пĕрле ташларĕç те, юрларĕç те, пĕтĕм кăмăлтан савăнчĕç. 22 сехетре уяв салючĕ кĕрлерĕ. Малалла халăх ташă каçĕпе киленчĕ.
Э.МИХАЙЛОВА, И.ДАНИЛОВА.