«Çунатлă çуралнисем», тесе тăтăшах передача ирттерет Наци радиовĕ. Республикăра ун пеккисем питех те нумай пулĕ-ха. Çав хушăра çунатлă çуралнисем пирĕн районта та сахал мар тесе шутлатăп. Иртнĕ кунсенче мана вĕсенчен пĕрин патĕнче пулма тÿр килчĕ. Вăл - Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, тăван ен çĕр кăкрипе вăй илсе çитĕннĕ Николай Анатольевич Иванов.
Ачаранах ял хуçалăх ĕçĕнче ĕçлесе ÿснĕскер, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Анчах та ăна тăван ен хăй патнех илĕртнĕ пулмалла. Тикаш ялне таврăнса хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕçлеме тытăннă. Хăй çине тата ывăлĕсем çине шанса пуçăннă вăл çак яваплă ĕçе. Ывăлĕсем тенĕрен, вĕсем унăн виççĕн — Иван, Дима тата Андрей. Иккĕшĕ хуçалăхра тăрăшаççĕ, тепĕр ывăлĕ Дима Хусанта омоновецсен бригадинче вăй хурать пулин те пушă вăхăтра яла килсе хуçалăхра пулăшса хăварать. Ака вĕçленнĕ пулин те, кунти уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Кашни ĕçе вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Эпĕ вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун пĕр ывăлĕ ÿсен-тăрана микро-удобренипе апатлантаратчĕ, хурт-кăпшанкăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлесе имçам сапатчĕ, тепри кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлетчĕ. Уй-хирĕнче чăннипех те тап-таса, ниçта пĕр çум-курăк та курăнмасть. Ем-ешĕл тĕш тырă çил вĕрнĕ май тÿлеккĕн кашласа çитĕнет. «Çурхи культурăсен калчи парка шăтса тухрĕ. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем хĕллехи çанталăкра шар курчĕç. Вĕсене çуркунне çурхисемпе тепĕр хут акма тиврĕ. Çумăр çумарĕ çав, тĕш тырă çавна пула асапланса çитĕнет, çапах та аптăрамасть пулĕ-ха, тухăç пуласса шансах тăратпăр», - тет хуçалăх пуçлăхĕ Николай Анатольевич ĕç-хĕл пирки калаçнă май.
Ивановсем малашлăха çирĕп пăхакан çынсем пулни каламасăрах паллă. Умри йывăрлăх умĕнче пуçа усакан фермерсем мар. Акă, 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Пысăк сумма укçа пирки калаçма кăна лайăх. 10 млн укçана çĕнсе иличчен малтан кĕсъере 7 млн тенкĕне яхăн укçа пулмалла иккен. Малтанлăха ĕçе пуçăнма çемье бюджетĕнчи нухрата та самаях кăларса хума тивни çинчен каларĕ Н.Иванов. Çак çĕнсе илнĕ укçапа 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх ферма тума тытăннă вĕсем /ÿкерчĕк çинче/. Никĕсĕсене хурса çитернĕ, çитес вăхăтрах каркасне карса лартма ĕмĕтленеççĕ. Ĕçĕ нумай, канмалли пирки тĕлленмелли кăна юлать кунта. Харсăр çынсем ĕçе пуçăнма хăрамаççĕ иккен, пуçăнаççĕ те ĕçе вĕçне çитерес тесе çанна тавăрсах вăй хураççĕ. Витене туса пĕтерсен унта тепĕр 100 пуç мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсем илсе ярасшăн. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ хушăнсан вĕсене алă вĕççĕн тăрантарса пĕтерме май килместех, çавна кура хуçалăхра апат валеçекен тата хутăш апат тăвакан оборудовани, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен комбайн та туяннă. Вĕсемпе пĕрлех çĕр ĕçĕсене пурнăçлама тĕрлĕ техника илме пултарнă. Çак палăртнă фермăна хăпартса лартса унта çамрăк выльăхсене ярсан татах ĕçлемеллисем нумай-ха вĕсен. Тĕллевĕсем пысăк. Тăван тавралăха юратакансем, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем ялти обществăлла ĕçсене пурнăçлама та ĕлкĕреççĕ. Яла çитме çул-йĕр шăпи те вĕсене пăшăрхантарать. Ăçта май килет унта хăйсен вăйĕпе пулăшма тăрăшаççĕ Ивановсем. Çавăнпа та вĕсен ĕçĕ ăнăçать те пулĕ.
А.НИКОЛАЕВА.