Июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Анне Монуменчĕ умĕнче халăх нихçанхинчен те ытларах пуçтарăннă. Раççей эстрада çăлтăрĕсем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа чаплă уяв концерчĕ лартса панă.
Мероприятине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хутшăннă. Пухăннă ентешсене, килсе çитнĕ хăнасене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи кăмăллă та ăшă уявсенчен пĕринпе – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе чун-чĕререн саламланă.
Çемье – пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаçи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Çемьере аслă ăрăва хисеплесси, çуралнă килпе Тăван çĕршыва юратасси, пĕлÿ тата çутăлăхпа савăнăç патне туртăнасси никĕсленет. Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланас енĕпе пулăшасси, çемьешĕн тата пуçланă ĕçшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, çывăх çынсене юратасси, Тăван çĕршыв патриочĕсене çитĕнтересси пирĕншĕн – йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсем.
Раççейре тата Чăваш Енре çемье – йăхран йăха куçакан культура тата ăс-хакăл пуянлăхĕ. Çемье кил ăшшине ялан упрамалла, вăл ĕçе обществăлла организацисен, хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе ашшĕсен канашĕн витĕм кÿмелле.
«Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерес килет: «Çемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çак пурлăха сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар», – тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Пуçлăхĕ. Уяв вĕçленес умĕн, артистсене, мероприяти йĕркелÿçисене регионта пурăнакансене чаплă пулăм парнеленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.
Социаллă культура пуçарăвĕсен фончĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Д.Садовников Фондăн президенчĕ С.Медведева ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене ăшшăн саламланă. «Çынсен ăс-хакăл тĕнчи, тавракурăмлăхĕ шăпах та, çемьере туптанать. Çирĕп çемьесене пула, Раççейре тăнăçлăх хуçаланать. Тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнаççĕ», – тенĕ вăл.
Михаил Игнатьев тата Денис Садовников Чăваш Енри туслă килĕштерсе 25 çул е ытларах та пурăнакан 45 çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чысланă. Чыслава тивĕçнисен шутĕнче Вăрмар районĕнчи 3 çемье пулнă: Хуруй ялĕнчи Екатерина Ивановнăпа Анатолий Лукич Лукинсем /ÿкерчĕк çинче/, Пысăк Енккассинчи Галина Ивановнăпа Юрий Порфирьевич Архиповсем, Кĕтеснерти Луиза Вячеславовнăпа Юрий Брониславович Федоровсем.
Екатерина Ивановнăпа Анатолий Лукич Лукинсем иккĕшĕ те Хуруй ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Анатолий Лукич ялти 7 класлă шкул хыççăн ĕçлеме пуçлать, автошкултан вĕренсе тухать. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Вăрмарти АТП-ра водитель пулса вăй хурать, 1968-1977 çулсенче — Чăвашпотребсоюзăн Канашри автобазинче. Анатолий Лукич пĕрре кăна мар соцăмăртусен çĕнтерÿçи пулнă. 1973 çулта унăн сăнÿкерчĕкне «Канаш хулин чи лайăх çыннисем» Хисеп хăми çине те вырнаçтарнă пулнă, Чăвашпотребсоюзăн грамотисемпе чысланă. 1977 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван ялта тĕрлĕ должноçсенче ĕçлесе пурăннă. А.Лукинăн «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» I, II, III степеньлĕ удостоверенисем, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» медаль пур.
Екатерина Ивановна 1962 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, унтан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел районĕнчи шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. 1967 çулта вăл тăван яла таврăнса кунти шкулта 2005 çулчченех кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. Е.Лукина ялăн обществăлла пурнăçне, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăннă. Екатерина Ивановна сăвăç та. Унăн «Кун-çул утти», «Чунра çуралнă йĕркесем» ятсемпе икĕ сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех район администрацийĕн чылай грамотисем, «Ĕç ветеранĕ» медаль пур. Екатерина Ивановнăпа Анатолий Лукич 1970 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче мăшăрланнă, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Юрий ывăлĕ çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Надежда хĕрĕ çемйипе Кивĕ Вăрмар ялĕнче тĕпленнĕ, Вăрмар район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕнче вăй хурать.
Лукинсен çемйи çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче.
В.ВОЛКОВА, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ.