Чăваш Республикин журналисчĕсен пĕрлĕхĕ çак кунсенче çĕнĕ кадрсемпе пуянланчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнчен 42 çамрăк вĕренсе тухрĕ.
Аслă пĕлÿ илни çинчен ĕнентерекен документсене памалли савăнăçлă мероприяти кăçал пĕрремĕш хут «Чувашия» ПТРК» телерадиокомпанире иртрĕ. Унăн директорĕ Екатерина Канюка патшалăх экзаменĕн комиссине ертсе пычĕ. Çамрăк журналистсене массăллă информаци коммуникацийĕсен сферине ура ярса пуснă ятпа журналистика факультечĕн выпускникĕсем – «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ В.Васильев, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Вашуркина тата ыттисем те саламланă. Журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă 11 çамрăк хĕрлĕ дипломлă пулчĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн районти Пинер ялĕнчи пĕр тăвансем – Эльвирăпа Диана Ивановасем те /ÿкерчĕк çинче/. Пинерти шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн вĕсем Пысăк Енккассинчи шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Шкул хыççăн та пĕр-пĕринчен уйрăлмасăр пĕр çĕре вĕренме кĕреççĕ. Хĕрсем ШĔМ енĕпе те вĕренме каяс шухăшлă пулнă. Анчах та шкулта экзаменсем тытнă вăхăтра истори предметне суйламанни чăрмантарнă. «Пĕррехинче заявлени çырма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна килтĕмĕр. Мĕнле факультетсем пуррине пăхса çаврăнтăмăр. Куç умне чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕ ÿкрĕ. Журналистика уйрăмах илĕртрĕ. Савăнсах заявлени çыртăмăр. Çав кунхинех сочинени шăрçаларăмăр, собеседовани пулчĕ. Кафедра пуçлăхĕпе А.Даниловпа паллашрăмăр», - хавхаланса каласа пачĕç Эльвирăпа Диана. Малтанхи курссенче хĕрсене йывăр килнĕ. Темĕн чухлĕ литературăпа паллашма тивнĕ. Ку вĕсене килĕшнĕ. Ют çĕршыв литературин хайлавĕсемпе кăсăкланнă. Пĕр-пĕр роман 400 ытла страница пулсан та юратсах вуланă. Хĕрсемшĕн вĕренÿ яланах малти вырăнта пулнă.
Вĕреннĕ вăхăтра общежити пурнăçĕ килĕшнĕ вĕсене. Мĕн чухлĕ çĕнĕ çынпа паллашнă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Халĕ вĕренÿ вĕçленсен тунсăх пуснине туяççĕ хĕрсем. «Студентăн общежитире пурăнмаллах çав. Вăл хăй пĕчĕк пурнăç», — теççĕ вĕсем. «Теори пĕлнисĕр пуçне пирĕн практика енĕпе ытларах аталанмалла. Унсăрăн журналист пулма йывăртарах. Эпир 1, 2-мĕш курссенче çуллахи практикăна хамăр районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра тухрăмăр. Тĕрлĕ темăпа материалсем çыртăмăр. Тĕрлĕ çĕре çÿресе статьясем пичетлерĕмĕр. 3-мĕш курсра вара Чăваш наци радиовне çÿреме пуçларăмăр. Практикăна Рената Волкова редактор ертсе пычĕ. Синхронсене тасатмалли программăпа паллаштарчĕ, унпа мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕ. Каярахпа эпир вăл ертсе пыракан «Шăпăрлан» кăларăм валли сценари çырма пуçларăмăр. Редактор пăхса тухатчĕ, унтан студире çыртараттăмăр», — журналист-студент тĕнчипе паллаштарчĕ Эльвира. Пĕрремĕш хут микрофон умне ларнă туйăмсене паянхи пекех астăваççĕ чиперуксем. Уйăхран, практика вĕçленсен те, çак кăларăма виççĕнех ертсе пынă вĕсем. Паянхи кунччен те пĕрле ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне «Ырлăх çăлкуçĕ» кăларăма та хатĕрлеççĕ. «Радиора ĕçлеме питĕ килĕшет. Унта вăй хуракансем питĕ кăмăллă, хаваспах кĕтсе илеççĕ пире», — калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕç çамрăк журналистсем. Малашне те çулĕ уçă пултăр çамрăксен!
Э.МИХАЙЛОВА.