Кашни çулах август уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче Раççейри чукун çул ĕçченĕсем хăйсен професси уявне — Чукун çул ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал çак кун августăн 4-мĕшĕнче. Чукун çул транспорчĕн тытăмне «Раççей чукун çулĕсем» компани ертсе пырать. Вырăсла кĕскетсе ăна «РЖД» тетпĕр.
Компани учредителĕ — Раççей Федерацийĕн Правительстви. Çĕршывшăн чукун çул транспорчĕн пĕлтерешĕ çав тери пысăк пулнăран çак компани патшалăх харпăрлăхĕ шутланать. Асăннă отрасльте вăй хуракансен пысăк квалификациллĕ тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕ чукун çул транспортне кал-кал çÿретме, пассажирсене илсе çитерме тата груз çыхăнăвне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшать.
Район çыннисемшĕн çывăх Вăрмарти чукун çул станцийĕ те çак тытăмах кĕрет. Вăрмарсем чукун çул çывăхĕнче пурăннăран, поезд çине ларса инçе çула тухма пултарнăран, ĕлĕкренпех ытти район çыннисемпе танлаштарсан, çутта тухнă, вичкĕнрех пулнă. Пуйăссене рельсăсем тăрăх пĕр кăлтăксăр çÿретесси, станцирен станцине вăхăтра çитересси ансат ĕç мар. Çула каякан кирлĕ çĕре вăхăтра тата пĕр чăрмавсăр çитесси чукун çул ĕçченĕсенчен нумай килет. «Раççей чукун çулĕсем» компанин Горькинчи управленийĕн дирекцийĕн Вăрмарти станцийĕн начальникĕ Алла Владимировна Федорова, вăл Шутнерпуç ялĕнчен.
Вăл черетлĕ отпускра пулнă май унăн тивĕçĕсене Вăрмар станцийĕн дежурнăйĕ Екатерина Вячеславовна Васильева /ÿкерчĕк çинче/ пурнăçласа пырать. Станци дежурнăйĕн пульчĕ умĕнче 2006 çултанпа вăл. Çак пульт умĕнче дежурство иртет унăн. Ятарласа Юдинăри чукун çул техникумне вĕренсе пĕтернĕ вăл. Екатерина Вячеславовнăн тивĕçĕсенчен пĕри ку вăл пассажирсемпе тавар турттаракан пуйăссене йышăнасси, çула ăсатасси. Унпа пĕрле Виктория Юрьевна Гаврилова тата Марина Николаевна Иванова дежурнăйсем улшăнса ĕçлеççĕ. Канаш хули енчен килекен пуйăс Энĕшпуç станцийĕнчен Вăрмар еннелле ăнăçлăн тапранса кайсан дежурнăй патне шăнкăравласа пĕлтереççĕ, çак пуйăсах Вăрмарти станцинчен тапранса кайсан çийĕнчех Тĕрлемесри станцине систереççĕ. Çапла чукун çулпа хуть те хăш енчен килекен кашни пуйăс пирки пĕр-пĕрне пĕлтерсех тăраççĕ. Кунсерен пĕр сменăра тавар турттаракан 60 яхăн, пассажирсене турттаракан 18 яхăн поезд иртсе каять Вăрмарти станцинче.
Чукун çул участокĕнче пуйăс рельсăсем çинчен тухса каясси те пулать, кун пек чухне те дежурнăй патне шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Дежурнăй вара тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Вăрмарти станцине — чукун çулăн «Патти» чарăнуран пуçласа «Тупах» чарăнăвĕ таранччен 28 км тăршшĕ тăсăлакан участока 12 монтер, 1 бригадир, 1 сигналистка, 1 мастер пăхса тăраççĕ, поездсем тĕрĕс-тĕкел çÿрессишĕн кашниех хăйĕн тивĕçĕсене пĕр кăлтăксăр пурнăçлама тăрăшать. Виталий Львович Ефремов мастер бригадăна ертсе пырать, чукун çул çинче 28 çул вăл. Çав шутра Вăрмарти станцире 12 çул, ĕç стажне Кипечри станцире монтер пулса ĕçленинчен пуçланă. Кун хыççăн Энĕшпуçĕнчи станцире вăй хунă. Паянхи кун вăл чи пысăк опытлă специалист кунта.
Çывхарса килекен уяв ячĕпе ĕçре ăнăçу сунатпăр чукун çул ĕçченĕсене.
Э.МИХАЙЛОВА.