ArtamonovВăрмар районĕн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата иккĕмĕш çурçуллăхри задачăсене палăртассипе эрнекун райадминистрацин ларусен залĕн­че канашлу иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина хутшăнчĕç.

Ĕç кунĕ С.Артамонов хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕçлекен «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăна çитсе курнинчен пуçланчĕ. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Кĕтеснерти участокĕнче Сергей Геннадьевич хамăр çĕршыв­ра, Мускав облаçĕнче, туса кăларнă хăмла типĕтмелли çĕнĕ агрегатпа паллашрĕ. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество çĕнĕ агрегата саккас туса туянакансенчен чи пĕрремĕш пулнине палăртмалла. Унпа кăçалхи хăмла татмалли тапхăртах усă курма планланă.

Малалла С.Артамонов районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе иртнĕ канашлăва хутшăнчĕ.

Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем, иртнĕ тап­хăрти çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ, тимлĕх уйăрмалли сферăсене палăртрĕ.

Вăл палăртнă тăрăх, район бюджечĕн тупăшĕ 192 млн тенкĕпе танлашнă. Экономика секторĕ нумай чух­не районти предприятисемпе организацисем хывнă инвестицисен калăпăшĕнчен килет. Пĕрремĕш çур­çуллăхра тĕп капитала 66 млн тенкĕне яхăн инвестицисем хывнă. Районта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланаççĕ, уйрăмах агропромышленность комплексĕнче: «АгроРесурсы» тулли мар явап­лă обществăра хăмла татмалли тата типĕтмелли техника валли ангар хăпартнă, «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăра выльăх пусса тирпейлемелли цех тă­ваççĕ тата территорине хăтлăлатаççĕ, «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли ферма, «Иванов В.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 30 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли ферма, «Арманов В.К.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 1000 тонна çĕрулмилĕх хранилище хăпартаççĕ, «Агрофирма Цивильская» тулли мар яваплă обществăра асфальтпа бетонлă тата органикăпа минераллă хутăшсем валли минераллă порошоксем кăлараççĕ.

Андрей Васильевич пирĕн умра курăмлă задача тăнине палăртрĕ, ку вăл инвестици илĕртÿлĕхĕпе тивĕçтересси, экономика аталанăвне капитал хывакансене, харпăр хăй ĕçне пуçăнакансене, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлекенсене тĕрлĕ енлĕн пулăшасси, çавăн пекех килĕшÿ тумасăр ĕçлессине, «сăрă» схемăсене легализацилессине район территорийĕнче чакарасси.

Организацисен экономика ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕм енĕсен çаврăнăшĕ пĕрремĕш çур çулта 383 млн тенкĕпе танлашнă /6 % ÿснĕ/.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе ÿсĕмсем пулнă. 702 тонна аш-какай туса илнĕ /2018 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхрипе танлаштарсан 0,5 % ытларах/, районти хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 836 тонна сĕт суса илнĕ /37 % ÿснĕ\.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çак кунсен тĕлне 1 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли 17,4 центнер курăм хатĕр­ленĕ. Районти ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем 19 млн тенкĕлĕх 11 техника туяннă. Асăннă тапхăрта районти агропромышленность комплексĕнчи ял хуçалăх таварĕсен 28 производительне пĕтĕмĕшле 14 млн та 700 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ.

Граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйă­раççĕ. Кăçал тĕрлĕ программăсемпе 20 çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене пĕтĕмĕшле 25 млн тенкĕлĕх лайăхлатма планланă. Районта пурăнакансем пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене активлă хутшăнаççĕ. Пурĕ 9 млн та 132 пин тенкĕлĕх 28 проект пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне 22 проектпа ĕçсем вĕçленнĕ. Яллă вырăнсенче газ кĕртессине аталантарас прог­рамма шайĕнче Тупах ялĕнчи Октябрьски урамĕнчи çуртсене газпа тивĕçтернĕ. 1 млн та 204 пин тенкĕлĕх 1 км та 180 м газопровод сечĕсем тунă. 2019 çулта «Хăтлă хула тăрăхĕ тă­васси» приоритетлă проекта пурнăçлас тĕлĕшпе 6 млн та 900 пин тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Обществăлла территорисене тирпейлес тĕлĕшпе 2 проект, кил-çуртсем çу­мĕн­чи территорисене тирпейлес тĕлĕшпе 1 проект пурнăçлама палăртнă. Кăçал ра­йонта вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсен пурĕ 13 км тăршшĕллĕ 5 участокне 68 миллион тенкĕлĕх юсама палăртнă: Вăрмар-Тикаш-Аслă Кайпĕç /1,28 км, 5,6 млн тенкĕ\, «Аниш»-Вăтакас /0,83 км, 3,4 млн тенкĕ\, «Аниш»-Урнар-Саруй-Канаш районĕн чикки /1,625 км, 7,7 млн тенкĕ/, Вăрмар-Кивĕ Вăрмар /0,75 км, 2,3 млн тенкĕ/, «Аниш»-Аслă Чак-Атайкасси-Хуруй тата «Аниш»-Хуруй-Атайкасси-Энĕшпуç. Вĕсенчен 2 участокĕ çинче ĕçсем вĕçленнĕ /Вăрмар-Кивĕ Вăрмар, «Аниш»-Урнар-Саруй-Канаш районĕн чикки/. Районти çулсене юсассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çавăн пекех Энтрияль тата Пинер ялĕсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăваççĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессине тата вĕсен инфраструктурине аталантарассине те районта тимлесе тăраççĕ. Яллă вырăнсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче физкультурăпа тата спортпа туслашма условисем туса парас мероприятисен Комплексĕн ша­йĕнче Кĕтеснерти тĕп шкулта спортзала юсас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Вырăнти пуçарулăх çинче никĕс­леннĕ, обществăлла инфраструктурăна аталантарас проекта пурнăçлас тĕлĕшпе Çĕнĕ Кинчер шкулĕн çивиттине 691 пин тенкĕлĕх юсанă. 2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче «Точка роста» цифрăллă тата гуманитарлă профильсен центрĕ уçăлать. Центрăн тĕп задачи — «Технологи», «Математика тата информатика», «Физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем» предметсемпе вĕренме пурлăхпа техника базине çĕнетесси.

Андрей Васильевич кашни сферăн аталанăвĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ, иккĕмĕш çурçуллăхри задачăсене палăртрĕ. Районшăн актуаллă ыйтусене тат­са пама яланах пулăшу кÿнĕшĕн ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева, ЧР Министрсен Кабинетне тата ЧР Патшалăх Канашне тав турĕ.

Сергей Геннадьевич районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене ытти районсен кăтартăвĕсемпе танлаштарнă май районти демографи лару-тăрăвне лайăхлатсан, инвестици илĕртÿлĕхĕпе тивĕçтерсен, экономика аталанăвне капитал хывакансене, харпăр хăй ĕçне пуçăнакансене, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлекенсене тĕрлĕ енлĕн пулăшсан Вăрмар ра­йонĕн малалла аталанма майсем пулнине палăртса каларĕ. «Эсир умри тĕллевсене пурнăçласса ĕненетĕп», — район ĕçченĕсене курăмлă ĕçсемшĕн тав туса тата ăнăçу сунса вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне С.Артамонов.

Н.ШИШКИНА, З.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика