IMG 4399

Кăçал халăха калаçтаракан тĕп ыйту çанталăк пăтăрмахĕсемпе çыхăннă тесен пĕрре те йăнăш пулмасть пулĕ. «Çулла таçта çухалнă, çуркунне хыççăн тÿрех кĕркунне килсе çитнĕ», — унта та кунта калаçаççĕ çынсем. Çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсем уйрăмах пăшăрханаççĕ, синоптиксен асăрхаттарăвĕсене ирĕн-каçăн тимлесех тăраççĕ, куçа уçнă-уçман чÿречерен пăхаççĕ — уяр-и паян е çук, Интернетра çанталăк прогнозне тишкереççĕ, уй-хирте вăхăта вăрла-вăрла тенĕ пек ĕçлеççĕ, мĕн акса-лартса çитĕнтернине епле те пулин пуçтарса илме тăрăшаççĕ.

Вырмапа çыхăннă лару-тă­рăва иртнĕ тунтикунхи ĕç­лĕ канашлура сÿтсе явнă май ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов ĕççи тапхăрĕн пуçламăшне йыврăлăх кÿнĕ çанталăк услови­йĕсем малашне те лăпкăлăх кÿмĕç, рес­публикăн пĕтĕм территорийĕнчех вăхăчĕ-вăхăчĕпе çумăр çусах тăрĕ тесе палăртнă. Çапах та, министр сăмахĕсем тăрăх, çанталăк пăтăрмахĕсене пăхмасăрах, пĕрчĕл­лĕ культурăсен, çĕрулмипе ытти пахчаçимĕçĕн тухăçĕ пĕлтĕр­хи çак вăхăтрипе танлаштарсан ла­йăхрах.

Вăрмар районĕ пирки калас пулсан кунта та çĕр ĕçченĕсем — уйрăм кил хуçалăхĕсенчен пуçласа ял хуçалăх таварĕсен производителĕсем таранчченех — пурте вăхăта сая ямасăр кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Типĕ çанталăк­ра уй-хирте ĕç вĕресе тăрать — тырă выраççĕ, курăк çулаççĕ, çĕрулми кăлараççĕ, унта та кунта тракторсемпе комбайнсем кĕрлени илтĕнет. Çак эрне ăшăпа савăнтарнине кура ĕç малалла каять, районти яваплă çынсем вара кам мĕн тунине тимлесех тăраççĕ.

Акă, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильевич Васильев тата унăн заместителĕ — райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Михайлович Николаев эрнипех тĕрлĕ хуçалăхсене тухса çÿрерĕç, вĕсенчи лару-тăрупа вырăнта паллашрĕç.

Кĕтеснерсем яланах ĕç­ченлĕх­пе, харсăрлăхпа палăрса тăнă. Хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕр­лĕх ĕрчетессипе çыхăнтарнă хас­тарсем сахал мар кунта. Кĕтеснерте пулнă май Андрей Васильевичпа Николай Михайлович «Николаев Г.И.», «Владимиров Г.В.» /ÿкерчĕк çинче/, «Игнатьев А.Ю.» хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕç.

«Николаев Г.И.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче хĕрсе кайсах çĕрулми кăларатчĕç /кунта ăна кăçал 6 гектар лаптăк çинче çитĕн­тернĕ\. Вĕçсĕр-хĕрсĕр ана çинче «Беллароза» сортлă хĕрлĕ çĕрулми тултарнă михĕсем лартса тухнă. Шултрине уйрăм, вăрлăхлăх уйрăм пуçтарнă. Тулли михĕсене çийĕнчех йывăр машина çине тиесе упрама илсе кайса хураççĕ. Юнашар анасем çинче — «Коломбо», «Джелли» тата ытти сортлă çĕрулми. «Иккĕмĕш çăкăр» кăçал аван пулнине пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Григорий Иванович. «Кĕçех вырмана та тухăпăр, 10 гектар çинчен кĕрхи тулă, 35 гектар çинчен пĕрчĕллĕ çурхи культурăсем çапса тĕшĕлемелле», — терĕ вăл. Григорий Ивановичăн шанчăклă пулăшуçи — унăн ывăлĕ Андрей. Пĕчĕкренех ашшĕпе пĕрле уй-хир ĕçĕсене кÿлĕннĕскер, кирек мĕнле техникăна та парăнтарма пултарать вăл. Эпир пынă чухне те трактор рулĕ умĕнче çĕрулми кăларатчĕ. «Владимиров Г.В.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Вячеславович ял çумĕнчи лаптăкра ACROS-530 комбайнпа тырă выратчĕ. Ĕçĕ сахал мар хуçалăхра — 100 гектар çинче урпа, 110 гектар çинче çурхи тулă çитĕнтереççĕ кунта. «Çанталăк ла­йăх тăнă чухне пĕр минута та сая ярас килмест, çавăнпа иртен пуçласа каçчен — хирте. Вырмана хăвăрт тата тухăçлă вĕçлесси — малти вырăнта», — хă­йĕн шухăшне пĕлтерчĕ Геннадий Вячеславович.

«Игнатьев А.Ю.» хрес­чен-фер­мер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕ — вы­льăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Курăмне хăйсемех хатĕрлеççĕ кунта, 381 гектар çĕр лаптăкĕ çинче кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, çĕрулми, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Игнатьев­семшĕн кăçалхи ĕççи вăхăчĕ ырă пулăмран пуçланнине палăртас килет: вырма ĕçĕсене пурнăçлама техника маларах ытти хуçалăхсенчен тара тыт­нă пулсан халĕ вара пĕтĕмпех хăйсем ĕлкĕрсе пырĕç, мĕншĕн тесен тин кăна вĕсем ПАЛЕССЕ GS10 комбайн туяннă. Андрей Васильевичпа Николай Михайлович хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Александр Юрьевича саламларĕç, харпăрлăхри комбайн мĕнпур ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме пулăшасса иккĕленменнине палăртрĕç.

Кĕтеснере килсен хăмла çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн участокне мĕнле кĕрсе курмăн-ха? Кунта та кăçал çĕнĕ техника хута кайĕ — Мускав облаçĕнче туса кăларнă хăмла типĕтмелли хальхи йышши агрегат. «АгроРесурсы» ăна саккас туса туянакансенчен чи пĕрремĕш пулнине палăртмалла. Явап­лă çынсем пынă кун специалистсем çĕнĕ агрегата пуçтарас тĕлĕшпе вăй хуратчĕç. Вĕсенчен пĕри — Виктор Васильевич Шкромада — хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Кăткăс тех­никăна пуçтарса пĕтерсен вăл хăйне ĕçре мĕнле кăтартнине тĕплĕн тĕрĕслĕпĕр, унпа усă курнă чухне нимĕнле кăлтăк та сиксе ан тухтăр», — пĕлтерчĕ вăл. Сăмаха май, хăмла типĕтмелли агрегатпа юнашарах кунта хăмла татмалли çĕнĕ йышши комбайн хăйĕн вырăнне тупнă. Мĕнпе палăрса тăрать-ха вăл? Кивĕ техникăпа усă курнă чухне хăмла аврине шпалерсем çине тăршшĕн çакмалла пулсан, çĕнĕ комбайн горизонтальлĕ майпа ĕçлет. Ятарлă пружинăсем хăмлана типтерлĕн татаççĕ, çавăнпа хăмла тап-таса тухать.

Арапуçсем те пултарулăхĕпе кĕтеснерсенчен юлмаççĕ. Арапуçăн сарлака урамĕсем тăрăх пынă чух илемлĕ те капмар çуртсем куçа илĕртеççĕ — хуçисем хуçалăхĕсене çирĕп алăпа тытса пыни, ку ялта ĕçчен халăх пурăнни тÿрех паллă. Хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче Андрей Васильевичпа Николай Михайлович Арапуçĕнчи лару-тăрăва тимлĕхсĕр хăвармарĕç, «Петров Е.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне кайса курчĕç. Кунта 207 гектар çинче ĕçлеççĕ, кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Вăл кун Лашман кÿлли çумĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче «Енисей» комбайнпа тырă выратчĕç, çавăнпа Евгений Николаевич ĕçлĕ ушкăна шăпах çавăнта кĕтсе илчĕ. Калаçу вырма ыйтăвĕсем тавра та, кĕрхи çĕртме пирки те пычĕ. Малашлăх тĕллевĕсене те сÿтсе яврĕç.

Унтан яваплă çынсем Арапуçĕнчи купель çумĕнчи территорине кайса курчĕç. Çав тери илемлĕ те таса кунта, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем лартса тухнă, яка тротуар тăрăх утма кăмăллă, икĕ енчен — арка евĕрлĕ кĕпер. Çапах та ĕçсем вĕçленмен-ха, Андрей Васильевич палăртнă тăрăх пĕвене тирпей кĕртмелле. Мĕнех, ума лартнă тĕллевсем пурнăçланччăрах.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика