«Тăван ен, савнă ял, тăван кил,
Илемпе илĕртетĕн чуна.
Тăван ен, савнă ял, тăван кил,
Эс хушатăн манра çĕн çунат».
Кам илтмен-ши, кам пĕлмест-ши чĕрене пырса тивекен çак йĕркесене? Вĕсене пирĕн ентешĕмĕр — паллă поэт-композитор Николай Прокопьевич Иванов-Пархатар хăй çуралса ÿснĕ тăван Шăхаль ялĕ çинчен шăрçаланă.
Шăхаль ялĕ — районти чи ватă ялсенчен пĕри. Айлăмра, Шарпаш шывĕ çинче вырнаçнăскер, аслă çулпа пырса кĕнĕ вырăнтан ял ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Уйрăмах çуллахи ăшă кунсенче кунта ятарласа чарăнса тăрса Шăхаль ялĕн илемĕпе киленес килет. Куç умне тухса тăракан илĕртÿллĕ картина чунри чи ырă туйăмсене хускатать: вăрăм та сарлака урамсем, çирĕп те капмар çуртсем, сип-симĕс сад-пахчисем, йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хирсем, ытарайми тавралăх... Уй-хирсем тенĕрен, тĕрлĕ культурăсем акса-туса илнĕрен лаптăкăн-лаптăкăн тĕсĕпе уйрăлса тăраççĕ вĕсем, хура çĕре тĕттĕм симĕс, çутă симĕс, сарă, хăмăр виткĕчсемпе витнĕ пекех туйăнать. Ялĕ те хăйне евĕрлĕ, халăхĕ те ĕçчен те пултаруллă тесе калас килет.
Яллă вырăнсенче çынсем ытларах çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăнаççĕ. Кам килте хушма хуçалăх тытса çемье валли пахчаçимĕç çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, хурт-хăмăр пăхать, кам хăйсен ĕçне пуçăнса хуçалăхне малтан мала аталантарать. Шăхалĕнче те çаплах. Кунта хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăна мар, ял хуçалăх производство кооперативĕ те пуррине палăртмалла. Иртнĕ кунсенче Шăхаль ял тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильевич Васильев тата унăн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Михайлович Николаев пулчĕç, «Тапинов М.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн, çавăн пекех «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Эпир те кунти ĕç-пуçпа паллашар-ха.
«Тапинов М.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Михаил Николаевич районтан килнĕ яваплă çынсене механизациленĕ йĕтем патĕнче кĕтсе илчĕ. Çав кун хуçалăхра сарă пăрăç /горчица\ вырас тĕлĕшпе вăй хуратчĕç, хиртен турттарса илсе килнĕскере тÿрех алласа тасататчĕç. Уй-хирте икĕ комбайн ĕçлетчĕ, унсăр пуçне кĕрхи çĕртме валли çĕр хатĕрлес ĕç те пыратчĕ.
«12 гектар лаптăк çинчен кĕрхи тулă çапса тĕшĕлерĕмĕр, çурхи тулă ани çине тухма хатĕрленетпĕр, ăна кăçал 212 гектар çинче акса хăварнă. Кĕрхи культурăсене 50 гектар çинче акса хăварма планлатпăр, вăрлăхне те хатĕрленĕ, минераллă удобренисем те туяннă, çанталăкĕ парсан çак кунсенче акма тухатпăр», — пĕлтерчĕ Михаил Николаевич. Паллах, пĕр-пĕччен пурнăçламасть вăл çак ĕçсене, çемйипе пĕрле ĕçлеççĕ, ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ Сергей Николаевич, тăванĕсем хĕрÿ тапхăрта туслăн та пĕр шухăшлăн тăрăшаççĕ. Çапла пулмалла та ĕнтĕ çирĕп çемьере.
«Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн руководителĕпе Владимир Яковлевич Иваншкинпа та Андрей Васильевич тата Николай Михайлович йĕтем çинче тĕл пулчĕç. Кунта вăй хуракан ĕçченсем тырă алланă çĕрте тăрăшатчĕç. Владимир Яковлевич хăй те ĕçе кÿлĕннĕ. Чăн-чăн руководитель пулнă май хут ыйтăвĕсене кăна мар, мĕнпур ĕç-пуçа йĕркелесе тăрать, ĕçе йăлтах пĕлсе тăрать. Çакăн пек çын вăл Владимир Яковлевич — яваплă та тăрăшуллă, пĕтĕм чăрмавсене çĕнтерсе малтан мала ăнтăлать. ЯХПК-ра ĕçлекенсем те ун пирки ырласа кăна калаççĕ. Андрей Васильевич кунти ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ, ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕ. Ялтах, хăйсем пурăннă çĕртех ĕç вырăнĕ пулнипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç вĕсем.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче 1297 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса-туса илеççĕ, çав шутра кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, пăрçа, сарă пăрăç тата ыттине те çитĕнтереççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçĕ нумай, çанă тавăрса ларма вăхăт çук. Юрать-ха, харпăрлăхри техника ĕçсене пысăк хăвăртлăхпа пурнăçлама май парать. ЯХПК ĕçченĕсем те, комбайнерсем, водительсем, йĕтем çинче ĕçлекенсем, хăйсен тивĕçĕсене лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ кунта вĕсем. «Типĕ çанталăкра ĕç кал-кал пырать, çумăр кăна ан çутăрччĕ. Хамăр енчен мĕн тумаллине куçран вĕçертместпĕр эпир, вырмана вăхăтра тата пысăк тухăçпа вĕçлесси — пирĕн тĕп тĕллев», - хăйĕн кăмăл-туйăмне уçса пачĕ Владимир Яковлевич.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсем тĕлне кунта 60 гектар çинчен урпа, 20 гектар çинчен сарă пăрăç çапса илнĕ, кĕрхи культурăсене вырма тухма планлаççĕ, кĕрхи çĕртме валли çĕр хатĕрлеççĕ, кĕçех акма тухĕç. Хирте виçĕ комбайн, икĕ автомашина, икĕ МТЗ-80 тата икĕ Т-150 тракторсем ĕçлеççĕ.
Çапла, темĕнле пулсан та, çанталăк йывăрлăхĕсене пăхмасăрах, пĕлтĕрхипе танлаштарсан каярах юлса пырать пулин те, районта уй-хир ĕçĕсем малаллах пыраççĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнчен илнĕ информаци: августăн 19-мĕшĕ тĕлне Вăрмар районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2986 гектар çинчен çапса илнĕ, 7711 тонна тĕштырă тĕшĕленĕ. 46 гектар çинчен 1054 тонна çĕрулми пуçтарса илнĕ.