Кунпа çĕр, çĕрпе кун ылмашăнать, вăхăт çаплах иртет. Тин çеç акса-лартса хăварнăччĕ, халĕ вырас-кăларас тапхăр çитсе те тăчĕ. Районĕпе илес пулсан вырма ĕçĕ çурри ытла пурнăçланнă. Акă, эпир район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн çĕрулми пуссине çитсе кунти ĕç-хĕлпе хаçат урлă вулакансене пĕлтерес терĕмĕр.
Эпир çĕрулми пуссине çитнĕ вăхăтра кунта 60-а яхăн çын хĕвĕшетчĕ. «Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть» тенĕ пек хĕрÿ вăхăтра ларса канма та вăхăт çук вĕсен. Пуçĕсене çĕклемесĕр, хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе усă курса юласшăн ĕçлени палăрса тăрать тăрăшуллă ĕçченсем çинче. Аллисем мĕнле ĕçлесе ĕлкĕреççĕ, сисмесĕрех витре çĕрулмипе тулать. Витрисене михĕсем çине пушатма çĕкленнĕ хушăра кăна калаçса илме май килчĕ вĕсемпе. Уй-хирте çĕрулми пуçтаракансем ытларахăшĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçлеççĕ. Шкул ачисем те каникул вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илесшĕн. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕсемпе е тăванĕсемпе пĕрле ĕçлеме килнĕ. Çĕрулми пусси таврари ялсенчи çынсене пĕрлештернĕ тесе калас килет - Çитмĕш, Кĕлкеш, Тупах, Пинер, Вăтакас, Анаткас, Чулкас тата Кĕтеснер ялĕсенчен пуçтарăннă кунта. Туслăн, ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Шкул ачисем, студентсем, вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнисем, тин çеç тивĕçлĕ канăва тухма ĕлкĕрнисем, 5-6 çул каяллах тивĕçлĕ канăва тухнисем те çамрăксенчен пĕрре те кая юлмаççĕ, çав тери хастар ĕçлеççĕ. Темиçе çул каялла шкулта манпа пĕр класра вĕреннисем те пур, хыçалтан пăхсан палласа та илме çук вăр-вар та пултаруллă. Çапла пулмасăр, уй-хирте хĕрсех вырма ĕçĕсем пынă вăхăтра мĕнле килте ларăн-ха? Ĕçленине кура кăçал тухăçĕ те савăнтарать, çĕрулмийĕ çав тери ăнса пулнă, апла пулсан ĕçлекенсен кĕсйине те укçи ытларах кĕрĕ. Тăрăшмасăр тар тухмасть, тарламасăр мул пулмасть, тенĕ пек тăварлă тар çăвара кĕмесĕрех михĕсем тулмаççĕ паллах. Çапла вара çĕрулми уйĕ те, тĕштырă пусси те пушанса пырать. Пĕтĕмĕшле илсен «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн 1500 гектар ытла çĕр, çав шутран 230 гектарĕ çинче çĕрулми участокĕ, 780 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ культурăсем, 10 гектар хĕрлĕ кăшман, ыттисем çинче нумай çул ÿсекен курăксем тата хура пусă. Хура пусă анине пĕр енчен сухаласа пыраççĕ, тепĕр енчен кĕрхи тулă акма тытăннă. «Уя тухсан трактор, комбайн сасси», – лайăх тесе шăрантарать пĕр юрăç тăтăшах. Чăнах та, ку хуçалăхра уй-хир трактор, комбайн тата халăх сассипе тулнă. Механизаторсене тата çĕрулмине транспортсем çине тиекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат илсе килсе çитереççĕ. Укçи-тенкине те вăхăтра параççĕ. Ĕçлекен халăх ĕç параканпа кăмăллине палăртрĕ.
А.НИКОЛАЕВА.