«Ĕçчен çынсем ял аталанăвĕн малашлăхĕ», - тесе тăтăшах калатпăр. Кун пек çемьесем пирĕн районта нумай. Вĕсенчен пĕри Кĕлкеш ялĕнче 1936 çулта çуралнă Николай Тимофеевич Ямуковăн çемйи.
Унăн кун-çулĕ пĕрре те çăмăл пулман, умри йывăрлăха пĕтĕмпех, никам çине шанмасăр, хăй тĕллĕн çĕнтерсе пынă тесе калас килет-ха манăн. Анчах та çак шухăш тĕрĕсех те мар пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен ăна пурнăçра мăшăрĕ Галина Илларионовна пур енчен те – ăспа та, вăйпа та пулăшса пынă. Çирĕп те туслă çемье 55 çула яхăн пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Пĕр сăмах та чăвашла пĕлмен вырăс хĕрĕ Чăваш Енре тĕпленсе хăйĕн телейне тупнă. Николай Тимофеевич Кĕлкешри нумай ачаллă çемьере кун çути курса çитĕннĕ. Вăрçă пуçланнă çул 5 çулхи ача кăна пулнă-ха. Çак çулхи ачасем мĕнле çитĕннине хаçат вулакансем чухлаççĕ ĕнтĕ. Темле самант та пулнă пуль. Вăрçă хыççăн чылай кайран çуралнисем эпир вăл вăхăтри самантсене çынсем каланинчен е кино курнинчен кăна пĕлетпĕр пулин те, çав çулхи йывăрлăхсене чухлатпăрах. Галина Илларионовнăпа Николай Тимофеевич çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçласан лайăххине те, начаррине те çурмалла пайлса пурăнма тытăннă, ялти ытти çынсенчен пĕрре те юлман, çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Сухапуç та тытнă, фермăра та вăй хунă тата ытти те. Пур çĕрте те малтисен ретĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ управляющи таранах çитнĕ Н.Ямуков. Галина Илларионовна та ялти ытти хĕрарăмсем пекех тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Шкулта поварта та ĕçленĕ. Çапла вара тĕрлĕ улшăнусене пула хăйсем ялта «Возрождение» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вырăсларан чăвашла куçарсан çак сăмах «çĕклен, çĕнелсе вăй ил, çĕнĕрен çĕклен», тесе куçать. Çапла Николай Тимофеевич хăй умне ялта пуçласа «çĕнĕ çул» хывать. Çак вăхăтра унăн ачисем çамрăк пулнă-ха. Апла пулин те ывăлĕсене – Генăпа Валерине – вăл яланах хăйпе пĕрле ĕçлеттернĕ, ачаранах ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Вăл вăхăтра хĕрĕ Антонина та çуллахи каникулсенче хуçалăха ĕçлеме тухнă. Ачисем çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă. Çапла вара çĕнĕрен çĕкленнĕ çула такăрлатма пуçланă Ямуковсем. Хăйсен ĕç кун-çулĕнче Ямуковсем арман авăртса çăкăр та пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетнĕ, тĕштырă, пахчаçимĕç те çитĕнтернĕ, таврари ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çулсем куç хупса илнĕ пек вĕçсе иртнĕ. Ватлăх куçран пăхма тытăнсан Н.Ямуков хăйĕн «рульне» ывăлĕсене тыттарнă. Геннадий хуçалăх ĕçне пĕтĕмĕшле йĕркелесе пынисĕр пуçне ытларах хут ĕçĕсемшĕн кирлĕ документсемшĕн яваплă, Валерий вара вырăнти ĕçе йĕркелесе пырать, халăхпа ĕçлет. Икĕ пĕртăван пĕр тĕллевпе ашшĕ ĕçĕн çул-йĕрне, хресчен-фермер хуçалăхне малалла аталантарса пыраççĕ. Пурнăçра пĕри теприне вырăн парать тенĕ пек Геннадийпе Валерий пĕтĕмпех ашшĕн пуçарнă ĕçне малалла аталантарассшиĕн вăй хураççĕ. Николай Тимофеевич 83 çулта пулин те, хăй каланă тăрăх, ачисен ĕçне куçран вĕçертмест, сăнасах тăрать. Ачисене хăйсене каламасăр машинăпа трактор паркне те, уй-хире те тухса çÿрет, вĕсем мĕн ĕçленипе паллашать. Хăш-пĕр чухне хăйне килĕшменнисене тÿррĕн калать, кирлĕ пулсан ятлаçса та илет. Ывăлĕсене çав çеç кирлĕ тейĕн, ашшĕн шухăшĕпе килĕшеççĕ, ăна кÿрентерес темеççĕ. Николай Тимофеевич ывăлĕсен ĕçĕпе кăмăллине палăртать, вĕсем хăйĕн ĕçне малалла тăснишĕн савăнать. Мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхнă Коля пичче хĕвеллĕ кун алла усса ларма юратмасть. Хăй халĕ тивĕçлĕ канура пулнипе вăл мăнаçланать те пек туйăнчĕ «Халĕ пире килте ларнăшăн та укçа тÿлеççĕ. Çакăншăн Раççей Президентне В.Путина чĕререн тав тăватăп. Унăн пуçарăвĕсене те ырласа йышăнатăп. Пенсие тухнă ватăсене хисеплемелли çинчен вăл тăтăшах калать. Тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн тăрăшаççĕ пулсан, пирĕн вара мĕншĕн унăн ĕçĕпе кăмăллă пулмалла мар. Хăш-пĕр çитменлĕхсем хушшинче лайăххине те курма вĕренмелле, укçине параççĕ, лавккаран мĕн кирлине веçех туянма пулать. Сывлăхне те тĕрĕслесех тăраççĕ. Кĕскен каласан, ватăсене мĕн кирлĕ пурте пур. Мăшăрăмăн сывлăхĕ чаплах марри кăна мана пăшăрхантарать. Эпĕ аптăрасах каймастăп-ха. Вăрмана та кайса çÿреме пултарать. Мăнука çĕрулми кăларма та пулăшрăм-ха, ан тив ăна сутса укçа тума вĕрентĕр. Укçа-тенкĕ пин чул айĕнче пулнине хăй ĕçлесе туйса илтĕр. Хуть те кам та харпăр-хăй ĕçлесе тунă пурлăха салатмасть, тирпейлĕ тытать. Ансат кĕнине çеç хисеплемеççĕ. Килти пахча тулли панулми сапаланса выртать-ха, Мускавра ĕçлесе пурăнакан хĕрĕме Антонинăна килессе кĕтетĕп-ха, вăл килсен панулмисенчен мĕн те пулин ăсталать. Ывăлсен пĕр вăхăт та çук, вĕсен мĕн акса-лартнине пухса кĕрмелле, халăхпа ĕçлемелле. Çанталăк лайăххипе усă курса юлмалла», - тет Николай Тимофеевич калаçнă май. Мăшăрĕн, Галина Илларионовнан сывлăхĕ чаплах маррине кура тухсах çÿреймест, ывăлĕсене тата вĕсен çемйисене ырă сăмахсемпе пиллесе вăй парса тăрать.
Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Ирина Ивановна хуçалăхри финанспа экономика ĕçĕсене тытса пырать.
«Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ хальхи вăхăтра 1500 гектар ытла çĕрпе туллин усă курать. Ун çинче вăл пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕрулми, пахчаçимĕç, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Хуçалăхри техника паркне çулран-çул çĕнетсе пыраççĕ. Мĕн кирли пурте пур вĕсен. Туса илнĕ çимĕçĕсене те вăхăтра вырнаçтарса пыраççĕ. Таврари ял хăлăхĕсене те ĕçпе тивĕçтереççĕ. Ĕçленĕшĕн тĕштырă та, утă-улăмне те параççĕ, укçине те вăхăтра тÿлеççĕ.
Пурнăç таппинчен юлмасăр ашшĕ хывнă çулпа малалла утаççĕ.
«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА, кăларăма А.Николаева хатĕрленĕ.