IMG 2196

Юратакан, пĕр-пĕрне хисеплекен, йывăр вăхăтра ниме пăхмасăр пулăшу паракан мăшăрсем – телейлĕ çемье никĕслевçисем. Çутçанталăкра та йăлтах мăшăрлă. Çумра ăнланакан, юратакан мăшăр пулни пурнăçри тумхахсене çĕнтерсе ăнăçу çулĕпе хăюллăн утма май парать.

Çакăн пек çемьесен шутĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Ирина Михайловнăпа Валерий Николаевич Алексеевсен туслă та ĕçчен çемйи, шăпах та вĕсемпе паллаштаратпăр сире ку хутĕнче. Кун пек маттур çемьесем таврара сайра. Чăннипех те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Алексеевсем. Алфавитра «А» малта, Алексеевсем ялта малта. Вĕсен çемйинче 3 ача: асли Дима 21 çулта, вăтамми Диана 19 çулта, кĕçĕнни — чун йăпатмăшĕ Даша - 9 çулта. Пурнăç вĕресе тăрать вĕсен çемйинче. Вĕсемпе кÿршĕллĕ пурăннă май çак çемье пурнăçĕ куç умĕнчех темелле.

Хальхи вăхăтра ывăлĕ Ди­ма Раççейри федераллă хăрушсăрлăх службин чикĕ хуралçисен Курганри институтĕн­че 5-мĕш курс­ра вĕренет. Шкулта вĕреннĕ чухнех маттур каччă спортпа туслă пулнă, самбо енĕпе тĕр­лĕ шайри ăмăртусене хутшăнса чылай хисеп хучĕсемпе наградăсене тивĕçнĕ вăл, Чăваш Респуб­ликин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă. Паянхи кун та унăн сăнÿкерчĕкĕ шкултан вĕренсе тухнă чи лайăх выпускниксен сăнÿкерчĕкĕсем хушшинче хисеплĕ вырăнта çакăнса тăрать. Хĕрĕ Диана Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, халĕ Хусанти патшалăх медицина институтĕнче 3-мĕш курсра аслă пĕлÿ илет. Кĕçĕнни Даша Вăрмарти шкулта 3-мĕш класра вĕренет.

Кивĕ Вăрмарта çитĕннĕ хĕр­пе каччă — Иринăпа Валерий 1995 çулта пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, тăван ялтах тĕпленсе пурăнма шутлаççĕ. Часах вĕсем уйрăм çурт туса тĕп килтен уйрăлса тухаççĕ. Паянхи кун тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ. Çемье пуçлăхĕ Валерий чылай çул «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фаб­рикинче водитель, агроном пулса вăй хунă. Ĕçре хастарлăхпа, пултарулăхпа палăрнăшăн чылай хисеп хучĕсемпе наградăсемпе чысланă ăна. Халĕ вара хăй хресчен-фермер хуçалăх пуçлăхĕ. 50 гектар ытла çĕр арендăна илсе кунта тĕш тырă çитĕнтереççĕ вĕсем. Лара-тăра пĕлмен харсăр Валерий Николаевич ĕçсĕр пу­рăнмаймасть, кил-хуçалăхĕн­чи техникăна яланах юсавлă тытать, типтерлĕ ĕçлеттерет. 2017 çулта акă ялти хăйсем пурăнакан Перспективная урамра çул сарас ĕçре активлăх кăтартрĕ В.Алексеев. Çак урамра пурăнакансем çул сарма укçа пуçтарнă пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕçе вара Валерий Николаевич хăй йĕркелесе пычĕ. Хăйĕн КамАЗ автомашинипе вак чул, кирпĕч турттарчĕ. Вăл çине тăман пулнă пулсан çак çул пулмĕччĕ те.

Савăнăçра-и, йывăрлăхра-и — çумра унăн яланах тĕрĕс канаш паракан савнă мăшăрĕ Ирина. Ирина Михайловна 2007 çулхи январь уйă­хĕнчен пуçласа «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Районти çынсен пурнăçне, пурлăхĕпе харпăрлăхне тĕрлĕ инкек-синкекрен страхлассипе çыхăннă ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пырать вăл коллектив­па пĕрле. Темиçе хутчен те «Росгосстрахăн чи лайăх сот­рудникĕ» удостоверенине, «Страховани уйрăмĕн чи ла­йăх начальникĕ» ята, «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн директорĕн Кубокне тата ытти нумай наградăсене тивĕçнĕ вăл, пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Ирина Михайловна çаврăнăçуллă та пур çĕре те ĕлкĕрекен илемлĕ хĕрарăм, чылай çул ĕнтĕ вăл çăмăл машина рульне çирĕп алăра тытать. Малтанах вăл Хусанти механикăпа технологи техникумĕнчен вĕренсе тухнă, каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академи­йĕнчен биохими факультетĕнчен, Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн экономика факультетĕнчен заочно вĕренсе тухнă.

Иринăпа Валерий ачисен телейлĕ те ăнăçуллă пурнăçĕшĕн чунтан тăрăшаççĕ, вăхăтра кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ, пур енлĕн аталанма условисем туса пама тăрăшаççĕ. Канмалли кунсенче, çуралнă кунсенче вĕсен кил-çурчĕ хаваслă калаçу шавĕпе, савăнăçпа тулать. Август уйăхĕ вĕсен çемйине пĕрле пуçтарчĕ тейĕн. Дима Курганра вĕреннĕ май çур çулта пĕрре кăна килейрет тăван киле, августра унăн та, Дианăпа Дашăн та шăпах каникул вăхăчĕ пулчĕ. Ашшĕпе амăшĕшĕн, хĕрÿ вырма вăхăчĕ пулчĕ пулин те, ачисем пурте пĕрле пуçтарăнни пысăк савăнăç пулчĕ. Дима «Енисей» комбайнпа иртен пуçласа каçченех ашшĕпе пĕрле тырă вырчĕ. Диана кулинари енĕпе ăста пулнăран тутлă апат-çимĕç­пе савăнтарчĕ. Алексеевсен килĕ-çурчĕ, картишĕ те питĕ илемлĕ, типтерлĕ, пахчаçи­мĕç­сĕр пуçне йĕри-тавра илем­лĕ чечексем ешереççĕ.

Çуллан юлашки кунĕнче вара Валерипе Ирина Алексеевсем аслă ачисене пĕлÿ гранитне шĕкĕлчеме ырă сунса пиллесе çула ăсатрĕç. Ашшĕпе амăшĕн шучĕпе тăван кил ăшши ачисене пĕр çĕре пуçтарни пысăк телей.

«Пурнăçра кашни кунпа савăнма пĕлмелле, нихăçан та алă усмалла мар. Ума ларт­нă тĕллеве пурнăçлассишĕн яланах çине тăмалла, пĕр-пĕр­не хисеплемелле, çур сăмахранах ăнланмалла», - пĕлтереç­çĕ шухăшне хăйсен вăйне кăна шанма хăнăхнă Алексеевсем.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика