Сывă пурнăç йĕркин тĕп енĕсенчен пĕри сиенлĕ йăласенчен пăрăнасси пулса тăрать. Çын сывлăхне сиен кÿрекен йăласенчен чи анлă сарăлнисем — эрех ĕçни тата пирус туртни. Çынсем алкоголизм чирĕпе чирлесси хальхи пурнăçра чăнах та çивĕч ыйту шутланать. Эрехпе иртĕхекенсем вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлса каяççĕ, тĕрлĕ преступленисен шайĕ, тăлăха юлнă ачасен, сусăрсен, хăйсем çине алă хунисен шучĕ ÿснине, çемьесем арканнине, çынсен сывлăхĕ хавшанине тата ыттине те нумай чухне шăпах «симĕс çĕлен» алхаснипе сăлтавлаççĕ. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшса тата вилеслĕх палăрмаллах чактăр тесе çĕршывра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ çирĕплетнĕ. Çак проект тăрăх, тĕп вырăнта - çын сывлăхĕ. Анчах харпăр хăй сывлăхĕшĕн чи малтан çын хăй яваплă, эрех серепине те çын хăйех кĕрсе ÿкет. Ăçтан пуçланать-ха нумайăшне тĕп тăвакан çак чир? Çакăн пирки хаçат вулакансене «Республикăри медицина профилактикипе сыватакан физкультура тата спорт медицинин центрĕ» бюджет учрежденийĕн медицина профилактикипе ĕçлекен врачĕ Елена Михайловна Егорова ăнлантарса парать:
— Алкоголизм — чир. Унăн та пуçламăшĕ пур, вĕçĕ вара чылай чухне хурлăхлă пулать. Ку чир çын организмĕнче сисĕнкĕсĕр пуçланать. Кашни эрех ĕçмелли сăлтав вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чир умне илсе çитернине çын сисмесĕрех юлать. Тăтăшах эрех ĕçмелли тĕрлĕ сăлтав тупăнсах тăни е харпăр хăй çакна шырани ĕçке ерниех пулать. Шел пулин те, тăтăшах эрех ĕçекен çын çакă алкоголизм чирне куçнине йышăнасшăн мар.
— Елена Михайловна, алкоголизм чирĕн паллисемпе паллаштараймăр-ши?
— Чирĕн пуçламăшне тăруках уйăрса илме те йывăртарах. Алкоголизм чирĕ енне сулăннă çыннăн тăтăшах эрех ĕçес килнинчен палăрма тытăнать. Çак вăхăтра вăл хăй эрех ĕçнине тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăнтарать. Хăй сисмесĕрех тыткаларăшĕ улшăнать. Эрех çинчен калаçнă вăхăтра е кĕçех сĕтел хушшине ларса пĕр-пĕр уяв пулассине кĕтсе куçĕсем çиçме пуçлаççĕ, хаваслăх туйăмĕ çуралать, умĕнчи ĕçне хăвăрт вĕçлесе таçта васкама тытăнать. Унăн пĕтĕм шухăшĕ те хăвăртрах эрех ĕçме васкасси пулса тăни уççăнах сисĕнет. Сĕтел хушшинче е ытти çĕрте пĕр черкке ĕçсенех çын хăйне контрольлеме пăрахать, унăн татах та, пĕр вĕçĕмсĕр ĕçес килни палăрать. Вăл ним пĕлми пуличченех ĕçме пултарать.
— Мĕншĕн çакăн пек пулать-ха?
— Тăтăшах эрех ĕçнине кура организм хăнăхса каять те ытларах та ытларах çак шĕвеке ыйтма пуçлать. Ăна малтанхи виçи тивĕçтерме пăрахать, кун пек чухне организмра эрехрен хÿтĕлеслĕхĕ пĕтĕмпех пĕтет. Çын темĕн чухлĕ нумай ĕçсен те ăна хăстармасть. Çывăх çыннисем калани те уншăн ниме те пĕлтермест, мĕншĕн тесен сывлăх, çемье, ачасем хыçалти вырăна юлаççĕ, чи малта - эрех ĕçес килни кăна.
— Эрех ĕçекен çын çак тапхăрта чарăнма пултарать-и?
— Енчен те çын хăй çак тапхăра çитнине ăнланса илсе ĕçме чарăнсан унăн сывлăх та йĕркеленет, çемьере те харкашусем пулмĕç. Енчен те ĕçме чарăнмасан чир шала каять, алкоголизм иккĕмĕш стадине куçать. Ку вара уншăн питĕ хăрушă. Хăй сисмесĕрех вăл ытларах та ытларах эрех серепине çакланать.
— Елена Михайловна, калăр-ха, çак чир шала кайни ăçтан палăрать?
— Мухмăр чĕртни е пачах та мухмăр пулманни алкоголизм чирĕ аталанса çитни пирки калать те. Çын мухмăр чĕртес тесе эрехшĕн хыпаланса çÿрени чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерет. Сывă çын мĕнле те пулин сăлтава пула малтанхи кун нумай эрех ĕçрĕ пулсан тепĕр кунне эрех çине пăхма та пултараймасть, эрех шăршине те чăтаймасть. Эрех чирĕпе чирленĕ çын вара тÿрех эрех патне туртăнать. Çакă вара уншăн вăхăтлăх кăна савăнăç кÿрет, ун хыççăн вăл каллех эрех ĕçме сăлтав шырама тытăнать. Каллех... Каллех... Çапла вара çын ĕçкĕ чирĕпе аптăрамах пуçлать. Вăл пĕрер уйăх таран та ĕçме пултарать. Çак чир унăн кăмăлĕнчен те вăйлăрах пулса каять. Анчах та вăл хăй чирлине нихăçан та йышăнмасть. Çывăх çыннисем асăрхаттарнине вăл хăйне вăрçни пек йышăнса çилленет.
— Çын нумай вăхăтчен эрех ĕçсен унăн организмĕнче мĕнлерех улшăнусем пулса иртеççĕ?
— Нумай вăхăт эрех ĕçсе пурăнни çын организмĕнче йĕр хăвармасăр иртмест. Йывăр чирсем /пĕвер циррозĕ, чĕре чирĕ, сосудсем сиенленеççĕ, апат пырĕн ракĕ\ пуçланса çын инвалид пулса юлать е вилме те пултарать. Пуç миминче те улшăнусем пулса иртеççĕ. Çын суйма пуçлать, часах вĕриленсе каять. Эрех ĕçекен çын хăй ĕçни çинчен калаçма юратмасть, мĕншĕн ĕçнин сăлтавĕсене шырама пуçлать. Эрех ĕçнĕ вăхăтра намăс мĕнне пĕлми пулать, хăй мĕн тунине те ăнланмасть. Юлашки укçине ĕçсе ярса çемьене выçă хăварасси те уншăн нимĕн те мар, вăл пурпĕрех нимшĕн те кулянмасть, пур енчен те хăйне тĕрĕс тесе шухăшлать, ĕçсĕр тăрса юлсан та уншăн вăл сăлтав тупать. Çакна чăтайманнипе çемье те арканать.
Сăмах май, эрех ĕçни тата çын ÿт-пÿ енчен хутшăнни те пĕр-пĕринпе çыхăннă, мĕншĕн тесен 1 грамм этанолта 7 калори шутланать. Ĕçекен çын хăй мĕн чухлĕ апат çинине контрольлесе тăмасть, пылак эрех те кĕлетке илемлĕхне сиен кÿрет.
— Мĕнлерех çынсем ытларах алкоголиксем пулса каяççĕ-ха?
— Алгоголизм вăл вĕçне-хĕрне пĕлмен чир. Унпа арçынсем те, хĕрарăмсем те чирлеççĕ. Вăл ăçта ĕçленине те, миçе çултине те тиркесе тăмасть, пурин çумне те çыпăçма пултарать, çав шутра ачасене те. Нумайăшĕ мана ку чир ерес хăрушлăх çук тесе хăйне лăплантарать. Кăлăхах: тăтăшах эрех ĕçсен вăл никама та тиркемест, çын алкоголик пулса тăрать. Пуç шăммипе мимине суранлатсан та, генетика та эрех чирĕ патне туртма пултарать. Ачасем ашшĕ-амăшне курса та эрех ĕçме пуçлаççĕ. Малтанлăха вĕсене эрех ĕçни лайăх пек туйăнать, каярах вара эрех туртăмне кĕрсе ÿкнине хăйсем те сисмеççĕ.
— Алкоголизм чирĕнчен сывалма пулать-и? Унран хăтăлас тесен мĕн тумалла?
— Шел пулин те, алкоголизмран сывалма йывăр, вăл ĕмĕрлĕх диагноз. Унăн икĕ çул-йĕр: пĕри — тăна кĕрсе эрех ĕçме пăрахса йĕркеллĕ пурăнасси, тепри - чире кайса вăхăтсăр вилесси. Çын алкоголизм чирĕ умне çитсен нихăçан та кăштах ĕçме пĕлмест, вăл нумайрах та нумайрах ĕçме туртăнать. Пĕр тумлам та ĕçмесен кăна чире чарса лартма пулать. Çакна çыннăн кам та пулин каланипе мар, хăйĕн ăнланса илмелле е ятарлă врачран пулăшу ыйтмалла. Çак вăхăтра пĕр черкке сыпсанах вăл ĕçсе кайма пултарассине асрах тытмалла. Мĕншĕн тесен эрех ĕçмесĕр 5, 10, 15 çул пурăнсан та çын ĕçсе кайма пултарать. Çавăнпа та пĕр тумлам та эрех сыпмалла мар. Çиелтен пăхсан нимĕн те мар пек. Ĕçме пăрахма çăмăл пулсан та пĕр тумлам та çăвара хыпмасăр пурăнма йывăр. Чăмлака хăнăхнă пĕчĕк ачаран ăна туртса илсен вăл кунĕпе те макăрма пултарать, ăна вара чăмлаксăр пурăнма хăнăхтармалла. Эрех ĕçекенпе те çакăн пекех. Эрех ĕçмесĕр пурăннă вăхăт алкоголикшĕн çав тери кичем, никампа та калаçмаççĕ, тунсăх пусса илет. Лăп та шăп çак вăхăтра вĕсене хăйсен малтанхи юлташĕсем урă пурнăçран пăрса яма пултараççĕ. Эрех ĕçме сĕнеççĕ. Çакăн пек йывăр вăхăтра алкоголике çывăх çыннисем пулăшни питĕ кирлĕ. Малтан вăл мĕнле пурăннине аса илтермелле мар, эрех пирки те килте калаçмасан лайăх. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах хăна чĕнсе сĕтел хушшине ларасран асăрхансах тăмалла. Тепĕр чухне психолог патне кайса килсен те аван. Эрех çинчен шухăшлама вăхăт памасăр мĕнпе те пулин интереслентерсех тăмалла.
— Елена Михайловна, эрех ĕçме пăрахас шухăшлисене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Пĕр инкекрен те харпăр хăй вăй хумасăр хăтăлма пулмасть, çавăнпа та йывăрлăха çĕнтерме яланах хатĕр пулмалла. Эрехрен пĕтĕмпех хăтăлса çитсен сирĕн пурнăçăр тĕпренех улшăнать. Пурнăç çине те урăхларах пăхма тытăнатăр, пурнăçри тĕллев те уççăн курăнать. Çемьере тăнăçлăх хуçаланма тытăнать, ачасем те эсир эрех ĕçнинчен асапланма пăрахĕç. Ашшĕ-амăшĕ юнашар пулни вĕсемшĕн чи лайăххи. Урă пурнăç йĕркине тытса пынинчен ырри çук.
Сăмаха хамăр ентешĕн — Валентина Николаевна Христофорова сăвăçăн — «Ан ĕçсем эрех» текен çав тери витĕмлĕ, паян хускатнă темăпа шăпах та килĕшÿллĕ хайлавĕпе вĕçлес килет.
«Пит ирех мухмăрлă Сăрнаккай,
Ĕнер ĕçнĕ эрех пит нумай.
Пурăнать пурнăçа хăйне май,
Мухмăра чĕртсен пулĕ самай.
Кам парать пĕр чĕркке мухмăра:
Ялкăшать çулăмпа ун ăшра.
Çăварта типсе ларнă чĕлхи,
Çук, юлман-çке пачах эреххи.
Хырăм выçă, мĕскер çимелле?
Камран-ши çыртмалли илмелле,
Туртмалли те ăçтан тупмалла?
Пурнăç кайрĕ йăлтах тăвалла.
Ан ĕçсем эс, юлташăм, эрех,
Мухмăр пулĕ ĕçсессĕн каллех.
Урăлла пурăнма аванрах,
Шутласамччĕ çакна лайăхрах».
«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.