jrEUdqbTdAU«Çын ĕçпе илемлĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Çак сăмахсем çумне тата сывлăхлă та тесе хушас килет. Чунтан килĕшекен ĕç илем кăна мар, сывлăх та парать, кăмăла та çĕклет, хăвна телейлĕ туятăн», - пĕлтереççĕ хăйсен шухăшĕсене Кавал ялĕнче пурăнакан Рена Васильевнăпа Петр Анатольевич Кудряшовсем. Вĕсене Кавалти «мичуринецсем» тесех калас килет.

Август уйăхĕ пире пахчаçимĕçпе, улма-çыр­лапа савăнтарать. Кудряшовсен сад-пахчи те кĕр­кунне çывхарса пынă май тĕрлĕ тĕслĕ çимĕçсемпе тулать. Шăп та лăп чылай çимĕç пулса çитнĕ вăхăтра кунта курмалли, тутанса пăхмалли темĕн те пур. Садра шултра йышши сли­ва, алыча, сырлан /облепи­ха\, абрикос, груша, панулми, черешня çитĕнет. Чи нумаййи кунта вара иçĕм çырли /виноград\. 60 ытла сорт. Юлиан, Дубовский розовый, Потомок Ризамата, Сенсация, Фурор, Аладдин, Пестрый, Блестящий тата ыттисем те пур кунта. Пирĕн патĕнче кăнтăрти пекех аванах пулса çитĕнеççĕ. Август вĕçнелле пулса çитеççĕ. Тĕрлĕ селекционерсемпе çыхăну тытсах тăрать Петр Анатольевич, çĕнĕрен çĕнĕ сортсемпе ĕçлет. Килĕпе юнашарах тепĕр çĕр вырăнĕ илнĕ вăл. Кунта абрикос, груша, черешня, алыча, улмуççи хунавĕсем — пĕр пахча.

Петр Анатольевич Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан совхозра стройкăра ĕçленĕ, ун­тан салтака кайнă. Службăран таврăнсан совхозра ферма заведующийĕнче, стройкăра, монтажникре вăй хунă, хăмла татмалли агрегатпа /ЧХ/ хăмла татнă. Чи пысăк кăтартусемпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Ĕçленĕ хушăрах Вăрнарти совхоз-техникума ку­çăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çапла вара пенсие тухичченех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен йывăç-курăксемпе аппаланма юратнăран пуль, унăн яланах сад-пахчара хăйнеевĕрлĕ сортлă йывăçсем ÿстерес килнĕ. 1990 çулсенче вăл йывăçсемпе ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра ытларах çĕршыври паллă селекционерсемпе çыхăну тытса ĕçлет. Хăй тĕллĕн питех те нумай вулать, нумай пĕлет, çĕнĕлĕхсенчен юлмасть. Районти, республикăри нумай сад-пахчаçăсемпе çыхăну тытсах тăрать, вĕсенчен те çĕннине пĕлет, хăй мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентет. Улма йывăççи тата пахчаçимĕç енĕпе вĕрентекен институтсенчен кĕнекесем ярса параççĕ ăна. Вăл вара вĕсемпе туллин усă курса хамăр вырăнта ĕрчеме пултаракан çамрăк хунавсем сыпса çитĕнтерет. Петр Анатольевич йывăçсем пирки каласа панине итленĕçемĕн итлес килсе тăрать. Вăл çак ĕçе чунтан юратнипе пурнăçлани палăрать. Юратса, ăшă кăмăлпа ÿстереççĕ Кудряшовсем йывăç хунавĕсене. Çемье чăннипех те çĕр ĕçне юратса, чунтан парăнса ĕçлени куç кĕрет. Рена Васильевна Кĕтеснер ялĕн­че çуралса ÿснĕ. Вăл мăшăрне сăмахсăрах, куçран пăхсах ăнланать. Яланах ăшă сăмахпа та, ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та пулăшу кÿрет. Вĕсен тăватă ача — виçĕ хĕр те чи кĕçĕнни — ывăл /Марина, Надеж­да, Валентина, Дмитрий\. Хĕрĕсем кашниех çемьеллĕ, уйрăмшарăн пурăнаççĕ, икшер ача çитĕнтереççĕ. Маринăпа Валентина хĕрĕсем сăнĕпе пĕрешкелех, ашшĕне хывнă. Ялта вĕсене хăшĕ-пĕри уйăраймасть те иккен. Тăван килĕ яланах туртать вĕсене хăй патне. Уйрăмах çулла. Чылай ĕç туса пулăшаççĕ ачисем ашшĕпе амăшне. Ачисемпе мăнукĕсем киле килсен Кудряшовсен сад-пахчийĕ, кил-çурчĕ ачасен хаваслă сассийĕсемпе тулать.

«Хамăрăн ачасем питех те лайăх, мăнуксем татах та ла­йăхрах. Вĕсене курсан чунра савăнăç кĕвви вылять, пурăнас килет, вăй-хăват кĕрсе татах та хавхаланса ĕçлес килет. Мăнуксене хамăр çитĕнтернĕ тутлă улма-çырлапа сăйлас килет. Тен, вĕсем пирĕн ĕçе малалла тăсаканĕсем пулса çитĕнĕç», - теççĕ Кудряшовсем.

Вĕсем çитĕнтернĕ улмуççисем пирĕн районти, республикăри чылай сад-пахчинче хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. «Киле килсех туянса каяççĕ, саккассем те нумай. Хамăр район, республика çыннисем кăна мар, ытти çĕртен те килеççĕ. Темиçе çул каялла çамрăк улмуççисем илсе кайнисем панулмисене тутанса пăхма илсе килни хама та савăнтарчĕ, татах та ĕçлеме хавхалантарса ячĕ»,-тет Кавалти «мичуринец». Вĕсен калаçса тăма вăхăт та çук. Апла пулин те йывăçсене еплерех лартса çитĕнтермеллине кашни туянакана тĕплĕн каласа ăнлантарма вăхăт тупаççех.

П.Кудряшов ял активисчĕ те. Ялти ĕçсене час-часах хутшăнать. Пĕлтĕр, акă, Кавалта çĕнĕ чиркÿ уçăлчĕ. Петр Анатольевич ăста строитель пулнă май чиркÿ хăпартнă чухне тĕрлĕ ĕçре хастарлăх кăтарт­рĕ. Петр Анатольевич çутçанталăка юратать, вăл паракан пуянлăхпа усă курма, илемĕпе киленме пĕлет. Час-часах кăмпана, пулла çÿрет вăл. Тĕрлĕ сиплĕ курăк пуçтарса килти чей те тума пĕлеççĕ вĕсем.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ яланах ачисемпе мăнукĕсене ăшпиллĕн кĕтсе илеççĕ, йышлă тă­ванĕсемпе хăнисене те хапăл тăваççĕ.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика