Хисеплĕ вулаканăмăрсем, районти ĕçчен çемьесемпе малалла тĕл пулнă май ку хутĕнче сире Саруй ялĕнче пурăнакан Ирина Ивановнăпа Владимир Петрович Ефимовсен çемйипе паллаштаратпăр.
Çемье пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çыннăн тавракурăмĕ шăпах çемьере йĕркеленет. Эпир хамăра пурнăç тăршшĕпех мĕнле туясси те чылай чухне çемьери тăнăçлăхран килет. Çемье вăл – пирĕн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем, пиртен кашниех хамăра чăннипех те телейлĕ туйма кирлĕ пĕчĕк те ырă тĕнче, вăл пире тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хÿтĕлет, пурнăç савăнăçне парнелет, пирĕншĕн пуриншĕн те шанчăклă тĕрек. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерес килет: «Çемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: çемье вăл – халăх чаракĕ. Çак пурлăха сыхласа пурăнăр, çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар». Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çак сăмахсене пĕр ĕмĕр каяллах çырса хăварнă пулин те паянхи кун та вĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Саруй ялĕнче пурăнакан Ирина Ивановнăпа Владимир Петрович Ефимовсен туслă та ĕçчен çемйи вĕсене тĕпе хурса пурăнать. Иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулса пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăннăран ялти тĕреклĕ çемьесен шутĕнче вĕсем паянхи кун. Паллах, ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть...
Çитĕнсе çитнĕ Саруй каччи Владимир Çĕрпÿ районне кĕрекен Славаш ялĕнчи илемлĕ хĕре — Иринăна пĕрре курсах куç хывнă. Ирина та пулас мăшăрне чунтанах килĕштернĕ. Юлташĕсен туйĕнче тĕл пулса пĕр-пĕрне тÿрех кăмăлланă çамрăксем. Çапла пысăк юрату туйăмĕпе 1993 çулта пĕрлешеççĕ. Тĕп килте 10 çул пурăннă хыççăн вĕсем уйрăм çурт лартса çĕнĕ йăва çавăраççĕ. Çурт лартма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Владимир Петрович 12 çул Мускавра ĕçленĕ, малтанах лифтсем ĕçлеттерсе яракан «Лифтмонтаж» предприятире, унтан «ЗИЛ» заводра тĕрлĕ саппас пайсем тунă çĕрте вăй хунă, çав вăхăтрах çемйине курма килсех çÿренĕ. Ирина Ивановна Саруйĕнчи ача садĕнче воспитателĕн кĕçĕн пулăшуçи, завхоз пулса ĕçленĕ /шел пулин те, ача сачĕ халĕ ĕçлемест\. Ача садĕнче ĕçленĕ вăхăтра та укçа-тенкĕ тумашкăн Хусана çĕрулми сутма чылай çÿренĕ. Каярахпа «Поддержка» страховани компанийĕнче страхлакан агентра тăрăшнă, лайăх кăтартусемпе ĕçлесе чи лайăххисен шутĕнче пулнă, çавна май хисеп хучĕсене те тивĕçнĕ. Халĕ вара пĕрле ĕçлеççĕ: 2011 çултанпа кăçатă йăвалаççĕ. Саруй ялĕнчех пурăнакан кумĕсем — Валентинăпа Виталий Архиповсем вĕрентнĕ иккен вĕсене çак ĕç вăрттăнлăхĕсене. Халĕ хăйсем те хуть те кама та вĕрентейреççĕ пулĕ кăçатă тума. Çулла та, хĕлле те ĕç пур. Ачисем те пĕлеççĕ çак ĕçе тума, апла пулин те аслисем кашниех хăйĕн çул-йĕрне суйланă. Асли Екатерина 26 çулта, вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи педиатри факультетĕнчен тухтăра вĕренсе тухнă, çемьеллĕ, Шупашкарта ача-пăча тухтăрĕ пулса ĕçлет. Вĕсен çемйинче Аннушка хĕр çитĕнет. Саша ывăлĕ 24 çулта, вăл, акă, нумай пулмасть кăна Чĕмпĕр облаçĕнчен сывлăшпа десант çарĕсенчен контракт мелĕпе иртнĕ службăран таврăннă, вăл та çемьеллĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Сережа 11 çулта, Пысăк Енккасси ялĕнчи вăтам шкула 5-мĕш класа кайма хатĕрленет.
Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани парассишĕн, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшассишĕн чунтанах тăрăшаççĕ. Кукаçипе кукамай пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вĕсем, кĕçех асаттепе асанне ятне илтме хатĕрленеççĕ.
Владимир Петрович Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн 8-мĕш округри /Саруй ялĕпе\ депутачĕ, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Пултарулăхне, тăрăшулăхне кура ăна ял старостине те суйланă. Пысăк Енккасси шкулĕнчи Ашшĕсен Канашĕн председателĕн заместителĕ те вăл. Кăçал, акă, Саруйсен ял уявĕ те нихçанхинчен аванрах иртрĕ темелле. Ку ĕçре ял старостин тÿпи пысăк. Уявччен маларах вĕсем Саруйне пырса кĕнĕ вырăнта «Ырă сунса кĕтсе илет сире Саруй ялĕ» ятпа баннер вырнаçтарчĕç. Уявра шăпах ăна уçрĕç те. «Ял халăхне пĕр тĕвве пуçтарма çăмăл мар, ял уявĕсем вара пире пĕр-пĕринпе çывăхланма, пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшаççĕ», – пĕлтерет хăйĕн шухăшне Владимир Петрович. «Обществăлла ĕçсене килтисенчен те мала хурать мăшăрăм», - сăмаха тăсать арăмĕ. «Владимир Петрович яланах ялти лару-тăрупа интересленсе тăрать, ял халăхне канăçсăрлантаракан ыйтусене епле те пулин татса парас тесе пĕрле канашлать, пăшăрханать», – ыррине кăна калать В.Ефимов пирки Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Александрова.
Ирина Ивановна ырă кăмăллă мăшăр тата çепĕç чунлă амăшĕ пулнисĕр пуçне ĕçчен те илеме юратакан хĕрарăм. Кил умĕнче, картишĕнче, пÿртре тĕрлĕ тĕслĕ хăй çитĕнтернĕ илемлĕ чечексем ешереççĕ. Чечек калчисене вăрăран хăйех ÿстерет вăл. Унта-кунта кайсан та илемлĕ чечексем курсан пĕр укçа хĕрхенмесĕрех вĕсене туянса таврăнать. Ал ĕç тума та ăста, кăçатсене илемлетсе тĕрлет, салфеткăсем çыхать. Ирина Ивановна кил ăшшине упраканĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ канмалли кунсенче Ефимовсен кил-çурчĕ ачисемпе, тăванĕсемпе тулать. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем, йывăр вăхăтра чуна амантмалли сăмахсемпе ыраттармаççĕ, ăшă та хавхалануллă туйăмпа çĕклеççĕ, вăй-хал хушаççĕ. Çапла пулмалла ĕнтĕ чăн-чăн çемьере.
«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.