IMG 1123Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ çав тери анлă. Чăнах та, çĕр çине килнĕ пĕчĕк пепке тÿрех ачашлăх кĕтнине, тахçанах ача амăшĕ пулнă май, эпĕ те питĕ лайăх туйса илнĕ. Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан пирĕн вĕсене кирлĕ пек пăхса çитĕнтермеллех. Кашни ача ăшă çунат айĕнче пулмалла.

Шел пулин те, тепĕр чухне пур ачана та çак телее курма шăпа пÿрмен пулĕ çав. Ача çуратса пурнăç çавăрас тесе пурăнакан ашшĕ-амăшĕсемех хăш чухне эрех серепине çакланаççĕ, ачисене хĕн-хур кăтартса пурăнма тытăнаççĕ. Теприсем синкерлĕ ĕçсем туса «йĕп­лĕ пралук» леш енне лекеççĕ. Виççĕмĕшĕсем сисĕнкĕсерех пурнăçран уйрăлаççĕ. Çапла вара ачасем пĕчĕкренех ăшă туйăмсăр, тĕрексĕр те хÿтлĕх­сĕр тăрса юлаççĕ, интернатсене лекеççĕ. Унти пурнăç начар теместĕп-ха эпĕ, анчах та ачасене çемье кирлех.

Юлашки çулсенче тăлăх ачасене пат­шалăх енчен нумай тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем çемьере çитĕнччĕр тесе ачасене усрав çемьесене вырнаçтараççĕ. Кун пек çемьесем пирĕн районта 2019 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 63. Вĕсенчен пĕри Ыхра­çыр­ми ялĕнчи Лидия Алек­санд­ровна Рыжова çемйи. Вĕ­сем, мăшăрĕпе Александр Даниловичпа иккĕшĕ канашласа тăлăха юлнă ачасене 2005 çултанпах хăйсен çунаттисем айне илме пуçланă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Паянхи куна вĕсем хăйсен 4 ачисемсĕр пуçне тепĕр 11 ачана ăшă ту­йăм парнеленĕ.

Чи малтанах икĕ хĕр — 12 çулхи Аннăпа 15 çулхи Любăна киле илсе килсе пурăнма тытăннă. Çын ачисене хăнăхма малтанах йывăрлăхсем пулнине те палăртаççĕ. Анчах та çемьери тăнăçлăх çак йывăрлăха çĕнтерме май панă вĕсене. Çав çулах 8 çулхи арçын ача — Гена хÿтлĕх тупнă вĕсен килĕнче. Хăйсен 4 ачипе усрав ачисем те хăвăртах пĕр чĕлхе тупса туслă пурăнма тытăннă. 2006 çулта вара 9 уйăхри Ваньăпа тин çеç 1 класс вĕренсе пĕтернĕ Ольга кил-çурта илем кÿнĕ. «Ачасен савăнăçĕ пĕтĕмпех ăшă юратура», – тенĕ пек, вĕсене пурне те Лидия Александровнăпа Александр Данилович хăйсен ăшă кăмăлĕпе çупăрланă. Утьăкка та сиктернĕ, сахал мар юмах та вуланă, кашни ир шкула ăсатнă, ĕçе те хăнăхтарнă. Аслăрах çула çитсен ачисем Шупашкар хулине професси илме вĕренме тухса кайнă. Ÿссе çитĕннисем хăшĕсем çемьеллĕ пулсан та вĕсем патне килсех çÿреççĕ. «Асаттепе асанне» тесе чĕнекен мăнукĕсене те вĕсем хаваспах кĕтсе илеççĕ.

Пурнăç малаллах шăвать, 2011 çулта Маратпа Галина, 2014 çулта Даниил, 2015 çулта Иринăпа Настя тата Илья хутшăнаççĕ вĕсен ăшă йă­вине. Эпĕ вĕсен килĕнче пулнă кун ачисем кĕшĕлтетеççĕ кăна, пĕр мăнукĕ те вĕсенчен юлмасть. Ваньăн çуралнă кунĕ пулнă май пурте пуçтарăннă. «Анне, атте», — тесе çеç тăраççĕ. 11 ачаран паянхи куна килте пурăнаканни 5 ача, вĕсенчен 4-шĕ çул çитменнисем.

«Ача — Турă панă телей, вăл çут тĕнчене килнĕ пулсан уншăн аслисем яваплă. Енчен те çемьене усрама илнĕ пулсан эпир вĕсемшĕн икĕ хут та яваплăрах, мĕншĕн тесен килĕсенчен вĕсене пÿрмен телее пирĕн парнелемелле», — тет Лидия Александровна мăнукне ыталаса илнĕ май. Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен тесе ахальтен каламан ĕнтĕ, Лидийăна та пурнăç нумай «тĕрĕсленĕ». Йывăрлăхсем умĕн­че пуçне усман хĕрарăм ачасемшĕн чăн-чăн «ылтăн арча». Мĕн чухлĕ ăшăлăхпа пуянлăх унăн чунĕнче, çынна ырă тă­васлăх туйăмĕ те иксĕлми. Сăмах май каласан, хăйсен ачисем пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ вĕсен. Эльвира Шупашкар хулинче çемйипе тĕпленсе пурăнать. Владимир та хамăрăн тĕп хуламăртах çемйи­пе, тепĕр ывăлĕ Олег техникум вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕнче ку­çăмсăр майпа вĕренет, ĕç­лет те. Данила вара Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче 1 курс вĕренсе пĕтернĕ. Çăмăл атлетикăн вăрттăнлăхĕсене вĕ­­рен­се тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнать, тĕллевĕсем пысăк унăн.

Ĕçрен ÿркенмен çемье ки­лĕнче, ялти ытти çынсем пекех, выльăх-чĕрлĕх тытать, пах­чара тĕрлĕрен çимĕçсем çитĕнтерет. Садра та улмуççисем пысăк тухăç пулнăран çĕре çитиех авăнса лараççĕ. «Киле кĕрсен ача-пăча сасси лайăх тенĕ пек, вĕсен хаваслă сассисем, ахăлтатса кулни – пирĕншĕн вăл хăйех пĕр пысăк телей. Килтен тухса кайнисем ха­лĕ пĕр кĕрекене пуçтарăнсан: «Тавах сире пире тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕшĕн, ăса вĕрентнĕшĕн», – тесе калани савăнтарать. Эпир ĕçлени сая кайман пек туйăнать», – тет Лидия Александ­ровна сывпуллашнă май.

Ял аталанăвĕ çирĕп çемьере тетпĕр пулсан вĕсен ачисем те çемьеллĕ пулса малашлăхшăн тăрăшчăр. Çакă вара ăруран-ăрăва аталантăр.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА, кăларăма А.Николаева хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика