IMG 3443Кĕрхи ĕçсем пуçтарăнса пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем тахçанах пÿлмере, çĕр улми анисем те пушаннă. Уй-хирте кĕрхи юлашки ĕçсем пыраççĕ тесен те тĕрĕсех. Хальхи вăхăтра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем валли çĕр хатĕрлеççĕ те акаççĕ тата ытти те.

«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те çак ĕçсенех пурнăçлаççĕ темелле, вĕсемсĕр пуçне кунта кукурузăн юлашки гектарне вырса илсе силослăх хываççĕ. Хăйсен укçи-тенкипе туяннă 4-5 техника ĕçре хĕвĕшет. Пĕрисем – уйра, теприсем фермăра. Кукурузă пĕтĕмпе 80 гектар çинче çитĕннĕ. Силос тенĕрен вĕсен хуçалăхĕнче выльăх–чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрленĕ. Халĕ кукурузăран силос хываççĕ. Кунта умлăн-хыçлăн тулли автомашинăсем килсех тăраççĕ. Эпĕ вĕсен хуçалăхĕнче пулнă вăхăтра та М.Петров хăйĕн КамАЗ автомашиние пырса пушатрĕ, П.Семенов К – 700 тракторпа ăна меллĕн пусарса таптатса пырать. «Çанталăк çумăра кайиччен ĕлкерес тетпĕр-ха, çавăнпа пурте васкаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пуçĕ хушăнсах пырать те вĕсене хĕл каçарма сахал мар апат кирлĕ. Пĕр тĕрлĕ кăна апатлантарнипе сăвăм та, ÿт хушаслăхĕ те курăмлă пулмĕ. Вĕсене концентратлă апатпа апатлантармасан ÿсĕм пирки калаçмалли те çук. Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 500 пуç, çав шутра сăвакан 200 ĕне, çамрăк пăрусемпе пушмак пăрусем, самăртма хупнă вăкăрсем. Пĕтĕмпе хуçалăхра 3506 гектар ытла çĕр çинче акса-лартса илетпĕр. Унта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăк, пĕр çул çитĕнекен курăк, кукуруза тата ыттине те хамăра кирлĕ чухлĕ çитĕнтеретпĕр. Фермер ĕçне патшалăх пулăшмасăр, хамăр çеç тăрăшнипе пуçарса яма йывăртараххине пурте пĕлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен «2012-2014 çулсенче хресчен-фермер хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» программăна хутшăнса 5 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илни ура çине тăма самаях пулăшрĕ. Çак укçа çумне хамăр ĕçлесе кăштах пуçтарнисене хушса выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетме пултартăмăр тата выльăхсене хутăш апат хатĕрлеме техника туянтăмăр. Пресс-подбощик, погрузчиклă МТЗ трактор туянма усă куртăмăр. 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илтĕмĕр. Унпа та тĕллевлĕн усă курнă. Кивелсе çитнĕ витене реконструкциленĕ. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пĕрин хыççăн теприне çĕнетсе майлаштарса пыратпăр. Кашни çулах выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ытлă-çитлĕ апат хатĕрлени те пире ĕçре пулăшса пырать темелле. Хальхи вăхăтра 750-800-шер тонна сенаж вырнаçмалăх 4 вырăн, тепĕр иккĕшне кукуруза силоспа тултаратпăр. Ульяновскри сахăр заводĕнчен кăшман жомне турттаратпăр. «Сĕт ĕне чĕлхи çинче», тенĕ пек лайăх апатлантарсан сĕчĕ те ытларах пулать. Сĕт сутнăшăн пĕр литршăн 22 тенкĕ тÿлеççĕ. Пахалăхне кура 24 тенке ларать. Ĕçлемелле ĕнтĕ, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть», – тет Алексей Геннадьевич хуçалăхри ферма ĕçне йĕркелесе пырас енĕпе вăй хуракан управляющи. Çапла ĕнтĕ, ĕçе кăмăлтан, яваплăха туйса пурнăçласан йывăрлăх та сисĕнмест.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика