005Çыннăн пурнăçĕпе кăмăл-туйăмĕ чылай чухне кил-çуртри лару-тăруран килнине пурте илтнĕ ĕнтĕ. Кил-çурт тулашĕнче пире темĕнле йывăрлăхсем те сыхласах тăраççĕ, тăван кил вара — шăпах та çав йывăрлăхсенчен пытанмалли, канмалли, юратнă кулленхи ĕçсенче киленĕç тупмалли вырăн. Çавăнпа килте хăтлă та тирпейлĕ пулни кашни çыншăнах çав тери пĕл­терĕшлĕ. Хăтлăх кĕртме вара ытти япаласемпе пĕрлех илемлĕ те çирĕп сĕтел-пукан пулăшать.

Вăрмар поселокĕнче пысăк пахалăхлă сĕтел-пукан туса кăларас енĕпе «Уют» тулли мар яваплă общество ĕç­лет. Кунта халăхран саккас йышăнса кухня тата алăк кукри валли сĕтел-пукан пуххисем, пĕчĕк стенкăсем, çывăрмалли пÿлĕм валли гарнитурсем, купе-шкапсем тата ытти сĕтел-пукан та туса кăлараççĕ. Предприяти руководителĕ — Игорь Михайлович Федоров. Вăтакасра кун çути курнăскер Вăрмар поселокĕнче 1 номерлĕ шкулта пĕлÿ илнĕ вăл. Шкул хыççăн тÿрех Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики­не çул тытнă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçсене пурнăçланă вăл кунта, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, сĕ­тел-пукан ăсталас пултарулăхне кунран кун туптанă. Çара кайса килнĕ хыççăн та фабрикăнах таврăннă. Склад заведующийĕнче те, мастерта та, снабжени енĕпе те вăй хунă.

2004 çулта хăйĕн ĕçне пуçăнма тĕллев тытнă — «Уют» тулли мар яваплă обществăна хута янă. Калама çăмăл та йывăрлăхĕсем пайтах пулнă пулĕ, ăна Игорь Михайлович хăй кăна пĕлет. Çапах та яваплă руководитель парăнман, çулран çул предприятине малалла аталантарса пынă, паха продукци туса кăларнипе, туянакансем ыйтнине туллин пурнăçлама тăрăшнипе халăхра ырă ята тивĕçнĕ.

Хамăр районта, район ту­ла­шĕн­че, Тутар Республикинче пурăнакансем те кунта ятарласа килсе сĕтел-пукан саккас тăваççĕ. «Уют» ĕçченĕсем вара кашни çынна пысăк тимлĕх уйăрса кам мĕн ыйтнине кĕске вăхăтра хатĕрлесе-пуçтарса параççĕ, ĕç тата пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене туллин пăхăнса тăрăшаççĕ.

«Ĕç пурнăç тытать», — тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене шăпах та «Уют» тулли мар явап­лă общество ĕçĕ-хĕлĕ пирки те калама пулать. Райадминистрацин экономика аталанăвĕн тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, предприятин 2019 çулхи 8 уйăхра таварçаврăнăшĕ 1 миллион та 370 пин тенкĕпе танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 131,3 процент. Апла, «Уют» аталану çул-йĕрĕпе пырать. Ăнăçу вăрттăнлăхĕсенчен пĕри предприяти руководителĕн уçă кăмăлĕпе те çыхăннă пулĕ. Ырă çыннăн кăмăлĕ пĕтĕм çĕрте палă­рать тенĕ пек Игорь Михайлович та яланах пулăшма хатĕррипе уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, редакци «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнакансем хушшинче ирттерекен лотерея вылявĕнче те кашнинчех спонсорла пулăшу кÿрет. «Пулăшакана Турă пулăшать», – тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра предприятинче Игорь Михайловичпа пĕрле тăватă хастар çамрăк ĕçлет: Сергей Степанов, Евгений Романов, Александр Васильев тата Николай Егоров. «Пурте питĕ маттур, тытса курман ĕç çук вĕсен. Станок умĕнче те пултаруллă, сверлильщик ĕçне те пурнăçлаççĕ, хатĕр пайсен хĕррисене те çыпăçтараççĕ», — мухтарĕ вĕсене Игорь Михайлович. Хăйĕн мăшăрне тав тунине, Эльвира Григорьевна унăн сылтăм алли вырăнĕнчех пулса яланах пулăшма хатĕр­рине пĕлтерчĕ. Ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ Федоровсем, ачисем çемьеллĕ ĕнтĕ, Эльвира Григорьевнăпа Игорь Михайловича икĕ мăнук парнеленĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика