IMG 4335

Кашни çыннăн пурнăçĕ вĕрентекенпе çыхăннă — шкул çулне çитсен сумкка çĕклесе шкулалла утатпăр, унта ырă кăмăллă та пурне те ăнланма пултаракан вĕрентекен кашнине кĕтсе илет те партăсем хушшине лартать. «Вĕрентекен кун-çул сукмакне уçать», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Пĕлÿ тĕнчипе утма та вĕрентекенех пулăшать, пурнăçа хăнăхтарать.

Çакăн пек çынсем ĕçлеççĕ Кĕлкеш ялĕнче вырнаçнă Н.А.Афанасьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта. Вĕсенчен пĕри – 1984 çултанпах вĕрентекенре 35 çул вăй хуракан Юрий Николаевич Данилов. Тĕрĕссипе каласан, Юрий Николаевич шкул сукмакне 45 çул такăрлатать, мĕншĕн тесен вăл çакăнтанах 10 класс вĕренсе тухнă. «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă», - теççĕ Юрий Николаевич пек çынсем пирки. Ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл пĕр вăхăт тăван «Прогресс» хуçалăхра вăй хурать. Ун хыççăн, 1980 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе обществоведени факультетне вĕренме кĕрет. Ĕç кун-çулĕ унăн хăй вĕренсе тухнă шкултан пуçланать. Малтанах физкультура учителĕнче, унтан шкултах тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă хыççăн историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. 1997 çултанпа вара шкул «тилхепине» хăй аллине илнĕ – директорта ĕçлеме тытăннă. 22 çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать яваплă руководитель. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса сахал мар наградăланă. Ял халăхĕн хисепне тивĕçнине пулах вăл тăватă созывра Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те пулнă, спортпа та туслă, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Обществăлла ĕçсем те уншăн ют мар, ăçта мĕн хушаççĕ, çавна вăхăтра пурнăçлама тăрăшать мĕн ачаранах яваплăха туйса çитĕннĕ Ю.Данилов. Маларахри çулсенче шкул пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пулнă, ачасем те, вĕрентекенсем те йышлă пулнă. Пурнăç улшăннă май ачасен йышĕ чакнине кура шкула пĕчĕклетсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул туса хунă. Апла-и, капла-и - шкул пурпĕрех ĕçлет, пурнăçпа тан пырать. Районта иртекен пĕр мероприятинчен те айккинче тăрса юлмасть, тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малтисен ретĕнчен тухмасть. Çакна тума вара ĕçри ăста кадрсем – учительсем – тытса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри Юрий Николаевичăн чи çывăх çынни – мăшăрĕ – Мария Витальевна Данилова. Вăл юнашар ялта – Анаткасра кун çути курнă. Ялти ытти хĕр ачасенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман темелле. Анчах та вăйă выляма тăрсан вăл яланах «учитель» ролĕнче пулнă. Пĕчĕкренех ачасене вĕрентме юратнă. Анаткасри пуçламăш класран вĕренсе тухсан Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухать. Унтан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн шкулта ĕçлеме вырăн çуккине пула пĕр вăхăт Анаткасри библиотекăна çул тытать. Кунта ĕçленĕ вăхăтра вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. «Педагогика и методика начального образования» факультета вĕренсе пĕтерет. 1997 çулта Кĕлкешри Н.А.Афанасьев ячĕллĕ вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлÿ пама пуçлать те паянхи кунчченех çакăнта вăй хурать. «Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама кĕнеке нумай вулани çеç çителĕксĕр, чи кирли – кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни тата унăн кăмăл-туйăмне ăнланни», – тет Марина Витальевна хă­йĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă май. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕр çитĕнтернĕ, вĕсем шкул сакки çинчен тухса аслă пĕлÿ илме тĕрлĕ çĕре саланнă ĕнтĕ.

Сăмах май каласан, Юрий Николаевичăн пĕртăванĕсем – аппăшĕ Вера Николаевна тата йăмăкĕ Елена Николаевна та çак шкултанах пĕлÿ илсе вĕрентекен çулĕ çине тăнă. Дипломлă педагогсем иккĕшĕ те хăйсем вĕренсе тухнă тăван шкулта – Кĕлкешре ачасене вĕрентнĕ. Вĕсен ĕçĕ–хĕлĕ те ытларах шкулпа çыхăннă. Вера Николаевна, пĕтĕмĕшле илсен, 44 çул вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче вăй хунă. «Педагогика ĕçĕн ветеранĕ» ята ахальтен памаççĕ. Çак чаплă ята иличчен мĕн чухлĕ ĕçлесе хисепе тивĕçлĕ пулмаллине пурте пĕлеççĕ. Пурнăç çулĕн сукмакĕ Вера Николаевна Артемьевăна /Да­ниловăна\ Шупашкар хулине илсе çитернĕ. Малтанлăха вăл, хăйĕн ачисем пĕчĕкрех чухне, ача садĕнче вăй хурать. Каярахпа шкулта вĕрентме пуçлать. Сумлă ятсене те вăл Шупашкарти пĕр шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнипех тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ, халĕ вĕсене мăнукĕсем савăнтараççĕ.

Юрий Николаевичăн йăмăкĕ – Елена Николаевна Данилова /Смаева\. Аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплома алла илсен вăл та пĕр вăхăт Кĕлкешри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене вĕрентет. Каярахпа çемйипе Шупашкар хулине куçса каяççĕ, унта та вăл учительтех ĕçлет. Çав вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне татах та анлăлатса пырать. Алла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пултарни çинчен пĕлтерекен диплом илет. Çапла вара вăл ачасене тăван чĕлхене вĕрентессипе тăрăшать. «Ĕçне кура хисепĕ», - тенĕ пек унăн та ĕçри пултарулăхшăн панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем нумай. Каярахпа вĕсен çемйи Мускав хулине куçса каять. Унта вăл шкул çулне çитичченхи ачасемпе ĕçлеме тытăнать те паянхи кунчченех вăй хурать. Вĕсен камран тĕслĕх илмелли пурах. Пиччĕшĕ, Валерий Николаевич, пур енчен те пултаруллă, тытăннă ĕçе вĕçне çитерекен, каланă сăмаха çирĕп пурнăçлакан çын. Ял çинче ятлă-сумлă та хисеплĕ. Халăх шанăçне тÿрре кăлараканскер 22 çул ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Ĕçре уйрăмах палăрнăшăн вăл та нумай Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Спортпа туслăскер районта иртекен пĕр мероприятинчен те пăрăнса юлман: йĕлтĕрпе е çуран чупмалла, алă вăйĕ виçмелле-и, турник çинче туртăнмалла е тата ытти тĕрлĕрен ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче пулнă. Халĕ вăл Мус­кавра ĕçлесе пурăнать, унта та спортпа туслă, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухса ырă ята тивĕçет. Чи асли Даниловсен Луиза Николаевна, Патăрьелĕнчи пĕр аптекăра нумай çул ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Ашшĕ-амăшĕн килне манмасть, тăтăшах тăван ялне килсе çÿрет. Пĕтĕмĕшле илсен, тăван çĕр, тăван ял Даниловсене пурнăç çулĕ çине çапла кăларнă.

Шкула çÿренĕ çулсене кашни çынах аса илет. Пурнăçри пĕрремĕш ăс-хакăл никĕсне хывма пулăшнă, пĕлÿпе воспитани панă çынсем - вĕрентекенсем – яланах чĕрере. Тăван пек çывăхланса кайнă çынсене епле-ха чĕререн кăларса пăрахăн. Даниловсем те çакăн пек çынсем тесе шутлатăп. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Ял аталанăвĕ çирĕп çемьере», – тесе. Даниловсем те тăван ял аталанăвне хăйсен тÿпине хывнă тесе калас килет. Ашшĕ-амăшĕн ани-çаранне хыт-хурапа пустармаççĕ, кил-çур­тĕн­че çутă сÿнмест. Вĕсен пуçĕсенче – ăс, аллисенче – ĕç, паян тумалли ĕçе ырана хăвармаççĕ.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма Э.МИХАЙЛОВА проекчĕпе А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика