Инсульт чирĕпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа çак эрнере районти Культура çуртĕнче кашни çыншăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Республикăри клиника больници çумĕнчи юн тымарĕсен регионти центрĕн /Региональный сосудистый центр — РСЦ\ специалисчĕсем инсульт чирĕпе çыхăннă темăпа лекцисем вуласа пачĕç.
Мĕнле чир-ха вăл инсульт, мĕнле сăлтавсене пула çынна инсульт çапма пултарать, инсультпа чирлĕ çынна мĕнле пулăшмалла, ăна ура çине тăратма мĕн-мĕн тумалла — пухăннисем çак тата ытти ыйтусемпе тулли информаци илчĕç.
Чиртен вăл лекиччен маларах сыхланма тăрăшмаллине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Тĕлпулăва килнĕ специалистсем те инсульт чирне профилактикăламалли тĕп çул-йĕрсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕç. Мĕн сĕнеççĕ-ха вĕсем?
Чи малтанах инсультпа мĕнле категоринчи çынсем чирлеме пултарнине ăнлантарчĕç. Ку вăл диабетпа, юн пусăмĕ тата юнри холестерин йĕркеллĕ виçерен ÿснипе аптăракансем, 55 çултан аслăрах хĕрарăмсем, 65 çултан аслăрах çынсем. Йăхра инсультпа чирленĕ çынсем пулни те асăрхануллă пулма хистет.
35 çула çитсен кашни çыннăнах юн пусăмне тĕрĕслесе тăмалла. Вăл 140/90 виçерен пысăк пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Юнри холестерин мĕнле шайра пулнине тимлесе тăмалла. Сахăр диабечĕпе, чĕре чирĕсемпе нушаланакансене те инсульт çапас хăрушлăх пысăк.
Физкультурăпа туслă пулмалла, ытларах хускалмалла. Компьютер умĕнче пуçа пĕшкĕртсе ларни юн çаврăнăшне пăснине манмалла мар. Кунне 30-40 минутран кая мар уçăлса çÿремелле. Сиенлĕ йăласенчен — эрех-сăра ĕçессинчен, пирус туртассинчен — хăтăлмалла. Пирус туртнипе юн çăралать, çавна май инсультпа чирлес хăрушлăх 60 процент таран ÿсет. Стреспа çыхăннă лару-тăруран пăрăнмалла, лăпкă пулмалла. Унсăр пуçне çыннăн канмалли пирки те манмалла мар, талăкра 8 сехетрен кая мар çывăрмалла.
Тухса калаçакансем çын мĕнле апатланнин пĕлтерĕшĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Сĕтел çинче çуллă апат-çимĕç, çуллă аш-какай, çăмарта, сĕт продукчĕсем вырăнне пулă, пахчаçимĕç, улма-çырла, кĕрперен хатĕрленĕ апат пулсан аванрах. Самăрăласран асăрханмалла, çавăнпа апат-çимĕç калорилĕхне шута илмелле. Ÿт-пÿ виçи ытлашши пулни чĕре, юн тымарĕсем, çурăм шăмми, сыпăсем çине начар витĕм кÿрет. Специалистсем каланă тăрăх, нормăпа арçыннăн пилĕк таври 102 сантиметртан, хĕрарăмăн 88 сантиметртан ытларах пулмалла мар. Çÿлерех асăннă факторсем инсульт патне кăна мар, ытти чирсем патне те илсе çитерме пултарнине, çыннăн пурăнаслăх ĕмĕрне кĕскетнине пĕлтерчĕç вĕсем.
Мероприятине пĕтĕмлетсе район больницин тĕп врачĕ Наталья Алексеевна Светлова тухса калаçрĕ. «Инсульт йывăр чир пулин те нихăçан та пуçа усмалла мар. Республикăра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн регионти «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проект пурнăçланса пырать. Инсульт çапнă çынсене сыватма республикăри реабилитаци центрĕсенче хальхи йышши технологисемпе усă кураççĕ, пациентсемпе пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Инсульт хыççăн вăтамран кашни пиллĕкмĕш çын пĕтĕмпех сывалса малтанхи пурнăç патне таврăнать», — терĕ вăл.
Лекци хыççăн районти медицина ĕçченĕсен савăнăçлă концерчĕ пулчĕ. Унтан пурте пĕрле урама тухса тÿпенелле çутă кăвак тĕслĕ шарсем /ку вăл инсультпа кĕрешессин символĕ\ вĕçтерчĕç. Çавăн пекех пухăннисем хăйсен юн пусăмне виçтерме, инсульт темипе районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕнекесен куравĕпе паллашма пултарчĕç.
Сывлăх пулсан эпир пуян
Сывлăх сыхлавĕ пирки юлашки вăхăтрах нумай калаçатпăр, мĕншĕн тесен çын сывă пулсан ачасем те сывă çуралаççĕ, вилеслĕх те чакать. Сывлăха лайăхлатас тĕллевпех пирĕн республикăра «Развитие системы оказания первичной медико-санитарной помощи» регионти проект лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Республикăри онкологи диспансерĕн пирĕн районти врач-онколог Надежда Иллариевна ВАСИЛЬЕВА пациентсене хăйсен сывлăхне упрамаллине палăртса çапла калать:
«Республикăри онкологи диспансерĕ усал шыçăпа чирленĕ çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет. Онкологи служби 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан чылай лайăхланнă.
Республикăри онкологи диспансерĕ кашни районти онкологи врачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çын хăйне мĕн те пулин канăçсăрлантарсан малтанхи утăмне районти больницăран пуçлать. Хăйсен участокри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне пырса пулăшу ыйтсан, вĕсем ăна тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн ăçта каймаллине палăртаççĕ. Шел пулин те, хăшĕсен онкологи врачĕ патне килме тивет. Пирĕн районти больницăри поликлиникăра вăл тăваттăмĕш хутри 427-мĕш кабинетра вырнаçнă. Пациентсене чи малтанах çакна каласа хăварасшăн: енчен те сире онкологи врачĕ патне каймалла тесен тăруках пăшăрханса ÿкме ан васкăр. Кунта килме калани вăл «приговор» мар. Чире маларах тупса палăртсан сывалма та çăмăлтарах пулĕ. Тупса палăртнă пур шыçă та усалли пулмасть, вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Çавăнпа та ытлашши вăраха каймасăр врач патне килмелле те хăвăра тĕрĕслеттермелле. «Усал шыçă», - тесе диагноз лартсан хăвăрăн ума çирĕп тĕллев лартмалла та чире хирĕç кĕрешме пуçламалла. Кашни çыннăн кăмăл-туйăмĕ тĕрлĕрен-ха ĕнтĕ, çапах те кăмăла хытарса, шăла çыртса чире хирĕç кĕрешекенсем çĕнтереççех.
Республикăри онкологи диспансерĕ халĕ ку чирпе кĕрешессин методикине нумай лайăхлатнă. Тĕслĕхрен, усал шыçăсене тупса палăртмалли генетика тĕпчевĕсене ĕçе кĕртнĕ. Операцисем тунă çĕрте те çĕнĕ оборудованисемпе усă кураççĕ. Пĕлтĕртенпе иммуноцитохими тĕпчевĕсене ĕçе кĕртнĕ. Диспансерăн шалти эндоскопи диагностикин тата хирурги уйрăмĕнче эндосонографи мелĕпе тĕрĕслеме май паракан çĕнĕ ăру аппаратне вырнаçтарнă тата ытти çĕнĕлĕхсене те чылай пурнăçа кĕртнĕ. Çавăнпа та врач патне килсе тĕрĕслеттерме хăрамалла мар. Мĕн те пулин канăçсăрлантарсан диспансеризаци вăхăтне кĕтсе лармалла мар, тÿрех больницăна çул тытмалла. Врачсем мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламалла, эрех-сăрана пачах та тутанмалла мар, тĕрĕс апатланмалла, хусканура пурăнмалла. Сывлăх пулсан эпир пуян пулнине манмалла мар».
«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.