Çулталăк вĕçленсе пынă май ĕç коллективĕсенче кăна мар, районсенче те çул пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунччен пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Пирĕн районта та иртнĕ кунсенче çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Районти мĕнпур çĕр ĕçченĕ культурăпа кану çуртне пуçтарăнса уççăн калаçрĕç, пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашрĕç, саламларĕç, иртнине аса илчĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем йывăр вăхăтра çухалса каймасăр, хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене пурте пур шухăшлăн ăнăçлă пурнăçласа пычĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама вара вĕсене ĕçри кадрсем татса пачĕç.
Паян сăмахăм «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшуллă вăй хуракансенчен пĕрин çинчен пырĕ. Ку вăл алă усса ларма хăнăхман, ĕçе юратакан Алевтина Анатольевна Ефимова /Алексеева\. Вăл Çитмĕш ялĕнче ĕçчен те пултаруллă Ольга Ивановнăпа Анатолий Алексеевич Алексеевсен йышлă çемйинче ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕ – механизаторта, амăшĕ – дояркăра ĕçленĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕ, шăллĕпе йăмăкĕ те пултаруллă та харсăр çынсем. Алевтина та вĕсенчен пĕрре те юлман ĕçре те, вĕренÿре те яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă. Эпĕ те, çак йĕркесене çыраканскер, Алевтинăпа пĕр класра вĕреннĕрен вăл мĕнлерех пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕскер, Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Ăна направленипе Орлов облаçне яраççĕ. Унта пĕр вăхăт ĕçлесен тăван тăрăхах таврăнать те районти ремонтпа строительство участокĕнче /РСУ\ экономистра вăй хурать. Пурнăç улшăнса пынă май предприяти хупăнать. Унтан Алевтина Анатольевна районти автотранспорт предприятийĕнче /АТП\ кондуктор, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе /ГСМ\ ĕçлекен техник, бухгалтер пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Сăнпа пăхсан çулне кура мар Алевтина Анатольевна, вăр-вар та правур. Мĕн пуррипе, пĕлнипе çырлахса лараканни мар, малаллах талпăнать. Тивĕçлĕ канура пулин те çамрăксемпе тан «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне пĕр кун сиктермесĕр ĕçе çÿрет. Килте те пахча-çимĕç туса илет, картишĕнче кайăк-кĕшĕк те пур. «Эпĕ тĕрĕслĕхе мала хуратăп. Тăван е кÿршĕ, юлташ лайăх пурăннине мĕн çиттĕр. Эпĕ çынра лайăххине кăна курма тăрăшатăп», - тет харсăр хĕрарăм.
«Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă», – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ мĕн авалтан. Тивĕçлĕ канăва кайиччен те вăл лайăх ĕçленине палăртса панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем сахал мар унăн. Халĕ те вăл хуçалăхра лайăх ĕçĕпе палăрса район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕ.
А.НИКОЛАЕВА.