Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçчен, харпăр хăй çĕрĕсем çинче ĕçлесе пурăнакан харсăр çынсем чылай. Вĕсенчен пĕри вăл Сергей Геннадьевич Грачев.
Таврари çынсем ăна паянхи кун ăратлă сурăхсем ĕрчетекен фермер пулнăран аван пĕлеççĕ. 2012 çултанпа вăл «Грачев С.Г» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Хăйĕн хуçалăхне йĕркелесе янă хыççăн тепĕр çулталăкранах, 2013 çулта, вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программине хутшăнса сурăхсем ĕрчетес ĕçе пуçарса ярассипе 758 пин тенкĕ ытла грант çĕнсе илнĕ пулнă. Ун чухне вăл çак укçа-тенкĕпе усă курса çĕнĕ вите хăпартнă, прицеплă МТЗ-82 трактор туяннă пулнă. Унтанпа 6 çул иртрĕ. Вăхăт таппи çак тăрăшуллă çын хăйĕн ĕçне тытса пыма пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Паянхи кун вăл Романовски, Куйбышевски ăратĕнчи сурăхсем ĕрчетет, сутать. «Романовски ăратĕнчи сурăхсен ашĕ те тутлăрах, кун пек ăратлисене ыйтакансем те ытларах. Хамăр районти условисенче çирĕпленсе ÿснĕ сурăхсене усрама аван. Çулталăкра икĕ хутчен икшер-виçшер путек пăранласа параççĕ. Район çыннисем килте ĕрчетме туянса каяççĕ те кайран кăмăллă пулнине пĕлтерсе шăнкăравласа тав тăваççĕ», - каласа парать Сергей Геннадьевич. Хальхи вăхăтра сурăхсем 50 пуç, путек сурăхсем 30 пуç, тата çамрăкраххисем 40 пуç. Паллах, çемьере килĕштерсе пĕр чĕлхе тупса ĕçлемесен ĕç малалла каймасть. Грачевсем те туслă пурăнаççĕ, ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе тăрăшаççĕ. Сергей Геннадьевич Алсу мăшăрĕпе пĕрле 4 ача çитĕнтереççĕ. Чи асли Руслан 19 çулта, тин кăна Крымри Севастопольтен çарпа тинĕс флотĕнчен службăран таврăннăскер, килтисемпе тĕл пулнăшăн хĕпĕртени палăрать. Службăра водолаз-разведчик пулнă вăл. Малашнехи пурнăçне те çарпа çыхăнтарас ĕмĕтлĕ çамрăк каччă. Русланăн йăмăкĕ Эльвира 15 çулта, халĕ Шупашкарта коопераци техникумĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Канмалли кунсенче яла килсех çÿрет, хуçалăхра ĕçлеме пулăшса пырать. Кристина хĕрĕ 8 çулта, вăл ялти шкул хупăннине пула Мăнçырмари вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренет. Чи кĕçĕнни — чун йăпатмăшĕ Геннадий 3 çулта. Хальхи вăхăтра Сергей Геннадьевичăн амăшĕпе, Лидия Тимофеевнăпа, пĕрле тĕп килте пурăнаççĕ вĕсем. Кунта та выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Лидия Тимофеевна мĕн çамрăкранпах ялти фермăра дояркăра ĕçленĕ, халĕ те кил хуçалăхĕнче тăрмашать. Сергей Геннадьевичăн ашшĕ, Геннадий Иванович, нумай çул «Тегешевский» хуçалăхра ферма заведующийĕ пулса тăрăшнă. «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ пулнă. /Шел пулин те, 2000 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайнă\. С.Грачев та ашшĕ-амăшĕн ĕç династине малалла тăсаканĕ, мĕн пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕх пăхса, ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.
Сурăх ферминчен аякра мар вара çемье пуçлăхĕ çурт лартма пуçланă. Ăна туса пĕтерсе кунта пурăнма куçас ĕмĕтпе хавхаланса пурăнаççĕ Грачевсем. Кăçал акă çывăхра хур-кăвакал усрама меллĕ пултăр тесе пĕчĕк кÿлĕ те чаврĕç. Сурăхсене апатлантарнă хыççăн çурт хăпартассипе тăрăшать арçын. Иртен пуçласа каçченех çакăнта иртет мăшăрĕпе иккĕшĕн ĕç кунĕ. Чĕрчуна чунтан юратса усраççĕ, унсăрăн ăнмасть.
Выльăх апатне çителĕклех хатĕрленĕ вĕсем кăçал, 6 гектара яхăн çĕр лаптăкĕ çинче нумай çул ÿсекен курăксем, тыр-пул çитĕнтернĕ. Ялти фермерсемпе пĕрле хутшăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ вĕсем хĕрÿ ĕççисенче.
С.Грачев ял хуçалăх çынни кăна мар, вăл историпе интересленет, несĕлĕмĕрсен пуянлăхне упрать. Сурăх ферминчен аякра мар йывăç пÿртре хăйне майлă музей йĕркеленĕ вăл. Кунта XIX ĕмĕрти япаласем, çăрасемпе уççисем, тĕрлĕ савăт-сапа, шăнкăравсем, çăпата, çăм арламалли станок тата иртнĕ ĕмĕрсенчи чылай япала упранать. Хăш-пĕр япаласене сутма та ыйтнă иккен, анчах та астăвăма сутма юрамасть тет С.Грачев.
Çапла ялта ĕçчен, маттур çынсем нумайрах пулсан кунта пурнăç пĕр вырăнта лăпланса тăмасть.
«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.