Энĕшпуç хĕрĕ чи вăйлисем хушшинче

qpWK3Pafm5wÇулларанпах ĕнтĕ эпир хамăрăн ентешĕмĕр, Энĕшпуç хĕрĕ Алина Алексеева мас-рестлинг енĕпе тĕнче Кубокĕшĕн иртекен ăмăртусене мĕнле хутшăннине тимлĕн сăнаса тăратпăр.

Ăмăртусен 1-мĕш тапхăрĕ июнь уйăхĕнче Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура, 2-мĕш тапхăрĕ август уйăхĕнче Узбекистанри Алмалык хулинче иртнĕ. 75 килограмлă спорт­сменсем хушшинче тупăшакан Алина икĕ тапхăрĕнче те бронза призерĕ пулса финала тухнă. Ăмăртусен финалĕ вара шăпах çак кунсенче, ноябрĕн 14-18-мĕшĕсенче, Польшăри Пабьянице хулинче иртнĕ. Кунта та Алина маххă паман, тупăшăва ăмăртусен пĕр­ремĕш кунĕнче кĕрсе 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Паллă социаллă сетьри хăйĕн страницинче ăмăртусен финалĕ пирки çапла çырнă вăл: «1-мĕш тата 2-мĕш тап­хăрсенчипе танлаштарсан чылай йывăртарах пулчĕ». Апла пулин те нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах Алина тĕнчери чи вăйлă спортсменсем хушшинче малтисен ретне кĕме пултарнă. Эпир унпа чăннипех те мухтанатпăр. Алинăн пысăк çитĕнĕвĕ Вăрмар тăрăхĕн­че спорт енĕпе пултаруллă хастарсем сахал мар пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

Аса илтеретпĕр: Алина мас-рестлинг тата армрестлинг енĕпе РФ спорт мастерĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренет. Хăйĕн физкультура учителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Николаевич Исаев пулăшнипе ялти шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, халĕ Алексей Леонидович Атласкин тренер патĕнче ăсталăхне туптать. Алина «Чăваш Республикинчи мас-рестлинг федерацийĕ» регионти обществăлла организаци президенчĕн за­мес­тителĕ.

Х     Х     Х     Х

 

 

Вăрмарсем — пултаруллă самбистсем

MrWZNq9JTfsСамбо — çĕршывра, çав шутра Вăрмар районĕнче те тарăн тымар илсе малтан мала аталанакан спорт тĕсĕ. Районта самбо секцийĕ чылайранпа ĕçлет ĕнтĕ, миçе-миçе пултаруллă самбист тухман пулĕ пирĕн тăрăхран.

Хальхи вăхăтра ачасемпе çамрăксене самбо кĕрешĕвне алла илме ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Лев Кузьмич Уливанов тата Иван Николаевич Никитин хăнăхтараççĕ. Вĕсем хăйсен воспитанникĕсемпе республика, çĕршыв шайĕнчи кашни ăмăртăвах пĕр сиктермесĕр хутшăнса çитĕнĕвĕсемпе кулленех савăнтараççĕ. Пирĕн районта та самбо енĕпе ăмăртусем, турнирсем тăтăшах иртеççĕ, унта хамăр рес­публикăран кăна мар, юнашарти регионсенчен те чи вăйлă самбистсем пухăнса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ.

Нумаях пулмасть районта шăпах та çакăн евĕр пысăк шайри спорт мероприятийĕ — СССР спорт мастерне С.Уливанова асăнса XXIII йăлана кĕнĕ турнир, çавăн пекех 2006-2007 çулсенчи яшсем тата 2007-2008 çулсенчи хĕрсем хушшинче самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишшĕн А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ăмăртăвĕ — иртнĕ. Тĕп парнешĕн, велосипедшăн, пирĕн район самбисчĕсемсĕр пуçне Тутар, Мари Эл Республикисенчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ хулисенчен, Тăвайĕнчен 165 спортсмен тупăшнă.

Ÿт-пÿ йывăрăшне кура 12 категоринче ăмăртнă вĕсем. Палăртма кăмăллă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хушшинче вăрмарсем те чылайăн пулнă. Вĕсенчен хăйсен категорийĕсенче Иван Галкин, Анна Игнатьева, Никита Лаврентьев 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Велосипеда вара Мари Эл спортсменĕ Леонид Хохлов тивĕçнĕ.

Яланхиллех самбистсене тĕрлĕ номинацисенче те палăртнă, çапла хальхинче «За лучшую технику» номинацире Вăрмар поселокĕнчи Иван Галкин, «За волю к победе» номинацире Шупашкар хулинчи Роман Алексеев çĕнтернĕ.

Х     Х     Х     Х

Тĕрĕс апатланас тесен

Тĕрĕс апатлану правилисене пăхăнса пыма кашниех пултарать. Веществосен организмри çаврăнăшĕ йĕркеллĕ, сывлăх çирĕп пултăр тесен активлă пулмалла, ытларах хускалмалла. Кунне 3 хутчен кая мар апатланмалла. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсем хушшинче улма-çырла, пахчаçимĕç, мăйăр, хĕвелçаврăнăш тĕшши, йогурт çисен аван. Каçхи апата çывăрас умĕн маларах, 18-19 сехетсенче лармалла. Анчах пуш хырăмпа çывăрма выртмалла мар, пĕрер сехет маларах кăштах çиме юрать, тĕслĕхрен, мĕнле те пулин пахчаçимĕç. Шурă çăнăхран пĕçернĕ апата чакарăр. Макаронпа рис вырăнне хуратул çисен лайăхрах. Кăнтăрлахи тата каçхи апат вăхăтĕнче турилкке çинче çурри таран пахчаçимĕç пулмалла. Эрнере 2-3 хутран кая мар пулă çийĕр. Унта организма кирлĕ Омега-3 пур. Вăл тĕрлĕ чир-чĕрпе, тĕслĕхрен, чĕрепе сосудсен чирĕсемпе, аптăрасран сыхлать. Апата пăс çинче, шывра пĕçерĕр, пăшăхлама, духовкăра хатĕр­леме юрать. Какай пĕçернĕ чухне тирне сĕвĕр, куçа курăнакан çу татăкĕсене касса илĕр. Канфетра, кондитер изделийĕсенче, сĕткенлĕ шывсенче сахăр нумайран вĕсем пÿ-си илемĕшĕн сиенлĕ. Канфетсемпе пирожнăйсем вырăнне улма-çырла, çав шутра типĕтни те, çини усăллăрах. Пылак шывсем ĕçес килнине ирттерсе ямаççĕ, таса шывран лайăххи çук. Организм лайăх ĕçлетĕр тесен шыв çителĕклĕ ĕçмелле.

«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.Данилова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика