Вăрмар район экономикинче ял хуçалăхĕ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Ял хуçалăхĕн аталанă­вĕшĕн тăрăшакан çынсем уйрăмах пысăк хисепе тивĕç. Ял ылтăн алăллă тата вĕри чĕреллĕ çынсем çинче тытăнса тăрать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Вĕсен ĕç кунĕ ирхине 8 сехетрен пуçланса каçхи 5 сехетчен кăна тăсăлмасть. Нумайăшĕ тул çутăлнă-çутăлман ĕçе тухаççĕ те тĕттĕмленсен тин ĕç пĕтереççĕ.

Ялти хресчен-фермер хуçалăхĕсен ăнăçлăхĕ те нумай чухне кунта тăрăшакансенчен килет. Тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕнĕ чухне ĕç алли нихăçан та чăрмантармасть.

Районта ял хуçалăх ĕçченĕсене чысласси çирĕп йăлара. Акă октябрь уйăхĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче аграрисен уявне паллă тунă май чылай çынна хисеп, тав хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен хушшинче «Ямуков Г.Н.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен Светлана Анатольевна Иванова та пулчĕ. Хăй вăл çемйипе Пинер ялĕнче тĕпленсе пурăнать. 5 ача амăшĕ Светлана Анатольевна Ямуков Геннадий Николаевичăн хуçалăхĕнче çĕрулми пуçтарнă вăхăтра ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Çак ятпа вăл Хисеп хутне тата хаклă парнене тивĕçрĕ. «Геннадий Николаевича питĕ хисеплетпĕр эпир. Çав тери маттур та çаврăнăçуллă, пире ăнланма пĕлекен çын вăл. Çĕрулми пуçтарнă вăхăтра Пинертен чылайăн пуçтарăнса каятпăр унăн хуçалăхне ĕçлеме. Ĕçленĕшĕн аван тÿлет, сивĕ сăмах каласа кÿрентермест. Кăçал та чылай укçа-тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр. Кил-çурт валли чылай пысăк япала туянма пултартăм», - кăмăллăн каласа парать хĕрарăм.

«Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕрулми тухăçĕ районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан пысăкрах, пĕтĕмĕшле 230 гектар çĕр çинчен «иккĕмĕш çăкăра» гектартан вăтамран 300 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăрмар районĕ пуçтарса илнĕ çĕрулми тухăçĕпе республикăра 4-мĕш вырăнта.

Светлана Анатольевна Пинерте çитĕнсе ÿснĕ, малтан ялти 8 класлă шкултан, ун хыççăн Пысăк Енккасси ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Хĕрача 8-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра унăн амăшĕ çамрăклах çĕре кĕрет. Çемьери виçĕ ачаран чи асли пулнă май мĕнпур йывăрлăхĕ Светлана çине тиенет темелле. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ялти фермăра дояркăра ĕçлеме тытăнать те вăл хуçалăх мĕн арканичченех çак ĕçре тăрăшать. Пурнăç тăршшĕпех ĕнесем патĕнче ĕçлекенскер паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Нумай пулмасть кăна-ха пăрусемсĕр, вăкăрсăр пуçне 5 ĕнеччĕ-ха хуçалăхра, халĕ 3 ĕне хăварнă. Унсăр пуçне пăрăвĕсем, сыснисем, чăххи-чĕппи сахал мар. «Ачасем питĕ лайăх ман. Аслисем – ывăлсем — Эдикпе Женя çемьеллĕ, Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Кинсемпе мăнуксем те питĕ маттур. Кĕçĕннисем — хĕрсем: Эля, Диана, Аня. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă, ĕçчен пулса çитĕнчĕç вĕсем, пĕри теприншĕн кар тăраççĕ. Эльăпа Диана кăçал И.Н.Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕç. Эля Чăваш радиовĕнче ĕçлет, Диана та хăйне журналистикăна халаллама хатĕрленет. Чи кĕçĕнни Аня Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9-мĕш клас­ра вĕренет. Вăл лайăх вĕренет, пĕтĕм конкурссене, культурăлла мероприятисене хутшăнать. Ăçта чĕнеççĕ – пĕтĕм çĕре ĕлкĕрет. Ачасем кашни эрнерех канмалли кунсенче тăван киле килсе çÿреççĕ, хуçалăхра пулăшаççĕ», - каласа парать 5 ача амăшĕ. Шăматкунсемпе вырсарникунсенче Ивановсен кил-çурчĕ хаваслă шăв-шавпа, савăнăçпа тулать. Кашнинех пĕр-пĕрне каласа памалли, мĕнпе те пулин тĕлĕнтермелли е савăнмалли пурах. Юратнă амăшĕ тăван кил ăшшине упранăран ачисем те хăйсене телейлĕрех туяççĕ.

х      х      х      х

Кашни çын пурнăçра ÿссе çитсе çын пулса пурнăç çулĕ çине тĕрес-тĕкел тухас, çынна юрăхлă пулса çитĕнес тесе тăрăшать.

Çак сăмахсем çинченех шухăшланă ĕнтĕ ача чухне Çитмĕш ялĕнчи Диана Николаевна Краснова. Çулĕпе вăл халĕ те ача шутĕнчен тухман-ха, анчах та ĕç çумне çыпăçнă.

Шкултан вĕренсе тухсан, тĕрлĕ сăлтавсене пула, хальлĕхе малалла вĕренме кайма май килменнине кура та пулĕ вăл тÿрех юнашар ялти – Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне ĕç­леме çул тытнă. Хуçалăх руководителĕ çамрăксене хавас­пах ĕçе йышăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кашни çулах ра­йонти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса çамрăксене ĕçлеттерет. Д.Красновăна малтанах кунта ĕçлеме çăмăлах та пулман пулĕ, мĕншĕн тесен çĕрулми уйне тухатăн-и, хранилищĕре ĕçлемелле-и ĕç хăвăртлăхĕ яланах васкавлă пулмалла.

Аслăрах çулхисем асăрхаттарнă тĕслĕхсем те пулнă пулĕ, хĕрача ĕç умĕн­че пуçне усмасть, малаллах тăрăшать. Çын умĕнче çынна юрăхлă пулас тесе тăрăшать. Çакна хуçалăх руководителĕсем те асăрханă, 2019 çулхи кĕрхи-çурхи ĕçсене пĕтĕмлетсе ытти çынсемпе пĕрле Диана Николаевнăна район администраци­йĕн Тав хучĕпе тата хаклă парнепе чысланă. «Ĕçре ĕçчен те хастар пул», - тенĕ ăна хисеп­лесе чысланă са­мант­ра ра­йон администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев.

х      х      х      х

Кăçал «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăра 30 гектар çинчен 565 тонна «симĕс ылтăн» татса пуçтарнă.

Иртнĕ çул 4 гектар çĕр çинче çĕнĕ хăмла плантацийĕсем туса лартнă, вĕсенче йăлтах çамрăк хунавсем лартса хă­варнă. Çитес çул хăмла плантацийĕсене тата тепĕр 4 гектар пысăклатасшăн. Машинăпа трактор паркне те çулран-çул çĕнетсе пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне «АгроРесурсы» хуçалăхра хăмла пуçтармалли 3 комбайн, типĕтмелли 2 агрегат, хăмлана пресласа гранула тумалли производство комплексĕ пур. 2018 çулта 11 миллион тенкĕлĕх хăмла пуçтаракан çĕнĕ йышши комбайн, кăçал 12 миллион тенкĕлĕх хăмла типĕтмелли агрегат туяннă. Хăмла туса илессипе Вăрмар районĕ республикăра 2-мĕш вырăнта. Хуçалăха аталану çулĕпе илсе пырасси кунта ĕçлекенсенчен те нумай килет. Вăрмар районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсене халалласа ирттернĕ уявра малта пыракан хуçалăхсенче ĕçлекен чылай çын чыслава тивĕçрĕ. Çав шутра районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăра хăмлаçăра чылай çул тăрăшса вăй хуракан Людмила Михайловна Иванова та. Çак кун хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнăшăн вăл Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕ.

Мăнçырма хĕрĕ мĕн пĕчĕкренех амăшĕпе пĕрле хăмла пахчинче ĕçлесе çитĕннĕрен ку ĕç майне лайăх пĕлет. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Людмила Шупашкарти педагогика училищинче вĕренет, тĕп хулари пĕр шкулта учитель, ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Çапла 11 çул ĕçленĕ хыççăн шăпа ăна тăван яла — Мăнçырмана çитерет. Тĕрĕссипе каласан, юратнă амăшĕ çĕре кĕрсен тăван кил ăшшине упрама таврăнать вăл хуларан яла. Пĕр вăхăт ялти лимонад цехĕнче ĕçлет, каярахпа вара хăмлаçă пулма шутлать. Хĕлле хуçалăхра хăмлаçă валли ĕç çук. Çавăнпа та килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама тивет. Апрель уйăхĕнчен пуçласа октябрьччен хăмла плантацийĕнче ĕçлет Людмила Михайловна. Мăнçырма плантацийĕ 2 гектар йышăнать, кунта ĕçлекенсене кашнинех хăмла йăранĕсем пайласа параççĕ. Йăранĕсем вăрăм вара.

Кăçал акă Людмила 16 йăран çинче тăрăшса ĕçлерĕ. 7-мĕш класра вĕренекен хĕрĕ Аня та хăмла çинче ĕçлеме пулăшать амăшне. Хуçалăха ертсе пыраканĕ Сергей Леонидович Дмитриев та Л.Иванова пирки ырă сăмахсем калать.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. 

Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика