IMG 5919«Çын ĕçĕпе илемлĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Çак каларăш «Иванов В.А» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Арапуç ялĕнче вырнаçнă ĕне-выльăх фермине пырса кĕрсен тÿрех палăрать.

IMG 5904

Кунта ирхине ирех ĕçченсем унталла-кунталла хĕвĕшеççĕ. Ара, выльăх-чĕрлĕх çывăрма юратмасть-çке, ăна вăхăтра тăрантармалла, ай-сарăмне тасатмалла, уçăлма кăлармалла, сумалла тата ытти те. Эпир кунта çитнĕ тĕле пĕр ĕни пăруласа панă, ăна та кирлĕ пулăшу памалла... Сĕт пуçтарса çÿрекенсен машини те çитсе тăнă. Кĕскен каласан, ферма ĕç шавĕпе тулнă. Акă, Николай Валерьевич Куприянов ĕнесене уçăлтарма кăларнă. Вăл кунта чылайранпах тăрăшать тесен те йăнăшмастăп, мĕншĕн тесен амăшĕ Людмила Николаевна малтанхи çулсенче ветеринарта ĕçленĕ чухнех вăл амăшне пулăшма çÿренĕ. Халĕ амăшĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Анчах та лара-тăра пĕлменскер килте алă усса ларма юратмасть, ирхине ирех тăрсанах фермăналла çул тытать, ывăлне пулăшас тесе тăрăшать. Вăл ăспа та, ĕçĕпе те пулăшма пултарать. Нумай опытлă ĕç ветеранĕнчен фермăри ытти ĕçченсем те пулăшу ыйтсах тăраççĕ. Вăл вара çынна пулăшма яланах хавас. Уçă кăмăллă Людмилăна эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, темиçе çул пĕлетĕп ĕнтĕ. Унпа тĕл пулсан калаçма яланах хавас. Эпир вĕсемпе калаçнă хушăра витере ĕнесем валли апата кĕртсе валеçсе те хунă. Ку ĕçе вĕсем алăпа пурнăçламаççĕ. МТЗ-82 трактор çумне апат валеçекен агрегат кăкарса туххăмрах выльăхсем умне апат кĕрсе выртать. Ку ĕçе МТЗ-82 погрузчикпа Максим Михайлов /ÿкерчĕк çинче/ пурнăç­лать. Вăл кунта çулталăк ытларах кăна ĕçлет пулин те ырă енĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Коллективра хисеплеççĕ ăна. «Ку санăн ĕç, ку – манăн», – тесе тăракан çук фермăра. Мĕн ĕçлемеллине пурте пĕрле пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ферма ĕçне кунти управляющи А.Чернов йĕркелесе пырать. Вăл хăй ĕçĕн­че хăй ăста тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Чылайранпа вăй хурать вăл кунта. Çакăн пек харсăр çынсем юнашар ĕçлесе, пулăшса пырсан çитĕнÿ те пулатех. Ахальтен мар ĕнтĕ В.Иванов ĕçе кадрсем татса панине палăртать. Хуçалăхра чăннипех те ĕçе парăннă, яваплăха туйса вăй хуракансем кăна. Владимир Анатольевич Иванов хăй те çав тери ĕçчен, йывăрлăх умĕнче пуçа усса лараканни мар, çамрăк пулин те районти юхăнса пĕтме пуç­ланă «Арабоси» агрофирмăна хăй çине илсе ĕçе пуçăннă. Ĕçри малтанхи хăш-пĕр йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса паянхи кун «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалă­хĕ районта чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çитĕнÿ хăй тăрăшмасăр тата унпа пĕрле шанчăклă çынсем пулмасăр, патшалăх пулăшăвĕсĕр пулманнине çирĕплетсех калать Владимир Анатольевич. «2012-2014 çулсенче хресчен-фермер хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» программăна хутшăнса 5 млн. тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак сумма çумне хăйсем ĕçлесе тунă укçи-тенкине хушса юхăнса пĕтме пуçланă витене тĕпрен юсанă тата мăйракаллă шултра выльăхсем туяннă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ çемье ферми кунран-кун малалла шанчăклăн утма. 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» программăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă. Çак укçа-тенкĕпе те вĕсем тĕллевлĕ усă курнă. Уй-хирте акса çитĕнтернисене вĕсем ĕне-выльăх витĕр кăлараççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхăн сĕчĕпе ытти продукчĕсем чĕлхи çинче темелле. Выльăх апатне те вĕсем кашни çулах ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе Мускав таранах палăрнă. Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче /ВДНХ\ «Ылтăн кĕр­кунне» ятпа иртнĕ Раççейри агропромышленноçăн «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми» номинацире 2019 çулта иккĕмĕш хут кĕмĕл медале тивĕçрĕç. Паянхи куна хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 482 пуç, вĕсенчен сăвакан ĕне - 221, ыттисем çамрăк пăрусем. Вĕсен ĕçĕнчен районăн экономикипе социаллă аталанăвĕ те нумай килнине пурте ăнланаççĕ. Апла вĕсене ĕçре ăнăçу пултăр.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика