IMG 6072Çăкăр çитĕнтересси çав тери сăваплă ĕç. Хуть те хăш вăхăтра та ку йывăр та пархатарлă ĕç шутланнă, шутланать те. Ял хуçалăхĕнчи тĕп тĕллев­сенчен пĕри ку — тыр-пул тухăçне ÿстересси. Çавăнпа та тырра упрасси, вăрлăхлăх е çăнăх тума тирпейлесе хатĕрлесси, çăкăр завочĕсене тивĕçтересси çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ.

IMG 6084

Тăван республикăри «Чувашхлебопродукт» акционерлă общество тырă упракан тата çăнăх продукцийĕ туса хатĕрлекен Атăлçири чи пысăк предприятисенчен пĕри. Сакăр теçетке çул ытла вăл Чă­ваш Ен ăнăçлăхĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçласа пырать. Унăн тытăмне кĕрекен 6 филиалтан пĕри — шăпах Вăрмар районĕн­чи тырă йышăнакан предприятийĕ пулни район çыннисенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать тесе шутлатăп. «Чувашхлебопродуктăн» ытти филиалĕсем Шупашкарта, Канашра, Вăрнарта, Тĕрлемесре, Çĕмĕрлере ĕçлеççĕ. Вăрмарти филиалăн директорĕнче 17-мĕш çул пултаруллă, ĕç коллективне ăнăçлă ерт­се пырса тырă йышăнакан предприятие аталану çулĕпе илсе пыракан Владимир Васильевич Александ­ров тăрăшать. Директор должноçне йышăнса ĕçлĕ самантсене татса панă май вăл яланах çынлăх ту­йăмне мала хума тăрăшать, коллектива çăмăл мар ĕçре хавхалантарса пырать, ĕç хăрушсăрлăхне мала хурать.

IMG 6076

Владимир Васильевич Хуруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1995 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчен пуçласа 1996 çулхи декабрь уйăхĕччен — Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ, 1996 çулхи декабрьтен пуçласа 2003 çулхи февралĕн 27-мĕшĕч­чен — Вăрмар районĕн хăйтытăмлăх пуçлăхĕ. 1998 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче районти суйлавçăсем ăна ЧР Патшалăх Канашне депутата суйласа пысăк чыс тăваççĕ. 2000 çулта В.Александров иккĕмĕш аслă пĕлÿ — Мускаври патшалăх социаллă университетра вĕренсе «юрис­пруденци» специальноçне илет. Хуть те мĕнле должноçре ĕçлесен те Владимир Васильевич районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Пултаруллă спортсмен пулнă май, коллектив членĕсене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать. Паллах, элеваторта чи хĕрÿ ĕç вăхăчĕ ку вăл — вырма. Кун чухне вара ĕçлекен алăсем çитмеççĕ. Пĕр-пĕрин тивĕçĕсене те пурнăçлама тивет, участок начальникĕ те, грузчик е тракторист та тырă типĕтекен те пулма пултарать. Вăхăтлăха шкул ачисене те ĕçе илеççĕ. Паянхи кун 16 çын ĕçлет. Çак йышпа пысăк ĕç пурнăçласа пыраççĕ. Пĕлтĕр, акă, вырма йĕпе-сапаллă çанталăка пула каярах юлчĕ. Кĕске вăхăтра, пĕр уйăх çурăра тенĕ пек, районта тырра йышăнса пĕтерме пултарчĕç. Тырра районти «Свебрата», «Яковлев В.Н.», «Иванова О.А.», «Передовик» тата ытти хуçалăхсенчен активлă илсе килнине пĕл­терчĕ В.Александров директор. Хĕл кунĕнче те элеватор территорийĕнче пысăк тиевлĕ автомашинăсем, çынсем килсех тăраççĕ. Аталану çул-йĕрĕпе пымалли мелсене шыранă май тырă йышăнакан предприяти директорĕ В.Александров кÿршĕллĕ районсенчи çăкăр завочĕсемпе, апат-çимĕç комбиначĕсемпе, обществăлла апатлану предприятийĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ, уйрăм çынсемпе те активлă ĕçлеççĕ. Тутар Республикинчи Нăрлат ял çыннисем те Вăрмарти элеваторăн продукцине хапăлласа йышăнаççĕ. Заявка ярса парсан пур саккаса та вăхăтра çитерсе пама тăрăшаççĕ. Паянхи кун, килогрампа илес пулсан, тулăна 11 тенкĕпе, урпана 10 тенкĕ те 50 пуспа, выльăх-чĕрлĕх валли апат хутăшĕсене 12 тенкĕпе сутаççĕ. Çавăн пекех авăртнă пăрçана хапăлласа туянаççĕ. Вăр­мар пасарĕнче эле­ваторăн «Пучах» ятлă лавкки ĕçлет. Тавара кунта та туянма пулать. Çавăн пекех элеватортах «Нива» лавкка халăха тĕрлĕ продукципе тивĕçтерет. Уйăхне вăтамран 15-шер тонна выльăх апачĕ сутаççĕ. Уйрăм çынсем кунта тырă авăрттарма та чылай килеççĕ.

2019 çулта Вăрмарти тырă йышăнакан предприяти 6,516 пин тонна тыр-пул йышăннă. Çакăнтан 5 пин тонна ытла Шупашкарти элеватор валли хатĕрленĕ, 566 тонна сутнă. Планпа пĕлтĕр Шупашкарти элеватор валли 5 пин тонна хатĕрлемелле пулнă пулсан, вăрмарсем плана ирттерсе 5 пин те 800 тонна тырă хатĕрлеме пултарнă. Халĕ «Чувашхлебопродуктăн» КамАЗĕсем Вăрмарти тырă йышăнакан предприятирен тырра Шупашкара турттараççĕ. Хĕл кунĕсем пыраççĕ пулин те кунта яланах ĕç шавĕ тăрать.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика